Сувар

Ыран республикăн хăш-пӗр районӗсенче йӗпе юр çăвӗ

Гидрометцентр çанталăк пăсăлассине пӗлтерет. Урама ăшăрах тăхăнса тухма ан манăр. Коронавирус чухне шăнса пăсăлас марччӗ.

Ыран, октябрӗн 26-мӗшӗнче, Тутарстанра вырăнӗпе çурçӗр-хӗвеланăç енчен çил вăйланассине пӗлтерет ТР Гидрометцентрӗ. Çил вăйӗ пӗр çеккунтра 15-17 метр хăвăртлăхпа танлашӗ. Çанталăк пӗлӗтлӗ те сивӗ пулӗ. Вăхăтран-вăхăта уяртса илме те пултарать. Хăш-пӗр çӗрте йӗпе юр е çумăр çăвӗ. Каçхине температура +2, -3, кăнтăрла -0, +5 пулӗ.  

А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: