Сувар

Валери Туркайӑн ҫӗнӗ ҫитӗнӗвӗ

Ҫӗнӗ кӗнекене вулакан патне ҫитерме ӑна Улатӑр районӗнче ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан Александр Ербулатов предприниматель пулӑшнӑ

Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай сербсен паллӑ ҫыравҫин калавӗсен пуххине чӑвашла куҫарса кун ҫути кӑтартнӑ, тесе пӗлтерет "Чӑваш халӑх сайчӗ".

«Йӗкрешсен пурнӑҫӗнчен» — ҫапла ят панӑ Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай серб халӑхӗн хальхи паллӑ ҫыравҫин Милутин Джуричкевичӑн хӑй чӑвашла куҫарнӑ калавӗсен ҫак кунсенче Шупашкарта кун ҫути курнӑ пуххине. Кӗнеке ячӗ хӑйех пире ку калавсенче сӑмах мӗн пирки пынине уҫӑмлӑн калать — ҫапла, ҫапла: М. Джуричковичӑн питех те ансат та сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырнӑ кӗске калавӗсенче эпир аякри сӑрт-туллӑ ҫӗршывра икӗ пӗртӑван-йӗкӗреш еплерех ӳссе харсӑр та пултаруллӑ йӗкӗтсем пулса тӑни ҫинчен вуласа пӗлетпӗр. Кулмалли те пайтах ку калавсенче, тарӑн шухӑша яраканни те, куҫҫуль кӑлараканни те.

«Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ», — тенӗ ваттисем. 2019 ҫулта Белградри «Алма» издательствӑра Валери Туркайӑн (Даяна Лазаревич сербла куҫарнӑ) сӑввисен «Мелодия ночи» ятлӑ пуххи кун ҫути курнӑччӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе М.Джуричкович та хастар хутшӑннӑ пулнӑ, чӑваш поэчӗн сербла тухнӑ кӗнеки валли ятарласа статья ҫырнӑ. Халӗ вара чӑваш вулаканӗ серб ҫыравҫи калавӗсене тӑван чӗлхипе вуланса киленме пултарать.

Милутин Джуричкович, серб халӑхӗн паллӑ поэчӗ, прозаикӗ тата литература тӗпчевҫи. 1967 ҫулта Югославири Дечаны ятлӑ хулара ҫуралнӑ. Ача-пӑча валли ҫыракан пысӑк ӑста пек вӑл магистр тата доктор степенӗсене илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Серб ҫыравҫисен ассоциацийӗн тата Серби Журналисчӗсен ассоциацийӗн членӗ. Тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ 65 кӗнеке авторӗ тата редакторӗ. Унӑн хайлавӗсене тӗнчери 40 чӗлхене куҫарнӑ.

Ҫӗнӗ кӗнекене вулакан патне ҫитерме Валери Туркая Улатӑр районӗнче ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан Александр Ербулатов предприниматель пулӑшнӑ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: