Сувар

Ҫынсене чиртен упрас тесе масӑллӑ мероприятисене чакарнӑ

Уйрӑмах ачасене ҫурхи каникулсен вӑхӑтӗнче ют ҫӗршывсене ямалла мар тесе хушу панӑ Р. Минниханов ТР вӗрентӳ министрне

Шӑматкун хи Правительствори канашлура Рустам Минниханов ятарлӑ санитарипе эпидемиологи режимне ҫирӗп пӑхӑнма хушнӑ. Вӑл Тутарстанра мартӑн 13-мӗшӗнчен пуҫласа апрелӗн 13-мӗшӗччен пырӗ.

Коронавирус республикӑра ан сарӑлтӑр тесе ҫапларах йышӑну тунӑ республика влаҫӗсем.
"Нимӗнле хӑрушлӑх та республикӑра хальлӗхе ҫук, ку хӳтлĕх меслечӗсем. Эпир вӗсене хӑрушлӑх ан пултӑр тесе кӗртетпӗр. Ҫынсем ӑнланмалла, енчен те эпир республикӑри кӗрсе тухас периметра контрольте тытаймаспӑр пулсан, йывӑрлӑха кӗрсе ӳкме пултаратпӑр",–тенӗ Минниханов.
Президент республикӑра массӑллӑ спорт тата культура мероприятийӗсене ирттерме чарни пирки те каланӑ." Эпир лару-тӑрӑва алӑра тытатпӑр. Анчах нимӗнле ҫемҫетӳ те пулмалла мар", – пӗтӗмлетнӗ Президент. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: