Сувар

Йӑвашкел мӑнукӗсем чемпионатра

WorldSkills тӗнче чемпионачӗ пирӗн çамрăксемшӗн малалла çул уçакан локомотив. Унта хутшăннисем ӗç рынокӗнче конкурентлă.​

 Хусанта августăн 22-27-мӗшӗсенче Ӗç профессийӗсемпе иртнӗ WorldSkills тӗнче чемпионатне Раççей сборнăйӗ пысăк йышпа хутшăнчӗ. 18-25 çулсенчи 49 каччăпа 14 хӗр кӗнӗ унта. Тӗрлӗ компетенцире 25 регион каччипе хӗрӗ хăйӗн ăсталăхне кăтартрӗ. Савăнса пӗлтеретпӗр, Тутарстан чăвашӗсемсӗр иртмерӗ чемпионат. Строительство тата строительство технологийӗсен компетенцийӗнчи «Сантехника тата хутса ăшăтасси» ăсталăхра Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел мăнукӗ Дмитрий Малинов Раççей чысне хӳтӗлесе «Чи пысăк ăсталăхшăн» медальона тивӗçрӗ.
30 çӗршывăн ăстисемпе тупăшрӗ Дима Малинов. Унпа эпир ăмăрту вӗçленсен тепӗр кунхине «Хусан-Экспо» курав центрӗнче тӗл пултăмăр. Уçă кăмăллă каччă самай хумханни сисӗнчӗ. Сăлтавӗ те паллă – çӗнтерӳçӗсем чемпионата хупас церемонире кăна паллă пулаççӗ. Пӗтӗмлетӳсене кӗтесси вара ăмăртăва хутшăнассинчен те йывăртарах.
– Эпӗ Хусанти архитектурăпа строительство университечӗн студенчӗ. Пулас специальность «Пурăнмалли пунктсенчи çуртсемпе сооруженисене ăшă, газ, шыв кӗртесси, вентиляци», – кӗскен хăйпе паллаштарчӗ ентешӗмӗр.
Дима виççӗмӗш курс студенчӗ. Куратăр ӗнтӗ, пулас профессийӗ çав тери кирли. WorldSkills юхăма ăнсăртран мар, вӗрентекенӗ сӗннипе лекнӗ вăл. Çамрăк ентешӗмӗр тӗнче чемпионатӗччен нумай тӗрӗслев витӗр тухнă: WorldSkills Russia, 2018 çулта Мускавра иртнӗ Batimat куравра, Китай, Австрали, Якутири регион чемпионачӗсенче хутшăннă.
– Тӗнче чемпионачӗ регионсеннинчен питӗ уйрăлса тăрать. Кунта соперниксен йышӗ пысăк. Пӗтӗмпе эпир 31-ӗн тупăшрăмăр. Задани вăрттăнлăхра пулнипе те уйрăлса тăчӗ вăл.​ Тӗрӗссипе, Китайпа Австралире те задание пӗлмен-ха эпӗ, анчах мана унти вăрттăн заданисене малтанах хатӗрленӗ пек пулса тухрӗ. Хальхинче апла мар, вăрттăн задани пурри старт умӗн кăна паллă пулчӗ. Тӗпрен илсен, технологие пӗлнӗ-ха эпӗ, калăпăр мӗнле çыхăнтармаллине, анчах чертежсем паллă пулман, урăхла каласан, ăçта мӗн вырнаçни, – пӗлтерчӗ чемпионат мӗнпе уйрăлса тăни пирки.
Дмитрий Малинов тӗнче чемпионатне хутшăнма çулталăк тăршшӗпех вӗçӗмсӗр хатӗрленнӗ. Ăна Хусанта, Мускавра ятарласах хатӗрленӗ. Çавăнпа та хăвна мӗнле туятăн тесе ыйтсан вăл: «Тинех сывласа ятăм, халӗ кăштах канма та юрать», – тенинчен тӗлӗнмелли çук. ​
Паллах, тӗнче чемпионачӗ кăткăсрах. Хальхинче те акă, Дима каланă тăрăх, икӗ çӗнӗ задани, икӗ çӗнӗ модуль кӗртнӗ-мӗн, ку вăл тӗп заданисӗр пуçне тата хăвăртлăха тӗрӗслекен тестсем. Пӗрремӗшне ентешӗмӗр лайăхах пурнăçланă пулсан, тепринче кăшт кăна йăнăшса балсене çухатнă. Çавăнпа кăмăлӗ хуçăлнине пытармарӗ вăл. «Çӗнтерни мар, хутшăнни паха-çке кун пек чух», – тенипе килӗшмерӗ ентешӗмӗр. Мӗн тесен те, çӗнтерес тесех хутшăннă вӗт, нумай хатӗрленнӗ. Çапах та чемпионат вăл чемпионатах – вăйлисен ăмăртăвӗ. ​
WorldSkills тӗнче чемпионачӗ пирӗн çамрăксемшӗн малалла çул уçакан локомотив. Унта хутшăннисем ӗç рынокӗнче конкурентлă.​ Дима Малинов та акă тӗнче чемпионачӗ хăйне пысăк опыт панине, çӗнӗ юлташсем тупăннине, кирлӗ çынсемпе паллашма май пулнине пытармарӗ. Тен, хăш-пӗринпе ӗçлӗ çыхăнусем те йӗркелеме май килӗ.​ Ку ӗнтӗ малашне, халӗ вара ентешӗмӗр чăн малтан алла диплом илме ӗмӗтленет. Унтан пӗр-пӗр компание вырнаçса чертежсемпе ӗçлеме хирӗç мар. Çапах та тепӗр шухăшӗ те пур, ку вăл WorldSkills юхăмрах юласси, тренер пулса Тутарстанăн тӗп ушкăнне икӗ çула пӗрре иртекен тӗнче чемпионачӗсене хатӗрлесси. Мӗнех, лайăх шухăш. Маттур, Дима! Эпир сана малашне тата пысăкрах çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр.
Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчӗкӗнче Дима Малинов чемпионат хыççăн. 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: