Сувар

Янкӑр саслӑ юрӑҫа ҫӗнӗ юрӑсем сунатпӑр

Ҫуркунне ҫыртарнӑ "Юратма пӗлмерӗм пуль" юрӑ Чӑваш Наци Радио хит-парадӗнче 2 уйӑх малта пычӗ

Вӑл чӑваш эстрадинче хӑйӗн уҫӑ та кӗмӗл пек янкӑртатса тӑракан сассипе вирхӗнсе кӗчӗ. Алексей Наумовпа Галина Кӗмӗл ҫырнӑ "Уйрӑлу" юрӑпа пӗрле ӑна шӑрантаракан Елена Корсаковӑн ятне те астуса юла пуҫларӗҫ илекенсем. Унтан ҫӗнӗ юрӑсем пулчӗҫ Теччӗ хӗрӗн. "Хусан чӑвашӗсем" ушкӑнӑн ертӳҫипе пӗрле темиçе ӑнӑҫлӑ юрӑ ҫыртарчӗҫ. Качча кайсан та сцена ҫинчи хушаматне Корсакова улӑштармарӗ. Инстаграмра ӑна ҫак ятпа тупма пулать. Пурнӑҫне те Елена кульурӑра ӗҫлессипе ҫыхӑнтарчӗ. "Сувар" хаҫат йӗркелекен уявсенче чи пӗрремӗш пулӑшакан.

Ҫуркунне ҫыртарнӑ "Юратма пӗлмерӗм пуль" юрӑ Чӑваш Наци Радио хит-парадӗнче 2 уйӑх малта пычӗ. Ӑна пирӗн Елена шӑрантарнӑшӑн эпир питӗ савӑнатпӑр. Корсакова Тутарстан чӑвашӗсен мӑнаҫлӑхӗ. 

Реклама

Елена Анатольевнӑна ҫуралнӑ кун ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр! 

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: