Сувар

Ыратман чухне хӗвел те ӑшшӑн пӑхать

Хосписра ӗçлекенсем пурпӗрех чунтан парăнса ӗçлеççӗ. Вӗсем пурте Вавилов пекех хăçан та пулин мӗнпур чиртен тӗлӗнтермӗш таблетка шутласа кăларасса шанаççӗ.

Республикăра паллеативлă пулăшу историйӗ 1993 çулпа çыхăннă. Ун чухне онкологипе чирлекенсем валли ятарлă васкавлă пулăшу уйрăмне уçнă. Медицина ӗçченӗсем йывăр чирлисем патне тухса çӳреме тытăнса ыратнине вăхăтлăха та пулин сирме пулăшаççӗ. Васкавлă пулăшу уйрăмне паллеативлă пулăшăвăн прототипӗ теме пулать. 2013 çулта закон шайӗнче паллеативлă пулăшу парассине çирӗплетнӗ. Тӗрӗссипе, медицина пулăшăвӗн çак тӗсӗн аталанăвне Тутарстанра Владимир Вавиловăн ячӗпе çыхăнтармалла. 2014 çулта Анжела Вавилова ячӗллӗ ыркăмăллăх фончӗ патшалăхпа харпăр хутшăнусен шайӗнче хоспис уçать. Паян ăна Европăра та чи лайăххисен шутне кӗртеççӗ. Çакна «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР Сывлăх сыхлав министерствин паллеативлă пулăшу енӗпе штатра тăман тӗп специалисчӗ Ильсур Шаймарданов та çирӗплетрӗ. 

Ун сăмахӗсемпе, паллеативлă пулăшăва аталантарма федераллă бюджетран 110 миллион тенкӗ уйăрма палăртнă. Çак укçа республика бюджетне пилӗк çул хушшинче куçса пӗтмелле.​ Тутарстан 2018 çулта та ку енӗпе финанс пулăшăвне илнӗ (78 миллион тенкӗ), унпа РКБ çумӗнче паллеативлă медицина пулăшăвӗн уйрăмне уçнă, онкологи чирӗпе асапланакансем валли наркотиклă препаратсем тата ӳпкене искусственнăй майпа уçăлтаракан ятарлă аппаратура туяннă. Ăна паянхи кун ӳпке шыççипе аптракан 18 çынна туянса панă. 
Онкологипе тата ытти йывăр чирпе аптракансене кирлӗ пулăшупа тивӗçтерес тӗллевпе 2015 çулта Элметре тухса çӳрекен паллеативлă пулăшу служби ӗçлеме тытăннă, 2018 çулта çавăн пеккисем​ Çырчаллипе Анат Камăри тӗп больницăсен çумӗнче уçăлнă. Çапах та Ильсур Шаймарданов шучӗпе, паллеативлă пулăшу федераллă бюджет трансферчӗ йӗркеленнӗ хыççăн тин кирлӗ пек аталанма тытăннă.

Май та, хал та çук
Чирлисен шучӗ кунсерен ӳссе пынине шута илсен йышăннă мерăсем паян çителӗксӗр. Мӗн тумалла-ха паллеативлă пулăшу республикăра çителӗклӗ, кирлӗ шайра пултăр тесен? Уйрăмах районсенче пурăнакансене йывăра килет. Вӗсем Хусана, Элмете е Çырчаллине тăтăш çӳреймеççӗ: май та, хал та çук. Паллеативлă пулăшăва яллă районсенче пӗрремӗш звенори е пӗтӗмӗшле практика тухтăрӗсем параççӗ. 
–​ ​ ​ Апрель уйăхӗнче эпӗ районсене нумай тухса çӳрерӗм. Паллеативлă пулăшу ялсенче пур, ку тивӗçе хăйсем çине ФАПсем илнӗ. Вăл кирлӗ шайра пулмасан та – пур. Фельдшерсем хăйсен пациенчӗсене пӗлеççӗ. Çапах малашне паллеативлă пулăшу системи кирлех, кабинетсем кашни районта пулмалла, – терӗ ТР Сывлăх сыхлав министерствин ӗçченӗ. 
Асăннă мерăсене пурнăçа кӗртни, паллах, аван. Анчах йывăр чирлисене хосписсем кирлӗ. Хальлӗхе республикипе те вăл пӗрре кăна. Унта лекес текенсен черечӗ пысăк. Хосписра вара пурӗ те 35 койка-вырăн çеç. Ильнур Шаймарданов пӗлтернӗ тăрăх хосписсем республикăн виçӗ зонинче те пулмалла. Хусан зонинче пур, тата​ çурçӗр-хӗвелтухăçпа (центрӗ Çырчаллинче) кăнтăр-хӗвелтухăç (центрӗ Элметре) зонисенче уçăлмалла. Паллеативлă пулăшу кирлӗ шайра пултăр тесен унăн системи, амбулатори пулăшăвӗнчен пуçласа хоспис таран, сехет пек ӗçлемелле. 
Нумай чухне онкологипе чирлӗ çынна тӗрлӗ сăлтава пула операци туса пулăшма çук. Ку чухне ыратнине лăплантарса пурнăç пахалăхне кăштах та пулин лайăхлатасси кăна юлать. Тутарстанра паянхи кун пыршăлăх, пуç мими, ӳпке ракӗпе чирлекенсенчен чылайăшне операци тума юрамасть. Çак лару-тăрăва татса парас тӗллевпе кăçал 18-мӗш федераллă закона улшăнусем кӗртнӗ. Вăл паллеативлă пулăшăва анлăлатма, медицина пулăшăвӗн çирӗп йӗркине палăртма май панă. Яваплисем Сывлăх сыхлав тата Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствисем. Закон июлӗн 8-мӗшӗнче вăя кӗнӗ. Ильнур Шаймарданов шучӗпе, закон нумай проблемăна татса пама пулăшӗ. 

Хоспис пулать

Журналистсемпе тӗлпулăва А.Вавилова ячӗллӗ ыркăмăллăх фончӗн Правлени Председателӗ Владимир Вавилов та килнӗччӗ. Унчченхи тӗлпулусенче вăл Хосписăн иккӗмӗш черетри çуртне тума шутлани, унăн проекчӗ те хатӗрри çинчен пӗлтернӗччӗ. Ăна пурнăçлама çӗр федераллă харпăрлăхра тата питӗ хаклă пулни чăрмантарнă. Паллах, пире строительство ыйтăвӗ мӗнле шайра тăни интереслентерчӗ. 
Владимир Вавилов фонд Президент грантне выляса илнине пӗлтерчӗ. 3 миллион тенкӗлӗх гранта вӗсем пӗлтӗр те илнӗ пулнă, унпа хоспис патронажне кӗрекен 100 ытла ачана реабилитаци иртме усă курнă. Кашни çемьене ЛФК специалисчӗ, психолог, медсестра, тухтăр тухса çӳренӗ. Профильлӗ пулăшу панисӗр пуçне тӗп нерв системи пăсăлнă ачасене пурнăçра кирлӗ ансат хăнăхусене те вӗрентнӗ. Кун пек ачасене, сăмахран, куртка вăчăрине çаклатасси те нушана çаврăнать. 
– Паллеативра ӗçлеме пуçласан пӗрремӗш хут пӗр япалапа тӗл пултăмăр. Сыввисемшӗн ку хăрушла илтӗнет пулӗ те, анчах чирлӗ ачан ашшӗ-амăшӗн лару-тăрăвӗ пач урăхла. «Ачасенчен маларах вилесрен хăратпăр. Кам пăхӗ вӗсене, мӗн пулӗ вӗсемпе?» – тесе пăшăрханаççӗ мăнтарăнсем. Çавăнпа чирлӗ ачан пурнăç пахалăхне ӳстересси пирӗн тӗп тӗллев пулса тăчӗ. Проект хатӗрлесе грант илейрӗмӗр, – пӗлтерчӗ Владимир Вавилов. 
Республикăра паллеативлă пулăшу историйӗ 1993 çулпа çыхăннă. Ун чухне онкологипе чирлекенсем валли ятарлă васкавлă пулăшу уйрăмне уçнă. Медицина ӗçченӗсем йывăр чирлисем патне тухса çӳреме тытăнса ыратнине вăхăтлăха та пулин сирме пулăшаççӗ. Васкавлă пулăшу уйрăмне паллеативлă пулăшăвăн прототипӗ теме пулать. 2013 çулта закон шайӗнче паллеативлă пулăшу парассине çирӗплетнӗ. Тӗрӗссипе, медицина пулăшăвӗн çак тӗсӗн аталанăвне Тутарстанра Владимир Вавиловăн ячӗпе çыхăнтармалла. 2014 çулта Анжела Вавилова ячӗллӗ ыркăмăллăх фончӗ патшалăхпа харпăр хутшăнусен шайӗнче хоспис уçать. Паян ăна Европăра та чи лайăххисен шутне кӗртеççӗ. Çакна «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР Сывлăх сыхлав министерствин паллеативлă пулăшу енӗпе штатра тăман тӗп специалисчӗ Ильсур Шаймарданов та çирӗплетрӗ. 

Хосписăн иккӗмӗш черетри çурчӗ пирки калас-тăк, ТР Президенчӗ Мускава çыру çырса çӗре республика харпăрлăхне куçарма пултарнă. Хальхи вăхăтра мӗнпур документсене алă пусса çирӗплетессин процедури вӗçленсе пырать. Çӗнӗ хосписра 60 койка-вырăн пулать. Сăмах май, пӗтӗм тӗнчери Сывлăх сыхлав организацийӗн требованийӗсемпе 100 пин çын пуçне 10 хоспис койка-вырăн пулмалла. Ку çулта проект ӗçӗсемпе çӗр лаптăкне планлассине вӗçлесшӗн. Тепӗр çул строительство ӗçне пуçăнма палăртнă. 

Ӗмӗте пурнăçланма пулăшаççӗ

Тепӗр йывăрлăх – сайра тӗл пулакан генетика чирӗсемпе чирлекенсене эмелсемпе тивӗçтересси. Ку ыйтăва хосписра ашшӗ-амăшсемпе пӗрле пӗрре мар çӗкленӗ. Яваплă министерствăсемпе çавра сӗтелсем ирттернӗ, резолюци хатӗрлесе çӗршыв ертӳçи патне çырнă. Владимир Вавилов сăмахӗсемпе, ку питӗ кăткăс проблема. «Чирлисем нумай, тата хушăнсах пыраççӗ. Сиплев вара питӗ хаклă, пӗр ачана кăна çулталăкне 30-40 миллион тенкӗ кирлӗ. Фармкомпанисем препаратсем шутлă çынна кирлипе ăна потока кăлараймаççӗ, мӗншӗн тесен производствăн рентабельлӗхӗ çук.​ Нумай компани пăрахăçлать çак тытăнăва. Юлнă фармкомпанисем вара препаратсен хакне тата ӳстереççӗ. Мӗншӗн тесен эмел​ производстви, наука тӗпчевӗсем йӳн япаласем мар. Патшалăхшăн та, медицина учрежденийӗсемшӗн те хака ларать ку сиплев. Çапах та хăш-тăр пайне патшалăх хăй çине илет. Рустам Нургалиевич та питӗ нумай документа «тӳлемелле» тесе алă пусса парать. Шел те, пурне те вăхăтлă çитеймест ку пулăшу, – хурлăхлăн калаçрӗ фонд ертӳçи. 
Телее, тӗнче ырă çынсемсӗр мар. Хоспис тавра тахçанах ыркăмăллăхçăсен пӗрлешӗвӗ пуçтарăннă. Сăмахран, «Без бергэ» пӗрлешӗве онкологипе чирлесе ирттернисем йӗркеленӗ. Чирлӗ çыннăн психологилле лару-тăрăвне шалтан пӗлекенскерсем питӗ пысăк пулăшу кӳреççӗ паян. Хосписра вӗсем тăрăшнипе питӗ нумай ыркăмăллăх акцийӗсемпе мероприятийӗсем иртеççӗ, чирлисен чи пысăк ӗмӗтне пурнăçлама майсем тупаççӗ. Нумай пулмасть 21 çулти Лейсанăн ӗмӗчӗ те пурнăçланнă, вăл чылай куна тигр çурипе ирттернӗ. Çак хӗрача пурнăçӗ хосписпа тачă çыхăннă. Кунта ăна пурте Ангел хушма ятпа чӗнеççӗ. Пӗрремӗш хут Лейсан хосписа 9 çулта чухне лекнӗ. Фонд пулăшнипе пуç купташкин трепанацине тунă. Анчах вăхăт иртсен рак каллех вăраннă, шыçă ӳсме чарăнмасть, операци тума та май çук. Лейсан хăй чирлӗ пулин те питӗ ырă хӗр. Хăй пеккисене пулăшма, сыввисене хавхалантарма тăрăшать. 9 çулта чухне операци умӗн: «Анне, пăх-ха, Володя тете пурне те пулăшать. Эп вилсен эсӗ ман пек чирлисене пулăшма хатӗр-и?» –​ ыйтнă вăл амăшӗнчен. Çавăнтан вара ăна Ангел теме пуçланă. Пурăнма шутлă кунсем юлнă пулин те вăл ыттисене хӗвел пек ăшăтса тăрать. Кун йышши историсем Вавиловăн питӗ нумай. Йывăр, питӗ йывăр пурнăçран ачасем уйрăлса кайнине курса тăма. Анчах хосписра ӗçлекенсем пурпӗрех чунтан парăнса ӗçлеççӗ. Хăйсен пациенчӗсем вăйлă ыратнине юлашки çеккунтченех ан туйччăр тесе тăрăшаççӗ. Ыратман чухне вӗт пурнăç хăçан та савăк. Тата вӗсем пурте Вавилов пекех хăçан та пулин мӗнпур чиртен тӗлӗнтермӗш таблетка шутласа кăларасса шанаççӗ. Тупăнтăрччӗ вăл...

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: