Сувар

Ятарлă режима куçасси предприятие 40 миллион тенке ларнă

Сергей Когогин пӗлтернӗ тăрăх, кунне тӗп конвейертан 170 автомобиль тухать

 Мартăн 25-мӗшӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Çырчаллине, «КАМАЗ» ПАО заводне ӗçпе кайса килчӗ. Çулçӳрев тӗллевӗ коронавирус лару-тăрăвӗнчи ӗç режимӗпе паллашассипе çыхăннă. Унпа пӗрле ларăва РФ промышленноçпа суту-илӳ министрӗ Александр Морозов, ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева, ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова, ТР экономика министрӗ Мидхат Шагиахметов, «КАМАЗ» генеральнăй директорӗ Сергей Когогин, Çырчалли мэрӗ Наиль Магдеев хутшăннă. Чи малтан хăнасене автогигант коронавируса хирӗç режима куçса ӗçлеме тытăннине кăтартнă. Кунта ытти предприятисенчен самай маларах фильтрлă маскăсем, ятарлă куçлăхсем, дезинфекци хатӗрӗсем, сывлăш рециркуляторӗсем, тепловизорсем (çынсен ӳт температурине виçмелли хатӗр) туяннă. Ятарлă режима куçасси предприятие 40 миллион тенке ларнă. Президента çак лару-тăрура завод мӗнле хăватлăхпа ӗçлени интереслентернӗ. Сергей Когогин пӗлтернӗ тăрăх, кунне тӗп конвейертан 170 автомобиль тухать. Хальхи режимшăн ку йӗркеллӗ пулăм. Экономика лару-тăрăвӗ вара çивӗч. Предприяти комплект хатӗрӗсен 100 ытла номенклатура позицине Китайран кӳнӗ. Çитес уйăхсенче чăхăмламасăр ӗçлеме май пур-ха, карантин тăсăлас пулсан завода патшалăх пулăшăвӗ кирлӗ пулассине пӗлтернӗ генеральнăй директор.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: