Сувар

Верук тӗпелӗнче помидорпа купӑста йӳҫӗтеҫҫӗ

Ҫак рубрика "Сувар" хаҫатра чи авалхисенчен пӗри, ӑна пичетлеме чарӑнсан – вулакансем кӑмӑлсӑр


МАРИНАДЛАНĂ ПОМИДОР
Стерилизациленӗ банкăсене специсем, пăрçа йышши техӗмлӗ пăрăç пӗрчисем, 3-шер шăл ыхра, йӳçӗ пăрăç касăкӗсем, «зонтиклă» укроп хумалла, базилик е сельдерей хушма юрать. Помидора çумалла, темиçе çӗртен шăл тасатмалли çинçе патакпа тирсе тухмалла, банкăсене тултармалла. Тин вӗренӗ шыв ярса 10 минут лартмалла. Палăртнă вăхăт иртсен шывне кастрюле ярса илмелле те маринад вӗретмелле (1 л шыв пуçне 4 кашăк сахăр песокӗ, 2 кашăк тăвар), банкăна ямалла. 1 литрлă банкăна 1 кашăк 9 процентлă уксус хушмалла.​ Банкăсене металл​ хупкăçпа​ хупламалла, пуçхӗрлӗ çавăрса хурса сивӗниччен пӳлӗмрех тытмалла. Кайран сулхăн çӗрте упрамалла.
2 кг помидор, 1 йӳçӗ пăрăç, 2-3 шăл ыхра, «зонтиклă» укроп, пăрçа йышши техӗмлӗ пăрăç, сахăр песокӗ, тăвар, уксус кирлӗ.

МАРИНАДЛАНĂ ЧЕЧЕКЛӖ КУПĂСТА
Чечеклӗ купăстана чечекӗсем çине пайламалла. Кишӗре теркăпа хырмалла, ыхрана вӗтетмелле. Маринад хатӗрлемелле: шыв çине тăвар, сахăр песокӗ, тип çу, специсем хушса вӗреме кӗнӗ хыççăн 2-3 минут вӗретмелле те кастрюле плита çинчен илмелле, уксус хушмалла. Вӗри маринада купăста çине ямалла. Пӗр талăк пӳлӗмрех лартмалла. Унтан холодильникре упрамалла.
1 кг чечеклӗ купăста, 2 шăл ыхра, 1 кишӗр; маринад валли – 800 мл шыв, 4 кашăк сахăр песокӗ, 2 кашăк тăвар, 3 кашăк тип çу, 5-6 кашăк 9 процентлă уксус, 2 лавр çулçи, 7 пӗрчӗ пăрçа йышши хура пăрăç, 4-5 пӗрчӗ техӗмлӗ пăрăç кирлӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: