Сувар

Вутра та çунман, шывра та путман чăваш хӗрарăмӗ

Конкурса чăваш хӗрарăмӗ Çӗнтерӗве вăрçă хирӗнче туптанине, пурте чунран кӗтнӗ куна çывхартма тăрăшса кунне-çӗрне пӗлмесӗр уй-хирте тăрăшнине, чăтмалла мар асаппа терте парăнмасăр пурпӗр малаллах утнине çырса кăтартакан ӗçсене йышăнаççӗ.

 «Хыпар» Издательство çурчӗн «Чăваш хӗрарăмӗ» хаçат редакцийӗ тата Чăваш наци конгресӗн «Чăваш хӗрарăмӗ» комитечӗ пӗрлехи конкурс ирттереççӗ. «Вутра та çунман, шывра та путман чăваш хӗрарăмӗ» пултарулăх тупăшăвне Аслă Çӗнтерӳ 75 çул тултарнине тата Чăваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине халалланă.
Конкурса чăваш хӗрарăмӗ Çӗнтерӗве вăрçă хирӗнче туптанине, пурте чунран кӗтнӗ куна çывхартма тăрăшса кунне-çӗрне пӗлмесӗр уй-хирте тăрăшнине, чăтмалла мар асаппа терте парăнмасăр пурпӗр малаллах утнине çырса кăтартакан ӗçсене йышăнаççӗ. Çак кунсен чапӗ, мухтавӗ нихăçан та çухалмӗ. Эпир вара аслă ăру умӗнче – ӗмӗр-ӗмӗр парăмра.
Çавăн пекех конкурс тӗллевӗ чăваш чӗлхине упраса хăварассипе те çыхăннă. Хӗрарăм – çемье вучахӗн управçи – пӗлтерӗшне тепӗр хут аса илтерсе ăна илемлӗ сăмах вăйӗ урлă кăтартма хатӗр-и эпир?
 Конкурса 14 çултан иртнӗ çамрăксенчен пуçласа аслă çултисем хутшăнма пултараççӗ. Чăвашла çырнă, Arial – 23XP шрифтпа наборланă ӗçсене кăна йышăнаççӗ. «Проза», «Публицистика», «Поэзи» номинацисенче, конкурса хутшăнакансен ӳсӗмне кура виçӗ ушкăнра хаклаççӗ. Конкурсантсем кашни пӗр хайлавпа е икӗ сăвăпа хутшăнма пултараççӗ.
Ӗçсене 2020 çулхи çӗртме уйăхӗн 30-мӗшӗччен йышăнаççӗ.
Конкурс условийӗсемпе тӗплӗнрех «Хыпар» сайтӗнче тата «Одноклассники» социаллă сетьри «Чăваш хӗрарăмӗ» ушкăнра паллашма пулать.
Хамăр инф.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: