Сувар

Йăлана кӗнӗ ăмăрту мартăн 9-мӗшӗнче çиччӗмӗш хут иртрӗ

Ăмăртăва Совет Союзӗн спорт мастерӗ, хальхи вăхăтра ветерансен хушшинче иртекен тӗнче шайӗнчи ăмăртусен чемпионӗ Радик Ибрагимов килни тата та пӗлтерӗшлӗрех турӗ.

«Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăва республикăра та, ун тулашӗнче те нумайăн пӗлеççӗ, кӗтсе тăраççӗ, шăнкăравлаççӗ. Пӗрин те юласси килмест. Кăçал çанталăка пула ăмăртăва ирттереймесрен хăракансем нумайччӗ. Пӗлтерӗве интернетри сетьсенче кăларсан: «Юр çук вӗт, епле чупас тетӗр?» – тесе кулакансем те тупăнчӗç.

 

Мӗнле пулсан та «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» мартăн 9-мӗшӗнче çиччӗмӗш хут иртрех! Çак ăмăртура пулса курнисем йӗлтӗр трасси сăртлă вырăнта вырнаçнине пурте пӗлеççӗ. Кунта 100-150 метр çӳллӗш сăртсем çине 4-5 хут хăпарса анмалла тунă. Пăхса тăма та интереслӗ, ал тупанӗ çинчи пек йăлтах курăнать. Юр вара чи малтан çак сăртсем çинчен кайса пӗтет. Икӗ кун лашапа, пысăк çунасемпе çак сăртсем çине юр турттарчӗç. Ку ӗçе (трасса тăршшӗ 3 километр) пӗччен кăна тăваймастăн.

 Йӗркелӳçӗсем ялти спортсменсемпе трасса çинче тăрмашнине курсан Борис Мишин хăй лашине кӳлсе, Андрейпе Федор Дмитриевсем, Вадим Кожеманов, Владимир Трофимов, Петр Евлампьев çунасемпе кӗреçесем илсе, килти ӗçӗсене пăрахса, Кожемановпа Бульбова пулăшма васкарӗç. Сăртсем, стартпа финиш лапамӗ нумай çӗрте юртан тасалнипе миçе тонна юр турттарма тивмерӗ-ши çак пулăшакансен командине, тав сăмахӗ каласа та пӗтерес çук!

Мартăн 9-мӗшӗнчи çанталăк прогнозне тишкерсен, пушшех те тарăхмалла пулчӗ: çур çӗр иртсе иккӗре çумăр пуçланмалла та кунӗпе çумалла тесе кăтартать! Тавах Турра, çӗрле çумăр çумарӗ.

Палăртнă кун 10 сехет тӗлне ăмăртăва ирттерме йăлтах хатӗрччӗ: çӗнтерӳçӗсене палăртма пьедестал, вӗри апат, шашлык, суту-илӳ, музыка. Çӗрле çуман çумăр та нумай кӗттермерӗ – вăйлăран та вăйлăрах çума пуçларӗ. 9 сехете Кивӗ Илтрекьел шкулӗн спортсменӗсем (ертӳçи В.В.Альметкин) килсе çитрӗç. Унтан хамăр Аксу, Нурлат, Çарăмсан, Элкел районӗсенчен, Самар облаçӗнчен те çитрӗç йӗлтӗрçӗсем. Ăмăртакансем 6 çултинчен пуçласа 80-а çитиччен, 150 яхăн çынччӗ. Куракансен шучӗ те пӗрре те чакмарӗ, çумăртан хăрамаççӗ йӗлтӗрçӗсен тăванӗсемпе пӗлӗшӗсем.

10 сехетре ăмăртăва уçнине палăртса Раççейпе Тутарстан гимнӗсем янăрарӗç. Спортсменсене саламласа Аксу район администрацийӗн  çамрăксен ӗçӗпе спорт уйрăмӗн пуçлăхӗ Р.К.Канафин сăмах каларӗ, ăмăртура пурне те ăнăçу сунчӗ, йӗркелӳçӗсемпе спонсорсене районти спорта çӗкленӗшӗн тав турӗ. Йӗркелӳçӗсем спортсменсене çăмăл старт, çӗнтерӳллӗ финиш суннă хыççăн старт йӗркипе паллаштарчӗç, пӗрремӗш ӳсӗме старта хатӗрленме ыйтрӗç. Номерсем валеçсе панă хыççăн 2012  çулхи арçын ачасемпе хӗрачасем ăмăртăва тухрӗç. Пурте малалла талпăнаççӗ, ашшӗ-амăшӗсем кăшкăрса хавхалантараççӗ хăйсен тӗпренчӗкӗсене.

Стартсем пӗринчен тепри йышлăрах, интереслӗрех, хумхануллăрах иртрӗç. Старта 26 ӳсӗмри 140 ытла спортсмен тухрӗ. Трасса çинче вӗсене судьясем тӗрӗслесе тăчӗç, питӗ тимлӗ ӗçлерӗç, никама та аманма, йăнăш çулпа кайма памарӗç. Финишра хӗрупраçсем йӗлтӗрçӗсене шоколадпа кӗтсе илчӗç. Аксури «Дельфин» бассейн тренерӗ Михаил Федоров кӗтсе илсе результатсене çырса пычӗ, грамотăсем хатӗрлекен Е.В.Кожемановăна протоколсене пачӗ. Юрать-ха грамотăсем çырма, вӗсене çумăртан сыхлама Федоровка поселокӗнче пурăнакан Макаркин Николай Макаркинăн «УАЗ» машини пулчӗ. Протоколсем çумăра пула  шыв юхса тăракан пуличчен йӗпенме ӗлкӗрчӗç. Çакна пула пăтăрмах та сиксе тухрӗ. Пӗр ӳсӗмӗн протоколӗ йӗпе пулнипе тепӗр протокол çумне çыпçăнса ларнă. Юрать-ха йӗлтӗрçисем ăнланаççӗ, çакна шӳте çавăрчӗç.

Чупса тухнисем пурте Галина Константинова, Светлана Ефимова, Елена Полорусова пӗçернӗ тутлă пăтăпа, 80 çулхи Вера аппа Ефимова вӗретсе панă вӗри чейпе сăйланчӗç. Вера аппана тав туса та пӗтерес çук, ăмăрту лапамне чи çывăх çурт пулнипе, музыка аппаратурине валли электричество токӗпе те вăлах тивӗçтерчӗ. Токне тăсма вара ял старости Сергей пичче Уланов пулăшрӗ, музыка аппаратурипе тӗп спонсор В.Г.Панков пулăшрӗ, аппаратурăпа унăн ӗçченӗ Константин Сергеев ӗçлерӗ.

Вырăн йышăннă спортсменсене пурне те медальсемпе, грамотăсемпе чысларӗç, укçан парне, пӗрремӗш вырăн йышăнакансене йӗлтӗрçӗн статуэткине парса савăнтарчӗç йӗркелӳçӗсем. Йӗлтӗрçӗсен хушинче чи çамрăккипе чи ваттине те палăртрӗç кăçал. Чи çамрăк йӗлтӗрçӗ Нурлат районӗнчи Кив Чаллă ялӗнчен килнӗ 6 çулхи Полина Трифонова, чи ватти вара Самар облаçӗнчен килнӗ Николай Марков пулчӗç.  Республикипе паллă тренер В.В.Альметкин чăтса тăраймарӗ, пьедестал çинчех йӗркелӳçӗсем чашлаттарса çăвакан çумăра пăхмасăр ăмăртăва кирлӗ шайра ирттерес тесе мӗнле пысăк ӗç туни çинчен спортсменсемпе куракансене каласа пачӗ, мероприятие çӳллӗ шайра ирттернӗшӗн тав турӗ.

Ăмăртăва Совет Союзӗн спорт мастерӗ, хальхи вăхăтра ветерансен хушшинче иртекен тӗнче шайӗнчи ăмăртусен чемпионӗ Радик Ибрагимов килни тата та пӗлтерӗшлӗрех турӗ. Чемпион трассăна пысăк хак пачӗ, хăйӗн дистанцине чун-чӗререн савăнса чупса тухни çинчен те каласа хăварчӗ йӗлтӗр спорчӗн мастерӗ. Нурлатран килнӗ хăна Ильяс Сафин та сăмах каламасăр юлмарӗ. Йӗркелеме пулăшакансене пӗрне те пӗлмест пулсан та, пурне те асăнма тăрăшрӗ хăйӗн тав сăмахӗнче. Йӗркелӳçӗсемпе поварсене хăй аллипе тунă парнесем парса чысларӗ.

Спонсорсем пулмасан, ял халăхӗ тӗрев памасан, пулăшакансем пулмасан ăмăртусене çӳллӗ шайра ирттерме питӗ йывăр. Кам кăна пулăшмарӗ-ши йӗркелӳ ӗçӗнче: ял хастарӗсемсӗр пуçне Ешӗлвар  районӗнчен, Нурлатран, Ульяновскран, Çырчаллинчен килсе çитнӗ хăнасем те тӗк тăраймарӗç. Хăшӗ пылак кучченеç валеçет, хăшӗ номерсем тăхăнтартать, хывса илсе пуçтарать, судьясем патӗнче зонтик тытса тăракансем те пулчӗç. Кашни пӗчӗк ӗç пулсан та йӗркелӳçӗсемшӗн çакă питӗ пысăк пулăшу!

Çак уяв Хусан хулинчи строительствăпа монтаж компанийӗн генеральнăй директорӗ Вячеслав Панков, Çырчаллинчи Бокс федерацийӗн тренерӗ Владимир Терентьев, йӗлтӗр спорчӗн мастерӗ   Вячеслав Рычков, вӗсен тусӗ Виталий Шартынов, Беловка ялӗнчен тухнă, хальхи вăхăтра Çырчаллинче пурăнакан Сергей Янилкинпа Алексей  Уланов, Пухтел ялӗн хастар пенсионерӗ Владимир Кузьмин тăрăшнипе  кашни çулах чаплă иртет. Çак спонсорсем Владимир Кожемановпа Анатолий Бульбова вăй пур таран пулăшса Аксу районӗнчи йӗлтӗр спортне çӳллӗрех шая çӗклеме, çулран çул улшăнакан юбилейсене пӗлтерӗшлӗрех тума пулăшаççӗ. Кăçалхи ăмăртăва Аслă Çӗнтерӳ 75, ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине халалланă.

Çак ăмăрту аван иртнишӗн пурте чунтан савăнчӗç. Çӗршыва хисеплекенсене, спорта юратакансене хăйсен тӗллевӗ патне талпăнма ним те чăрмантараймасть, нимле йывăрлăх та хăратаймасть! Çитес çул Беловка ялӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул çитет. Ял юбилейне халалланă ăмăртăва мӗнлерех ирттересси пирки йӗркелӳçӗсем халех шутлама пуçларӗç.

Татьяна БУЛЬБОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: