Сувар

Йӑл-кулӑ кичемлӗхе хӑваласа яма пулӑштӑр

Интернетри кирлӗ-кирлӗ мар хыпара ӗненсе хӑшӗ-пӗрисем аптӑрасах ӳкнӗ

 

Тутарстанра пурӑнакансем соцсетьсенче коронавируса хирӗҫ флешмоб пуҫланӑ. Акцие хутшӑнакансем хӑйсен страницисенче тӗрев паракан сӑмахсем ҫыраҫҫӗ тата хэштегсем лартаҫҫӗ. Ҫапларах республика ҫыннисем Пӗтӗмтӗнчери телей кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Соvid-19 коронавируса хирӗҫ соцсетьсенче флешмоб та йӗркеленӗ.
#воВсе32 – флешмобӑн тӗп хэштегӗ. Унӑн тӗллевӗ – йӑл-кулӑсемпе пӗр-пӗрне савӑнтарасси, коронавируса пула карантинта ларакан ҫынсене тӗрев парасси.
Акцие Пӗтӗмраҫейри "Ӗмӗтлен манпа пӗрле" ыркӑмӑллӑх проекчӗ пуҫарнӑ. Йӗркелекенсен шучӗпе вӑл информаци уҫлӑхӗнче сӑрӑлнӑ паникӑна та пусармалла.
Флешмоба Тутарстанри нумай ҫын хутшӑннӑ ӗнтӗ. Ҫав шутра Рустам Минниханов Президент та, ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ Дамир Фаттахов та, пирӗн редакци те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: