Сувар

Унăн ячӗ тепӗр хут çӗршыв илтмелле кӗрлерӗ

Петӗр Хусанкайăн журналистикăри тӳпи те пысăк

Тутарстанăн 100 çулхи юбилейне халалланă интернет-конкурсра чăваш çӗнретчӗ. «Хăв ентешӳшӗн сасăла» ятпа районсем хушшинче пысăк ăмăрту пуçланнăччӗ. Кашни район хăйӗн ертешӗшӗн сасăлать. Телее сасăлава чăвашсене те сахал мар тăратнăччӗ: Теччӗ – Иван Яковлева, Тури Услон – Семен Коновалова, Пăва – Петр Дементьева, Элкел – Петӗр Хусанкая.

Ӗнер 100tatarstan.ru сайтра пӗтӗмлетӳсене пичетлесе кăларчӗç. Малта пыракан пилӗк кандидатсенчен чи пӗрремӗш чăваш халăх поэчӗн Петр Петрович Хусанкайăн ячӗ тăрать. Вăл сасăлавăн кăтартăвӗсем уçă пулнă чухне те рейтингра малта пыратчӗ. Уншăн панă сасăсенчен никам та иртсе каяйман курăнать. Е йӗркелекенсен компьютерӗ йăнăшнă-ши, эпир пӗлместпӗр. Апла-и, капла-и, пирӗн ентеш малта!

Ун хыççăн çӗнтерӳçӗсен списокӗнче Саба районӗн кандидачӗ Рушан Миннегулов спортсмен-йӗлтӗрçӗ, паролимпиада чемпионӗ пырать. Виççӗмӗш вырăнта тутарсен паллă çыравçи, Камское Устье районӗнче çуралнă Туфан Миннуллин йышăннă. Тăваттăмӗш вырăнта Апас районӗн кандидачӗ, паллă ыркăмăллăхçă Асгат Галимзянов. Пиллӗкмӗшӗнче – Сталинград хӳтӗлевçи, кинодокументалист Авенир Софьин.

Пирӗн Хусанкайшăн чăваш поэзине юратакансем кӳршӗ регионсенчен те нумай сасăланă пулмалла. Вăл паллă сăвăç кăна мар, журналист пулса та ӗçленӗ. Вăрçăччен Мускавра чăвашла тухса тăракан «Коммунар» хаçатăн корреспонденчӗ пулнă, вăрçă вăхăтӗнче дивизи хаçачӗсенче ӗçленӗ, йывăр аманнă. РСФСР Вреховнăй Канашӗн депутатне суйланнă. Хальхи чăваш поэзийӗн чечекленӗвӗнче унăн тӳпи калама çук пысăк.

Мăнаçланатпăр Хусанкайпа. Унăн ячӗ тепӗр хут çӗршыв илтмелле кӗрлерӗ. Ентешӗсем тăрăшнипе вăл Тутарстанри конкурса çӗнтерни поэтăн еткерлӗхне тепӗр çӳллӗ картлашка çине хăпартни.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: