Сувар

Ял хутлăхӗн пуçлăхӗсене машина пачӗç

Тутарстан Республикин Президенчӗ чи лайăх ял хутлăхӗсене çӗнӗ «Шевроле Нива» автомобильсем парнелерӗ.

Декабрӗн 19-мӗшӗнче Хусанта «Корстон» Культурăпа кану комплексӗнче ТР Муниципаллă йӗркеленӗвӗсен XIV съезчӗ ӗçлерӗ. Унта пурӗ 956 делегат хутшăнчӗ. Унччен маларах республика ертӳçи муниципаллă йӗркеленӳсен хушшинче иртнӗ конкурсра çӗнтернисене (пурӗ 100 ял хутлăхӗ) «Шевроле Нива» автомобильсен уççисене парнелерӗ. Пленарлă ларура нацпроектсен, республика программисен хӳттинче 2019 çулта пурнăçланă ӗçсене пӗтӗмлетрӗç. Рустам Минниханов ку вăхăтра ахаль çынсен пурнăçне лайăхлатас енӗпе 40 программа ӗçленине, çитес çулта вӗсем 50 яхăн пулассине пӗлтерчӗ.   

Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран  

Теги: Казань
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: