Сувар

Тутарстанри чи аслă чăваш Сăвар çывăхӗнче пурăнать

Яшпашел (вырăсла Иж Борискино) – Сувар хулашӗн çывăхӗнче вырнаçнă, вăл Спасски районӗнчи пӗртен-пӗр чăваш ялӗ

Вăл чăвашсен хушшинче кăна мар, ытти халăхсенчен те чи асли пулмалла. Çапах та наци уйрăмлăхӗ çинче акцент тăвар мар. Турă мӗн чухлӗ уйăрса парать вӗт.
Спасски районӗнчи Яшпашелӗнче пурăнакан Анна Осиповна Палагина нумай пулмасть 108 çул тултарчӗ. Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗн тăлăх арăмӗ черетлӗ çуралнă кунне тăванӗсемпе çывăх çыннисем хушшинче кӗтсе илнӗ. Вӗсемсӗр пуçне ăна Спасски район пуçлăхӗн çумӗ, вырăнти хăйтытăмлăх Канашӗн представителӗсем, Пăлхарти ветеран организацийӗн ертӳçисем, районти социаллă хӳтлӗх уйрăмӗн ӗçченӗсем саламланă. Ăшă саламсем патне пирӗн редакци те хутшăнать.
Яшпашел (вырăсла Иж Борискино) – Сăвар хулашӗн çывăхӗнче вырнаçнă, вăл Спасски районӗнчи пӗртен-пӗр чăваш ялӗ.

«Новая жизнь» хаçат сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: