Сувар

ЯЛСЕМШӖН ИСКУССТВО ПАТНЕ ÇУЛ ИНÇЕРЕХ

  «Культура» нацпроект

Культура министерствин тӗллевӗ – культура мероприятийӗсене ытларах та ытларах çынна явăçтарса асăннă отраслӗн пӗлтерӗшне, кирлӗлӗхне халăхра ӳстересси. Лартнă задачăна татса пама «Культура» нацпроекта пуçарса янă. Тутарстанра вăл «Культура тавралăхӗ», «Творчествăлла çынсем», «Цифра культури» регион проекчӗсемпе пурнăçланса пырать.

Кун пирки Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра культура министрӗ Ирада Аюпова пӗлтерчӗ.

Ун сăмахӗсемпе, 2019 çулта культура учрежденийӗсенче ирттерекен мероприятисене 28 392,7 пин çын хутшăннă. «Ку кăтартăва наци проекчӗн мероприятийӗсемпе кăна тума çук. Президент пулăшăвӗпе 2012 çултанпа республикăра культура çурчӗсен строительствипе, 2015 çултанпа ял клубӗсене тӗпрен юсассипе ятарлă программа ӗçлет. Кăçалтан пуçласа ача-пăча искусствăсен шкулӗсене юсама тытăнатпăр. Кăçалхи программăна 7 искусствăсен шкулӗ тата Элметри музыка колледжӗ кӗнӗ. Çак тӗллевпе пурӗ 150 миллион тенкӗ уйăрма палăртнă. Уйрăммăн Аухадеев ячӗллӗ музыка колледжне тӗпрен юсама 110 миллион тенкӗ уйăраççӗ», – пӗлтерчӗ Ирада Аюпова.
Пӗлтӗр республикăри ача-пăча шкулӗсене пурӗ 63 пианино илсе панă. Вӗсен шутне искусство шкулӗсем пур хуласемпе яллă районсем кӗнӗ. Паллă ӗнтӗ, ятарлă шкулсăр ялсем программа айккинче тăрса юлаççӗ. Ял ачисен искусство тӗсӗсемпе кружоксен шайӗнче çеç паллашма май пур. Паллах, ачисене пур енлӗ пӗлӳ пама тăрăшакан ашшӗ-амăшӗ ялта юлмасть. Республика, вырăнти власть органӗсем ялта юлма тем пек илӗртсен те. Аталаннă инфраструктурăсăр пуласлăх çук. Паллах, майпа усă курса ку ыйтăва культура министрне те патăмăр. Тен, ялсен хăйевӗрлӗхне шута илсе шкулти музыка кабинечӗсене те кӗвӗ инструменчӗсемпе тивӗçтермелле?​ Ыйтăва министр Нурлатри искусствăсен шкулне тӗслӗхе илсе хуравларӗ. Анчах Нурлат вăл хула, ял мар. «Кӗвӗ инструменчӗсемпе хуласене çеç мар, яллă районсене те тивӗçтеретпӗр. Районсенче программа сеть майӗпе ӗçлет. Урăхла каласан, искусствăсен шкулӗ районти мӗнпур вăтам тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсемпе çыхăну йӗркеленӗ. Учрежденин музыка специалисчӗсем ялсенчи Культура çурчӗсене тухса çӳреççӗ, занятисем ирттереççӗ. Паллах, ку ӗçре транспорт ыйтăвӗ те çивӗч тăрать, педагогăн мӗнле те пулин палăртнă çӗре çитмелле-çке. Малашне ку проблемăна та ӗçе илетпӗрех», – шантарчӗ министр. Çул ыйтăвӗ ашшӗ-амăшсене те хумхантарать. Илсе çӳрӗччӗç вӗсем ачи-пăчине район центрӗнчи ятарлă шкулсене – майӗ çук. Тутарстанра нумай ял район центрӗнчен питӗ инçетре, хăш-пӗр тӗлте 50 çухрăм инçӗшӗнче, вырнаçнă. Çавăнпа искусство шкулӗсене вӗренме турттаракан ятарлă автобуссем йӗркелесен аван пулӗччӗ.
2020 çулта искусствăсен 14 шкулне 106,7 миллион тенкӗлӗх кӗвӗ инструменчӗсемпе, интерактивлă доскасемпе, нотăсемпе тивӗçтерме палăртнă.
Культура министрӗн сăмахӗсемпе, программăна кӗнӗ ӗçсене пурнăçлама 2019 çулта федераллă бюджетран 489 миллион тенкӗ ытла куçарнă, республика бюджетӗнчен – 303 миллиона яхăн. 2020 çулта Мускавран куçаракан финанс шайне ӳстерме ыйтнă – 619 миллион тенке яхăн. Унсăр пуçне республика хыснинчен 367 миллион тенкӗ ытла куçармалла. Ку искусствăсен шкулӗсене федераллă шайра иртекен конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе юсав ӗçӗсене ирттерме парăнакан укçа-тенкӗсӗр пуçне. Тутарстан асăннă конкурса хутшăнса 10 шкула юсама 250 миллион тенкӗ илме тивӗçнӗ. Республика хăй енчен тепӗр 181 миллион тенкӗ ытла парать.

Ирада Аюпова шучӗпе, культура пӗлтерӗшне ӳстерме паянхи технологисемпе анлă усă курни пулăшать. Пӗлтӗр республикăра 5 виртуаллă концерт залӗ уçăлнă. Пӗтӗмпе вӗсенче 78 трансляци иртнӗ, 25-шӗ – онлайн-режимра. Çапла районсенче пурăнакансем Хусанти паллă театрсенче пыракан премьерăсене хусансемпе пӗрлех хăйсем патӗнче курма пултарнă. Тӗслӗхрен, иртнӗ шăматкун çырчаллисем Г.Камал ячӗллӗ театрта пӗрремӗш хут кăтартнă спектакле онлайн-режимра пăхнă. Виртуаллă залсем паяна Мамадышра, Павлă, Арск, Спас, Елабуга районӗсенче, ытларах ял библиотекисенче уçăлнă. ​
Нацпроект хӳттипе библиотекăсене те çӗнетме пуçланă. Культура министрӗ кун пирки уйрăмах хавхаланса калаçрӗ. «Пӗлтӗр Ешӗлварти Бело-Безводное тата Кукморти Асан-Елга ялӗсенче пӗрремӗш модельлӗ библиотекăсем хута кайрӗç. Унта кайса курмалла. Проекта пула библиотекăсенче вулама, вӗренме тата творчество валли çӗнӗ меллӗ зонăсем йӗркеленӗ. Кӗнеке фондне çӗнетнӗ, 200 ытла аудиокӗнеке туяннă. Пӗтӗмлетсе каласан, кӗнеке фондне 30 процент таран çӗнетнӗ. Хут кӗнеке вуланисӗр пуçне вулакансем «ЛитРес: мобильлӗ библиотека» базипе те усă курма пултараççӗ. Суккăррисем валли те брайль шрифчӗллӗ кӗнекесен шутне ӳстернӗ», – терӗ министр. ​
Ял клубӗсен строительстви те малаллах тăсăлать. Иртнӗ çул 44,9 миллион тенкӗлӗх виçӗ Культура çурчӗ туса лартнă. Тӗпрен юсав программипе 1546,54 миллион тенкӗлӗх 196 культура учрежденине юсанă. Кăçалхи планпа Кукмор, Тукай, Пăва, Пӗтреç, Çарăмсан районӗсенче çӗнӗ клубсем тумалла.
Культура çурчӗсем туни питӗ аван, анчах унта ӗçлекен пулмасан вӗсен усси сахал. Хуть мӗнле отрасльте те кадрсен ыйтăвӗ малта тăрать.​ ​ «Культура» нацпроекта та акă «Творчествăлла çынсем» проект кӗнӗ. Чи малтан вăл федераллă шайри вӗрентӳ учрежденийӗсене вӗренме кӗрессине çăмăллатать. Проект хӳттипе ача-пăча конкурсӗсем, халăхсен хушшинчи фестивальсем, курав проекчӗсем, культура отраслӗн специалисчӗсене вӗрентесси иртет. Унсăр пуçне çамрăксен проекчӗсене, волонтерсен пуçарăвӗсене, творчествăлла ушкăнсене грант парса пулăшаççӗ. ​
«Цифра культури» регион проекчӗ те майӗпен аталанса пырать. Пӗлтӗр, сăмахран, Тутарстан историйӗпе тата еткерӗпе çыхăннă пӗр мультимедиа-гид хута кайнă.

Ирина ТРИФОНОВА.
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: