Сувар

Ют ҫӗре кайнисене каялла ҫураҫаҫҫӗ

Пӑр тапрӑнчӗ! Пӗлтӗр ҫӗр ҫынран чӗрӗкӗ Тутарстанри предприятисенче ӗҫлеме кӑмӑл тунӑ.

 Тутарстанра ҫуралнӑ, ӳснӗ, анчах та аслӑ пӗлӳ илме урӑх регионсене кайнӑ студентсем вӗренсе пӗтӗрнӗ хыҫҫӑн каялла республикӑна таврӑнччӗр тесех пулӗ, Хусан мэрийӗ форум ирттерет. Чӑвашла куҫарсан, ӑна "Таврӑн, патриот" ят пама пулать. Ҫакӑн пек форум пӗлтӗр Хусанта иртнӗ ӗнтӗ, ӑна Тутарстан Президенчӗ тӗрев панӑ. Форума ҫӗршыври малта пыракан университетсенче вӗренекен, Германии, Китайри, Великобританири, Канадӑри, Иранри тата Турцири рейтинглӑ вузсенче пӗлӳ пухакан 100 ытла студент хутшӑннӑ.

Форум вӗрентӳ сессийӗсемпе, культура программипе, нетворкинг-сессийӗсемпе тулнӑ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑксем республика ертӳҫисемпе, Тутарстанри пысӑк предприятисен, бизнес-структурӑсен ертӳҫисемпе тӗлпулнӑ. Форума хутшӑнакан студентсем те хӑйсен программисене презентациленӗ. 

Реклама

Пӗлтӗрхи тӗлпулу хыҫҫӑн 25 ҫын вӗренсе пӗтӗрнӗ хыҫҫӑн Тутарстан Республикинчи предприятисене ӗҫе вырнаҫма кӑмӑл тунӑ. Вӗсен хушшинче Татнефть, ICL, ОЭЗ Алабуга, Камаз, Химград, ИТ-Парк, Татхимфармпрепараты. 

Кӑҫалхи форумра 150 студент хутшӑнӗ. Вӗсен  WorldSkills уявӗ уҫӑлнине курма май пулать.  Заявкӑсене августӑн 1-мӗшӗччен ак сак сайтра йышӑнаҫҫӗ: https//www.compatriotsforum.ru/ 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: