Сувар

Йӗпе юр пластик йӗлтӗршӗн чăрмав мар

Хӗлӗн юлашки кунне хурланса ăсатакан Хӗл Мучипе Юрпике те килнӗ йӗлтӗр ăмăртăвне

Çарăмсан районӗнчи Акрель ялне кӗнӗ çӗрте Акатуй лапамӗ пур, Çавăнта паян 10 сехетре йӗлтӗр ăмăртăвӗсем пуçланчӗç. Вӗсене кăçалхи аслă юбилейсене тата Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалрене Илья Арсентьевич Ефимова халалланă.

Положени тăрăх ăмăртăва районти шкул ачисем хушшинче ирттереççӗ. Анчах шкулта вӗнерменнисем ăмăртас тесен те чару çук. Çавăнпа-ши, хӗлӗн юлашки кунне хурланса ăсатакан Хӗл Мучипе Юрпике те килнӗ йӗлтӗр ăмăртăвне. Паян вакра шыва кӗмесӗр хăвармаççӗ-тӗр тетпӗр акрельсем.  

«Акрелӗн йӗлтӗр йӗрӗ» ятлă чупу ирхине вуннăра пуçланчӗ. Вăл мӗнле иртни çинчен малалла пӗлтерсех тăрăпăр.

Ирина Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: