Сувар

Ял-йыш тӗлпулăвӗнче асăну палăкне уçнă

Таврапӗлӳçӗ Хӗртилет Кучеева çырнă тăрăх, 1864 çулта ялта вăйлă выçлăх пулать. Ваттисем каласа панă тăрăх, çур ял вилсе пӗтет ăна пула

Ӗлӗк-авал, патша самнинче çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă çынсене медаль паман. Ун вырăнне çӗр уйăрса панă. Çапла Василий кнеç дружининче тăракан Клемтеле те пӗрре ăнать. Вăл 1545 çулта Улу-Мухаммед çарӗсем Василий кнеç дружинине хупăрласа илсен, пуçлăха çăлăнса тухма пулăшнă. Ăна хальхи Элмет районӗнчи пӗр илемлӗ сăртлă-çырмаллă вырăна пысăк çӗр уйăрса парать патша. Клемтел çак вырăна ял килсе никӗслет, ăна хăй ятне парать. Çапла пуçланса каять те чăваш ялӗн историйӗ.
Кунта тӗне кӗмен халăх пурăннă: Тутимер, Туймăрса, Сидиер, Ентиер, Терентей, Питриван, Маçут, Ультияр, Илентей, Хундияр, Ильтияр – ӗлӗкхи ятсем. Халӗ вырăс ячӗсене параççӗ ачасене, тӗне те кӗреççӗ.
Анчах ялта нихăçан та чиркӳ те, мечӗт те пулман. Халăх хăй тӗллӗн аслашшӗсен тӗнне ӗненсе пурăннă.

Пакраш юханшывӗ тавра Тарăнвар, Киремет вырăнӗ пур. Çăлран та пуян Клемтел çӗрӗ: Хăйăрçăл, Хӗрӗхçăл, Куккук çăлӗ, Çавраçăл.
Таврапӗлӳçӗ Хӗртилет Кучеева çырнă тăрăх, 1864 çулта ялта вăйлă выçлăх пулать. Ваттисем каласа панă тăрăх, çур ял вилсе пӗтет ăна пула. 1921-22 çулсенчи выçлăха паека пула кăна тӳссе ирттерме май килнӗ. Мӗншӗн тесен çак икӗ çул хушши пӗр тумлам çумăр, хӗлле пӗр пӗрчӗ юр çуман.

Çут çамка тăвӗпе Масар тăвайкки хушшинче виçӗ масар вырнаçнă: кивви, тӗне кӗнисен масарӗ, чăн чăвашсен масарӗ.  Июнӗн 13-мӗшӗнче кивӗ масар тӗлӗнче яла никӗслесе яракана халалласа асăну хăмине уçнă клемтелсем. Шупашкарта Чăваш наци музейӗнче Клемтелӗн вилтăпри çинчи чул юпа упранать. Унта руна чӗлхипе çырнă. Ку ялăн çеç мар, Тутарстанри чăвашсен историйӗ те. Кам пӗлет, Шупашкара илсе кайман пулсан, упранса юлӗччӗ-и çак чул юпа?..  Масар çинчи митинг асăннипе вӗçленчӗ.

Ентешсем Çимӗкре пӗр-пӗринпе тӗлпулаççӗ. Культура программи питӗ анлă пулнă, паллах. Ачасен «Шăхлич» тата «Асамат» фольклор ансамблӗ çынсене юрă-ташăпа савăнтарнă. Кунта ял кинӗ Вера Юнусова уяв ячӗпе парнеленӗ сурăх чух кăна пулнă.  Çимӗк хăнисене хурăн милӗкӗ парнелесси йăлана кӗнӗ Клемтелӗнче. Çак кун чăвашăн мунчара çапăнмаллах.
Эльвира Харрасова сăнӳкерчӗкӗсем

Реклама
  • Ачасен «Шăхлич» ансамблӗ Аслисен «Асамат» фольклор ансамблӗ
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: