Сувар

Усламçăсене нацпроект урлă пулăшаççӗ

Паянхи куна республикăра 80 промышленность площадки тата 20 промпарк ӗçлет, вӗсенче 1,4 пин компани ӗç илсе пырать

Тутарстанри 4,5 пин усламçă бизнес валли хатӗрленӗ республикăн ФАСТТРЕК.РФ платформипе усă курнă. Портала «Пӗчӗк тата вăтам предпринимательство тата усламçăсен пуçарăвӗсене тӗрев парасси» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хута янă.

Инструмента Тутарстанра пӗлтӗр ӗçлеттерсе янă, вăл бизнесăн финанс тӗревӗн мелӗсем патне хывакан çулне кӗскетет – «пӗр кантăк» формачӗпе консультацилле пулăшу та параççӗ.

Нацпроектпа республикăри 28 пин предприниматель информаципе консультаци услугисене илнӗ. Тӗслӗхрен «Манăн бизнес» форум 12 пин ытла хутшăнакан пуçтарнă.  

Унсăр пуçне Тутарстанра промышленность инфраструктурин объекчӗсен шучӗ çӗре çитнӗ. Паянхи куна республикăра 80 промышленность площадки тата 20 промпарк ӗçлет, вӗсенче 1,4 пин компани ӗç илсе пырать. Çак компанисем 30 ытла пин ӗç вырăнӗ йӗркеленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: