Сувар

Унта юрлама юратакансем пуҫтарӑнаҫҫӗ

Хӗлхем кăна мар, вут сирпӗнчӗ пулӗ вӗсем сцена çине тухсан. Пуçтарăннă çынсем вӗсене питӗ ăшшăн кӗтсе илчӗç. Такмак каласа юрланă чух ташша ячӗ халăх

 «Крутушка» халăхсен хушшинчи этника фестивалӗ кăçал августăн 23–25-мӗшӗсенче вунпӗрмӗш хут иртрӗ. Фестиваль историйӗ çав тери пуян. Вунпӗр çул хушшинче ун çинчен инçетри ют çӗршывсенче те илтрӗç. Кăçалхи мероприятие Францирен, Индирен, Венгрирен, Австралирен, Раççей регионӗсенчен питӗ нумай музыка тата театр коллективӗсем, фольклорпа юрă-ташă ансамблӗсем, уйрăм авторсем, юрăçсем килсе çитрӗç. Вӗсемшӗн пуриншӗн те халăх музыки, йăли-йӗрки творчествăлла хавхалану çăлкуçӗ пулса тăрать.
«Крутушка» фестивале «Вӗрентӳри информаци технологийӗсен центрӗ», «Энто» творчествăлла пӗрлешӳ, Çӳлту районӗн социаллă экономика аталанăвӗн «Биектау» ыркăмăллăх фончӗ Президент гранчӗсен фончӗ, ТР Культура тата Çамрăксен ӗçӗсен министерствисем, Çӳлту муниципаллă районӗн администрацийӗ пулăшнипе йӗркелеççӗ.
Виçӗ куна пынă фестивалӗн программи питӗ те пуян. Халăх юрри-ташшине итлесе киленнисӗр пуçне кунта​ мастер-классене хутшăнма, тӗрлӗ халăх ташшисене, наци инструменчӗсемпе калама вӗренме пулать. Хăв аллупа тиртен, çăмран, пушăтран, йывăçран, бисертан е хурăн хуппинчен тӗрлӗ япала ăсталама пулать. Ал ăстисен ярмăркки мӗне тăрать! Маçтăрсем ӗлӗкхи майлă тăхăнни хăйне евӗр атмосфера тума​ пулăшать. Вырăс кӗпине тăхăннă тимӗрçӗ патӗнчен çак ремеслана вӗренес текенсен черечӗ татăлмарӗ. Уйрăмах арçынсене илӗртрӗ ку. Ача-пăча йывăç тетте тăвакансем патӗнче кӗпӗрленчӗ. Хӗрсемпе хӗрарăмсем тӗрлӗ капăрлăхсем, наци тумӗсене тăхăнса пăхса савăнчӗç. Пурин валли те интерес пур. «Крутушка» фестиваль ытти массăлла уявсенчен питӗ улшăнса тăрать. Тӗрӗссипе, ăна массăллисен шутне кӗртес те килмест. Пысăк вырăн йышăнакан пуçлăхсене кăтартма ирттермеççӗ ăна. Куракана та палăртнă маршрутпа никам та «хăваламасть». Фестиваль атмосферине пӗр сăмахпа демократилле тесе палăртас килет.
Çӳресе ывăнсан театр постановкине е кино кайса курма май пулчӗ. Йӗркелӳçӗсем кинофестиваль фильмӗсене суйласа илни уйрăмах паха.
Тӗп сцена çинче world music юхăм Францирен килсе çитнӗ «Guillaume Barraud guartet» ушкăнăн этно-джазӗпе,​ Kovacs Nori Венгри тата Salil Bhatt Инди юрăçисен творчествипе уçăлчӗ. Мускавран килнӗ «Tambores» ушкăн вара куракана Латин Америкин хӗрӳ кӗввипе ташлаттарчӗ.
Фольклор ансамблӗсен юрри-ташши тӗнче шайӗнчи ушкăнсенчен хӗрӳлӗхпе пӗрре те кая пулмарӗ. Малтан пӗчӗк, унтан тӗп сцена çине чăваш, кӗрешӗн, удмурт, мари, вырăс тата ытти халăхсен ушкăнӗсем тухрӗç. Чăвашсенчен кăçал Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» фольклор ансамблӗ хутшăнчӗ. Хӗлхем кăна мар, вут сирпӗнчӗ пулӗ вӗсем сцена çине тухсан. Пуçтарăннă çынсем вӗсене питӗ ăшшăн кӗтсе илчӗç. Такмак каласа юрланă чух ташша ячӗ халăх. Пӗчӗк сцена çинче хӗлхемсем савăнăçлă юрăсем юрларӗç пулсан, тӗп сцена çине авалхи чăваш халăх юррисемпе тухрӗç. Фестивале вӗсем хăйсен асламăш-кукамăш тӗртсе тунă кӗпесемпе килнӗ.
«Ман çире аннен кӗпи. Ăна вăл хăй аллипе тӗртсе çӗленӗ. Шăрăхра унпа пăчă мар, сивӗре ăшă тытать. Эпир паян пурте хамăрăн асанне-кукамай тумтирӗпе килнӗ», – терӗ ансамблӗн йӗркелӳ ӗçӗсене туса пыракан Зоя Кузнецова.
Концерт вӗçленнӗ хыççăн ансамбле ЧНКА Ӗçтăвком председателӗн çумӗ Вера Юнусова автономи ятӗнчен тав туса саламларӗ. Тӗлпулу кӗске пулин те питӗ ăшă лару-тăрура иртрӗ. Юрласа та ташласа сывпуллашрӗç хӗлхемсем фестивале хутшăннă ӗçтешӗсемпе, Хусан чăвашӗсемпе. Мӗн автобус патне çитиччен урамра чăваш юрри шăранчӗ, утакан халăх алă çупса ăсатрӗ Çӗпрел артисчӗсене.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: