Сувар

УПĂШКА АЧА НАЛУКӖ ТӲЛЕНИ ТЕ ПУЛНĂ

Çак сăмахсем хыççăн вуннăмӗш теçеткепе пыракан кинеми ура çине тăчӗ те хăй тахçантанах кăмăллакан «Юратса паян ӗçлерӗм эп колхозăн хирӗнче» юрра шăрантарса пачӗ

Реклама


Çак сăмахсене илтрӗмӗр Раккассинче пурăнакан 92 çулхи Александра Ивановна Яковлевăпа калаçса ларнă хушăра.
– Пулнă çав ун пек тӳлев Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче. Анчах ăна хӗртен, качча тухнă хыççăн, илнӗ вӗт.
– Астумастăп хучӗ хăшăмăр ячӗпе килнине. Анчах Виктор мăшăрăм туй хыççăн темиçе эрнеренех кайса тӳлерӗ, квитанцине мана тыттарчӗ те йăл кулса çапла каларӗ: «Сталин аçу сана çемье ыйтăвӗпе те пикенсе ӗçлеме хушать...» Пӳртре хамăр кăна пулнăран иксӗмӗр те ахăлтатса култăмăр. Каярахпа кашни ача çуралмассерен çав саманта аса илеттӗмӗр. Телее, пурте сывлăхлă çитӗнчӗç, хăйсен юратăвӗпе, ашшӗ-амăшне хисепленипе савăнтарчӗç. Халӗ мăнуксен ачисем те час-часах килсе хавхалану кӳреççӗ.
– Сирӗн ӳсӗм питӗ кăткăс вăхăта лекнӗ. Вăрçă тата ун хыççăнхи тапхăр никама та хӗрхенсе тăман.
– Çапла, чăннипе ачалăх пулман та пирӗн.
...Санькка ашшӗне, ялти чи активлă арçынсенчен пӗрне, вăрçă пуçлансанах фронта илсе кайнă. Çакăн хыççăн кил-çурта сăмахпа каласа кăтартмалла мар шăплăх пусса илнӗ. Амăшӗ те, тетӗшӗ те пусăрăнчăк çӳренӗ. Çитменнине тата Хӗрлӗ Çар йывăр çухатусем тӳсни çинчен чуна çӳçентерекен хыпарсем килсех тăнă.
– Астăватăп-ха, атте-милиционер шап-шурă лашапа çӳретчӗ, – аса илме пуçларӗ Александра Ивановна. Çав хушăрах тин çеç алăкран кӗнӗ хӗрӗпе кӗрӳшне тата вӗсен ачисене  килнишӗн тав тума та ӗлкӗрчӗ. Тахăш самантра хăй халь кăна хатӗрленӗ вӗри апат-çимӗçне сӗтел çине лартса куркасене кăпăкланса тăракан сăра ячӗ те сăмахне малалла тăсрӗ.  – Атте фронтран хăй аллипе çырса пӗртен-пӗр çыру анчах яма ӗлкӗрчӗ. Нумай та вăхăт иртмерӗ – вăл  йывăр çапăçура  паттăррăн кӗрешсе пуç хуни çинчен пӗлтерчӗç. Çапах та, «ӗç хуйха-суйха сирет» тенӗ те, утни-утайманни таранччен кăвак çутăран пуçласа сӗм тӗттӗмчченех хирте ӗçленӗ,  тырра алăпа вырнă-çулнă, йӗтеме турттарса кăткăс молотилкăпа çапнă. Эпӗ тырă кӗлтине лайăх çыхнине питех те кăмăллатчӗ бригадир, тăван тете Ахваниç, – аса илет кил хуçи хăнасене сăйланă хушăрах. – Йăмăкӗн, чупса çӳресе ӗçленӗрен, тăла пушмакӗ хăвăрт çӗтӗлнине сиссе пулӗ, унăн тӗпне кантра çӗлесе пама пуçларӗ.
Вăл вăхăтрисенчен чылайăшӗн шкулта вӗренесси çинчен шутлама вăхăт та юлман пулас. Вун тăваттăра чухнех Саньккана Тарканпуçне вăрман касма яраççӗ. Каярахпа, тантăшӗсемпе пӗрле, Мускав çывăхне торф кăларма ăсатаççӗ.  
– Çапах та саншăн аслисем самай тӗрев пулнă-ха, – тӗртсе илетӗп паян та кас-йышпа, хăна-вӗрлепе шăкăлтатса ларма юратаканскере.
– Чăнах та, хамăн шăпана пӗрре те ӳпкелес çук. Хӗр чухнех плугарьте ӗçлесе пăхнă та çăкăр хакӗ епле пысăк пулнине аван ăнланса илнӗ. Пӗррехинче, кӗркунне вӗçнелле (çӗрле çанталăк аванах сивӗтсен пулчӗ ку), тимӗр ларкăч çинче кăштах тӗлӗрсе кайнă та, каçалăк вӗçӗнче трактор çаврăннă чухне кăшт çеç аяккине сулăнса ӳкмен. Çакна тракторист – Люлли Пети – асăрханăскер, кабинăран сиксе анса ман пата чупса пычӗ те пилӗкрен çӗклесе илсе хыттăн сулларӗ: «Калатăп вӗт сана, ыйху килсен мана асăрхаттар та улăм капанӗ çумне выртса пӗр çур сехет канса ил тесе!»
Эпӗ пуçа аяккалла пăрса йӗрмӗшме пуçларăм та: «Ан ачашлан, атту Çерçие (пулас упăшкана Çерçи Вихтăрӗ тетчӗç) каласа паратăп», – тесе хучӗ. Эпӗ куççуле тасах та мар сăхман çаннипе шăлса илтӗм те, каçару ыйтма пӗлмесӗрех, хамăн ларкăч çине хăпарса лартăм. Каярахпа тин, вунă-вун пилӗк çул иртсен, чукун çул çинче ӗçлекен Корягин Алюш тете поездпа таптансан, хам та çавăн пек пӳкле вилӗме пула çамрăклах çӗре кӗме пултарнă тесе шутлама пуçларăм. Ара, ăна, тепӗр чухне талăкӗ-талăкӗпе те канайманран, рельс çинче ларнă çӗртех тӗлӗрсе кайма пултарнă тесе калаçкаларӗç те...
«Каярахпа, ыттисемпе пӗрле хирте ӗçленӗ чухне хама уяври пекех туяттăмччӗ. Унта ал-ура та çыхланман, вăй-хал енчен те парăнман. Тепӗр чухне, тантăшсемпе юнашар ӗçленӗ вăхăтра, «Юратса паян ӗçлерӗм эп колхозăн хирӗнче...» юрра пуçлаттăм. Ытти хӗрсем те хаваспах хутшăнатчӗç те, уйра, тăри юррипе пӗрле, пирӗн сасă та таçта аякка саланатчӗ. Пӗррехинче, Грозный Валя председатель эпир юрланине илтнӗ те тин çеç купаласа хунă çӗмел патне çитсе тăчӗ. «Маттур! – тет пирӗн çине ăшшăн пăхса. – Сирӗн çăварăр калаçсан-юрласан та аллăрсем выляса кăна тăраççӗ».
Кантăр татнă, пуса хутнă чухне те Саньккапа унăн тантăшӗсем яланах курăмлă ӗçленине палăртнă колхоз пуçлăхӗсем. Çавна кура ушкăн хӗре ăшă сăмахпа та, Тав хучӗпе те пӗрре мар хавхалантарнă. Çурт лартнă чухне ăна ашшӗпе пӗрле Хăятран вăрман турттарма кайма та ирӗк панă.  Хастар ӗçшӗн хăйне майлă отгул (черетсӗр кану) вырăннех йышăннă Александра Ивановна çакна.
Шел, мăшăрӗ  Виктор Сергеевич, чукун çул хӗррипе хӳтлӗх вăрман йăрăмӗ ӗрчетессипе мастер-бригадир пулнăскер, утмăл çула çитнӗ-çитменех чирлесе вилнӗ. Анчах мăшăрне, ырă ятлă колхозницăна ачисем те, кас-йыш та хуçăлса ӳкме паман.
– Вӗсем паян та мана пулăшсах тăраççӗ, – сăнӗ çуталать Александра Ивановнăн. – «Ырă ир пултăр, Санькка аппа!» – теççӗ те мана самана таппипе паллаштарма пуçлаççӗ. Пăваран социаллă хӳтлӗх пайӗн ӗçченӗсем те яла килсен чи малтан ман пата кӗреççӗ, сывлăх сунаççӗ, час-часах кучченеç тыттараççӗ. Тăхăр вунă çул тултарсан пуçлăхсем темиçен те килни, артистсем юрăсемпе саламлани те асрах. Ӗçленӗ вăхăтрах панă Хисеп хучӗсем çумне Президентăн Тав çырăвӗ хутшăнни нихăçан та манăçмасть.
Ялти таврапӗлӳçӗ Раиса Козлова калаçура çакна та хушса хучӗ:  «Санькка аппа, сахал вӗреннӗ пулсан та, хаçат-журнала куçлăхсăрах вулать, кӳрши-аршинче çӗрулми лартнă е кăларнă чухне, çамрăксемпе юнашар тăрса, йăрана вăрлăх варăнтарать. Çитӗнсен, пухнă чухне те аяккинчен пăхса тăмасть». Çак сăмахсем хыççăн вуннăмӗш теçеткепе пыракан кинеми ура çине тăчӗ те хăй тахçантанах кăмăллакан «Юратса паян ӗçлерӗм эп колхозăн хирӗнче» юрра шăрантарса пачӗ.

Анатолий ТИМОФЕЕВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗнче: сумлă ӗç ветеранӗ Александра
Яковлева Володя кӗрӳшӗпе.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: