Сувар

Ултав пурпӗр тăрă шыв çине тухать

Пӗлтерӳре вăл çывăх вăхăтра Анат Кама хулине коронавируса пула карантина хупасси çинчен каланă.

Тутарстанри Шалти ӗçсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанра коронавирус пирки суя информаци саракан хӗрарăма суд кӗтет.

Хӗрарăм смартфонӗ çине сасă сообщенине çыртарнă та «Ватсапри» темиçе çынна ярса панă. Пӗлтерӳре вăл çывăх вăхăтра Анат Кама хулине коронавируса пула карантина хупасси çинчен каланă. Каярах çак хыпар мессенджерти ытти чатсем тăрăх саланнă. Çакна пӗлсен хӗрарăм хăйӗн пӗлӗшӗсене ху пӗлтерӳ шӳт пулнине каланă.

Кăштахран вырăнти телеканалта карантин çинчен суя пӗлтерӳсене тăрă шыв çине кăларакан программа тухнă.

Полицейскисем çынсене «хăратас» тенӗ хӗрарăма хăвăрт шыраса тупнă. Йӗркене административлă майпа пăснăшăн ăна миравай судпа айăплӗç.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: