Сувар

Вӗлле хурчӗн те паспорт пулмалла

Витӗр курӑнакан вӗллере мӗн чухлӗ пыл пухӑнни паллӑ

Премьер-министра ҫӗршывра куланай пуҫтаракан тӗп ҫынна лартни Раҫҫейшӗн пӗр ахаль иртмест пулмалла. Тутарстанра февраль уйӑхӗ пӗтиччен мӗн пур утара шута илме хушнӑ. Ку ӗҫе тума ТР Вӗлле-хурт ӗҫӗсемпе аквакультура управленине тата ветеринарсене явапланӑ.
Мӗн пур утар паспортизаци иртмелле. Ҫав паспорт тӑрӑх, кашни утара ятарлӑ номер парӑнать, унӑн вырӑнӗ паллӑ пулать.
Хальлӗхе ҫак процедурӑна вӗҫленӗ пӗр регион та ҫук Раҫҫӗйре. Тутарстанра вӗллесене паспорт парасси кӑҫал январьте пуҫланчӗ.
Паспортра утар хуҫи ҫинчен, вӑл ӑҫта вырнаҫни ҫинчен, вӗллесен шучӗ ҫинчен тата мӗнле обработкӑсемпе сывату мероприятийӗсем туса ирттерни ҫинчен информаци пулӗ.
Чиновниксем паспортизаци иртнӗ хыҫҫӑн ӳсентӑрансене имҫамлама хатӗрленекен агрофирмӑсене вӑл е ку вырӑнта утар вырнаҫни ҫинчен пӗлтӗрсе тӑрасси пирки шантараҫҫӗ.
Паспортӑн хакӗ те пур.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: