Сувар

Ял хутлăхӗн первенстви пуçлакан спортсменсем валли

Легендарлă штангист, Олимп вăййисен чемпионӗ, Раççейӗн Йывăр атлетика сборнăйӗнче хӗрарăмсен тренерӗ пулса ӗçленӗ Николай Алексеевич Колесников çитӗнӗвӗ çак ялта штангăпа гирӗ-пуканӗн спортне аталантарма хистет.

 

Декабрӗн 24-мӗшӗнче Пӗкӗлме районӗнчи чăваш ялӗнче йывăр атлетика турнирӗ иртрӗ. Ăна «Наратлă ял хутлăхӗн первенстви» ят панă йӗркелекенсем. Кăçалхи турнирта Пӗкӗлмери атлетсем тата Наратлăри çамрăксем вăй виçнӗ.
Çак спорт тӗсне популяризацилес, каччăсемпе хӗрсене йывăр атлетика спорчӗ патне илӗртес тӗллевпе ăмăртăва ик-виç уйăхран сахалрах тимӗр хайăракан ачасем хушшинче ирттерме йышăннă.
Çамрăк штангистсем çӗнтерес тесе пысăк çирӗплӗх кăтартнă. Паллах кун пекки тренерсене, турнира йӗркелекенсене, ачисен çитӗнӗвӗсене курма килнӗ ашшӗ-амăшӗсене савăнтарать.

 Йывăр кӗрешӳре мала Герман Барашкин, Рушан Муллахметов (пӗкӗлмесем), Роман Мухаметшин  (наратлăсем) тухрӗç. Иккӗмӗш вырăна Владислав Черников (Наратлă), Илья Домахинпа  Ильнур Галяутдинов (Пӗкӗлме) çӗнсе илчӗç. Пъедесталăн виççӗмӗш картлашки çине хăпарса тăракансем Тимур Петров (Наратлă), Роман Мальцевпа Матвей Трегубов (Пӗкӗлме) пулчӗç.
Çӗнтерӳçӗсем Наратлă ял хутлăхӗн ертӳçин аллинчен Грамотăсем, парнесем, Çӗнӗ çул кучченеçӗсем илчӗç. Çак паттăрсене С.В.Беспалов, В.С.Ермолаев, Н.А.Мальцев, Ю.Н.Мохин тренерсем вăй-хăват парса тăраççӗ.  
Сергей Дмитриев

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: