Сувар

Ҫӑвар маччинчен сиксе тапӑп ак

Кореецсен кӗрешӳ тӗсӗ - тхэквондо - хӳтӗленмелли меслет. Вӑл спортра урапа тапнине кӑна шута илеҫҫӗ.

Хусанта тхэквондопа Европа чемпионачӗ тата первенстви иртет. Ӑмӑртусенче 26 ҫӗршывран 400 спортсмен хутшӑнать. Вӗсен шутӗнче  Австри, Азербайджан, Албани, Англи, Армени, Белорусси, Болгари, Венгри, Германи, Греци, Ирланди, Испани, Итали, Казахстан, Молдова, Норвеги, Польша, Раҫҫей, Румыни, Серби, Турци, Украина, Франци, Хорвати, Чехи, Швеци. 

Реклама

Спортсменсем 4 кун ӑмӑртаҫҫӗ. Пысӑк опытлӑ маҫтӑрсемпе юнашар юниорсем те вӑй виҫӗҫ. 2016 ҫулта Хусан тӗнче чемпионатне йышӑннӑччӗ. Тутарстан чысне турнирта 14 спортсмен хӳтӗлӗ. 

Теги: Спорт
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: