Сувар

Ют ҫӗршывран таврӑнакансем вирус ертсе килме пултараҫҫӗ

Коронавируспа кӗрешекен республика штабӗ Covid-19-па чирлӗ ҫынсем Хусана мӗнле рейссемпе вӗҫсе килнине пӗлтернӗ

Аса илтеретпӗр, Тутарстанра корнавируса 5 ҫынра тупса палӑртнӑ, вӗсем пурте ют ҫӗршывсенчен килнӗскерсем.
Ҫапла мартӑн 12-мӗшӗнче Мускавран SU 1196  рейспа вӗҫсе килнӗ ҫынсем хӑрушлӑхра пулма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех мартӑн 17-мӗшӗнче Хусана вӗҫсе килнӗ SU 1276 тата 18-мӗшӗнче вӗҫсе килнӗ SU 1278 рейссен пассажирӗсем пулнӑ ҫынсем те хальхи вӑхӑтра теветкеллӗх зонинче.
Унсӑр пуҫне коронавирус ертнӗ пӗр ҫын мартӑн 18-мӗшӗнче Мускавран Хусана поездпа килнӗ, сӑмах 024-мӗш рейс пирки пырать, 6-мӗш вагон.
Ҫак рейссемпе килнӗ мӗн пур ҫынна оперштаб 14 кун килте самоизоляцире юлма ыйтать. Вӗсен ҫывӑх ҫынсенчен инҫерех пулмалла, харпӑр гигиенӑна тата дезинфекци режимне пӑхӑнмалла, пӳлӗмсене тӑтӑшах уҫӑлтармалла.
Ҫӳлерех асӑннӑ рейссен пассажирӗсене хӑйсем ҫинчен вырӑнти поликлиникӑна е хӗрӳ лини номерӗпе ( 8-800-222-59-00) шӑнкӑравласа пӗлтермелле. Хӗрӳ лини кашни кун 7.30-тан пуҫласа 20.00 сехетчен ӗҫлет.
Енчен те чир симптомӗсем палӑра пуҫласан, тухтӑра киле чӗнмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: