Сувар

Евгений ГРИГОРЬЕВ: «МАНĂН КЛОНСЕМ ПУР»

Вьетнам тайфунпа асра юлчӗ. Икӗ эрне каннă хыççăн ыран киле каймалла тенӗ чух сасартăк ирхине 4 сехетре тайфун килесси пирки пӗлтерчӗç. Çынсем хăраççӗ, таçта пытанса ларчӗç. Ман вара курман япалана курас килет-çке! Будильнике 3 сехет тӗлне лартрăм. Эпир пурăнакан çӳлти хутра питӗ пысăк чӳречеччӗ, вăт çавăнтан куç илмесӗр 3 сехет хушши сăнарăм çутçанталăк епле алхаснине. Эп пурăнакан отель тавра машинăсем , ӗнесем, тинӗсри акулăсем... вӗçе-вӗçе иртмерӗç, паллах, анчах та хăма, тимӗр таткисем, пакетсем вӗçрӗç кăна...

Халăха савăнăç тата уяв парнелекен. Шăпах çапла калас килет чăваш эстрада артисчӗ Евгений Григорьев пирки. Концерт ертсе пырать-и вăл, туй е пӗр-пӗр уяв-и – ун тавра пуçтарăннă халăха самантрах «чун кӗрет» тейӗн. Мӗнле сӳрӗк çыннăн кăмăлне те çӗклеме пӗлет Евгений. Ахальтен мар пуль ӗнтӗ вăл Чăваш Енри пӗр паллă телеканалăн «Çулталăк шоуменӗ» премине пӗр хутчен мар илме тивӗçнӗ.

Евгений Григорьев Чăваш Енри Йӗпреç районӗнчи Çӗнӗ Выçли ялӗнче çуралса ӳснӗ. 7-мӗш класчен ялти шкулта пӗлӳ илнӗ, унтан Шупашкарти Г.Лебедев ячӗллӗ Чăваш наци лицейӗнче вӗреннӗ. Унта вăтам пӗлӳ илсен 1997 çулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнчи чăваш филологийӗпе культурологи факультетне вӗренме кӗнӗ. Эпӗ, çак йӗркесен авторӗ, шăпах çавăнтанпа астăватăп та Женьăна. Университетра çак маттур каччăн ячӗ 1-мӗш курсранах янраса тăратчӗ. Григорьев хутшăнмасăр пӗр культура мероприятийӗ те иртместчӗ. Сцена валлиех, халăха савăнтармах çуралнă пулӗ вăл теттӗмӗр. Ахалтен мар пуль ӗнтӗ, пултарулăхне кура университетран вӗренсе тухсан та кунтах юлма ыйтнă аслă шкул пуçлăхӗсем. Пӗр вăхăт студентсен хулин директорӗн çумӗ пулнă вăл. Унтан телевиденире реклама енӗпе чылай çул ӗçленӗ. Халӗ вара хăйӗн пысăк та вăйлă творчествăлла командипе пӗрле чи чаплă шоу йӗркелекен студире вăйне-халне шеллемесӗр тăрăшать.

Евгений Григорьева Тутарстан чăвашӗсем те аван пӗлеççӗ. Концертсемпе те час-час килет вăл, уявсем ирттернӗ çӗре те тăтăш хутшăнать. Çавăнпа та: «Пирӗн ыйтусем çине хуравлама хирӗç пулмăр-и?» – тесе ыйтсан Женя: «Ман халăхран пытармалли çук», – терӗ.

Чăн та, Евгений Григорьевăн çынсенчен пытармалли ним те çук. Соцсетьсенчи страницисенче унăн пӗтӗм пурнăçӗ ал лаппи çинчи пек. Унăн посчӗсем хăш-пӗринни пек «хывăхлă» мар, интереслӗ. Сăнӳкерчӗкӗсем çине те пăхнăçем пăхас килет, видеороликӗсем çинчен те курса пӗтермесӗр куçа илейместӗн. Сăнӳкерчӗк тенӗрен, паха фото тума Женьăн инçе каймалла та мар – мăшăрӗ Татьяна профессиллӗ фотограф. Татьянăпа Евгений профессире кăна мар, харпăр пурнăçра пуриншӗн те тӗслӗх: вӗсем нумай ача – икӗ хӗрпе пӗр ывăл – ӳстереççӗ, тӗслӗхлӗ çемье. Кӗскен каласан, ӗçлесе те ӗлкӗреççӗ, ачисемпе пӗрле канса та.

– Женя, калăр-ха тархасшăн, пӗчӗк чух кам пуласшăнччӗ эсир? Артист пулма ачаранах ӗмӗтленнӗ-и?

– Пӗчӗк чух манăн кам пулассипе çыхăннă плансем кашни кварталтах улшăнса тăратчӗç. 4-мӗш класра вӗреннӗ чух, тӗслӗхрен, атте пек водитель пулма ӗмӗтленнӗ пулсан, 5-мӗш класа çитнӗ çӗре манăн космонавт пулас килнӗ. Тепăртакран моряк пулма ӗмӗтленнӗ. Президент пулас ӗмӗтпе те пурăнса курнă эп. Артист пуласси те пулнă манăн списокра. Ача чухне тӗрлӗ профессипе ӗçлес килетчӗ.

– Сирӗн пек халăха чунтан култарма пултаракансем, тем тесен те, сайра. Эсир кама хывнă? Тен, аçăра, тен, аннӗре? Юмор туйăмӗ сире камран куçнă?

– Ку ыйтăва еплерех хуравлас-ши? Аттепе анне шӳтлеме юратакан çынсем-ха. Ман шутпа, ку туйăма аталантарма та пулать. Шӳтлеме хуть кам та пултарать пек туйăнать мана. Е... Турă паниех-ши? Ман асатте-асаннепе кукаçи-кукамайсем те шӳтлеме юратнă. Тен, вӗсенчен те куçнă...

– Паян чăваш артисчӗсем йышлăн. Кашни хăй пӗлнӗ пек ӗçлет, тăрăшать. Куракан тимлӗхне çӗнсе илес тесе тӗрлӗ меслетсемпе усă кураççӗ артистсем. Эсир, акă, Инстаграмра час-час постсем çыратăр. Сайра-хутра курăнкаланипе çынсен тимлӗхне çӗнсе илме çук, паллах. Эсир питӗ пӗлсе тытса пыратăр Инстаграмри аккаунта. Женя, сирӗн подписчиксен шучӗ кунсерен ӳссе пыни (интервью илнӗ чух 37 пинччӗ, çырса пӗтернӗ çӗре 40 пинрен те каçрӗ. – В.А.) эсир чаплă блогер пулнине çирӗплетет. Вăрттăнлăхăра уçса парăр-ха, мӗнле мелсемпе тата меслетсемпе усă куратăр халăх тимлӗхне çӗнсе илессинче?

– Манăн темле пысăк вăрттăнлăхах çук. Мӗн шутланине çырмалла, мӗн туйнипе ыттисемпе пайланмалла. Чи кирли – çынпа çын пек калаçмалла. Хăшӗ-пӗри мана эс паллă çын тесе калама пултарать. Паллă çын пулсан та эпир чăн малтан çынсем вӗт-ха. Мана, тӗслӗхрен, «çăлтăр» сăмах пачах та килӗшмест. Ман шутпа çăлтăр вăл – тӳпере. Эпир вара пурте ахаль çынсем. Пӗрремӗшӗ – çынпа çын тӗл пулсан яланах тулли кăмăлпа, хитрен калаçмалла. Иккӗмӗшӗ – хăвăн ӗçне юратса тумалла.

– Пӗлетӗр-и, эпир, Хусанта тухса тăракан «Сувар» хаçатра ӗçлекенсем, пурте сирӗн подписчиксем. Кăнтăрла чей ӗçме ларсан кулленех: «Куртăр-и Женьăн постне, ăçтан тупать только темине, сăмахӗсене...» – тесе сӳтсе яватпăр. Чи малтан пире ытларах эсир чăвашла çырни илӗртет. Кашни чăваш артисчӗ çапла тумасть, шел пулин те. Халь çитӗнекен ăру ялсенче те вырăсла калаçма пуçларӗ-çке. Социаллă сетьсенче нумайăшӗ, хамăр чăваш пулсан та, вырăсла çырать. Сирӗн шутпа, чăваша интернетра та чăвашлах çыртарас тесен мӗн тумалла?

 

– Тавах, Вера. Мӗн калас килет-ха? «Сувар» хаçат ӗçченӗсене, майпа усă курса, пурне те хӗрӳллӗ салам калатăп. Тӗрӗссипе каласан, эпӗ хам та «Сувар» хаçата вуласа ларнă чух сирӗн пирки çаплах шутлатăп: çапла илемлӗ çырма ăçтан сăмахӗсене тупаççӗ, мӗнле çавăрттарса çырма пӗлеççӗ тетӗп... Çавăнпа та эпир ку тӗлӗшпе сирӗнпе пӗр шухăшлă.  Инстаграмра чăвашла çырччăр тесен мӗн тумалла? Ман шутпа, чи малтан чăвашла шрифт лартмалла. Енчен те çын чăвашла шухăшлама пӗлет-тӗк, вăл чăвашлах çырать. Тата çакна та палăртса хăварас килет: пирӗн Раççей Федерацийӗ пысăк, анчах та чи палăрса тăракан халăхсем камсем? Хăйсен чӗлхине, культурине упракансем. Тутарсенех илер ак. Хусан хули вӗт, ытти хуласемпе танлаштарсан, кӗрлесе тăрать! Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен халăхӗ хăйӗн хăйнеевӗрлӗхне çухатман. Дагестанецсене, чеченсене илер, пăхăр-ха вӗсем хăйсен халăхӗшӗн мӗнлерех кар тăраççӗ! Çавăнпа та, ман шутпа, пирӗн халăх çакна – хамăр уникальнăй пулнине – ăнланса илчӗ пулсан, мухтанма пуçларӗ пулсан пирӗн халăхран вăйлăраххи пулмӗ те тӗнчере... Ку ман шухăш.

– Женя, эсир çемьепе ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗксем те час-час лартатăр соцсетьре. Эсир ыттисемшӗн тӗслӗхлӗ çемье, мăшăрăрпа пӗрле виçӗ ача ӳстеретӗр. Каласа парăр-ха хăвăр мăшăрăрпа ачăрсем çинчен.

– «Суварăн» çак номерӗ арăмăн аллине лекет-ши, лекмест-ши, майпа усă курса мăшăрăма Татьянăна хаçат урлă чӗререн тав тăвасшăн: мана тӗпренчӗксем парнеленӗшӗн. Иксӗмӗр паллашни пирки роман çырма та пулать. Пире шăпа пӗр-пӗрин патне паллашиччен тахçан малтанах чышса пынă. Эп 1-мӗш курсра вӗреннӗ чухне (Таня ун чух 9-мӗш класра вӗреннӗ) вăл, ял хӗрачи, Шупашкара «Студентсен çуркуннине» пăхма килнӗ те мана курнă. Кăна эпир кайран, темиçе çултан, видео пăхсан кăна ăнланса илтӗмӗр. Иккӗмӗш тӗлпулу эпир университет урлă профориентаци концерчӗсемпе çӳренӗ чухне пулса иртрӗ. Пирӗн сценка пурччӗ: залри чи хитре хӗре суйласа илмеллеччӗ. Елчӗке концертпа килсен ку сценка валли эпӗ залра ларакан чи илемлӗ пикене – Таньăна – суйласа илтӗм. Хитреччӗ ун чух вăл, халӗ тата та хитререх. Çавăнтанпа вара эпир унпа туслашрăмăр та паян кунчченех пӗрле шăкăл-шăкăл пурăнатпăр, икӗ хӗрпе пӗр ывăл ӳстеретпӗр. Пӗрле пенсие те тухасшăн-ха. Пенси çулне ӳстерчӗç пулсан та пурпӗрех пурăнса çитетпӗр пуль тетпӗр-ха. Пенси фондне парса пыракан тӳлевсене каялла илесчӗ-ха...

– Пăхатăп та, эсир нумай ӗçлетӗр, çав хушăрах çемьепе канма та ӗлкӗретӗр, сире «энерджайзер» батарейка лартса янă тейӗн. Ăçтан пур çӗре те ӗлкӗретӗр?

– Эп ку ыйту çине хуравласшăн марччӗ. Енчен те ыйтатăрах пулсан – калатăп. «Манăн клонсем пур. Эп харăс виçӗ-тăватă çӗрте пулма пултаратăп...» – тесе каланă пулăттăм эп пӗр-пӗр сатира кăларăмне интервью панă пулсан. «Сувар» вӗт-ха ун пек хаçат мар, çавăнпа та урăхларах хуравлатăп: ӗçе юратса тусан ывăнни туйăнмасть вăл. Эп, ак, каятăп хамăн юратнă ӗçе – концерт ертсе пыма, тӗрлӗ уяв ирттерме, çынсемпе пӗрле савăнатăп, киленетӗп. Çакăншăн мана çийӗнчен укçа параççӗ. Ăçтан ывăнăн кун пек чух? Эп ӗçсӗр ларнă чух ытларах та ывăнатăп. Арăма пӗрре танлаштарса та каларăм-ха. Пӗринче тăвансен уявӗнчен таврăнатпăр, çав тери ывăннă. Ӗçрен таврăннă чух темшӗн кăмăл ялан туллирех. Яланах Раççейӗн паллă актерӗн Сергей Безруковăн сăмахӗсене аса илетӗп кун пек чух: «Лучше выть от работы, чем выть от невостребованности». Ан тив, çывăрса ан тăран, анчах хăв çынна кирлине туй. Çакă чи кирли. «Энерджайзер» тенӗрен... Çук-çук, манра батарейка çук, манра аккумулятор ларать (кулать)...

– Эсир кашни çул тӗрлӗ çӗршывсене канма каятăр. Канма тени тӗрӗсех те мар-ха, мӗншӗн тесен унта эсир ют çӗршывра пляжра хӗвелпе хӗртӗнсе çеç выртмастăр. Хăвăр курнипе кăна çырлахмастăр, сăнӳкерчӗксем, видеосем ӳкерсе çынсене те паллаштарма тăрăшатăр чикӗ леш енчи пурнăçпа. Халиччен мӗнле çӗршывсенче пулнă эсир тата хăш çӗршыв ытларах килӗшрӗ сире? Мӗнпе?

– Çапла, тӗрлӗ çӗрте пулса куртăмăр – Европа çӗршывӗсенче те, Азире те... Ют çӗрте пирӗн пурнăç унтинчен уйрăлса тăни тӳрех куçа курăнать. Тавракурăм анлăланать, пурнăç çине урăхларах куçпа пăхма, шухăшлама пуçлатăн. «Çӗнӗ çӗрте пӗр кун пурăнни хăнăхнă вырăнти вун-вун çул тӗшшине тăрать», – тесе мӗнле ăслă çын каланăччӗ-ши? Çакăнпа килӗшетӗп. Çӗнӗ çӗршывпа паллашма яланах интереслӗ, ют çӗре кайса курни кăмăл-туйăма пуянлатать. Эпир хамăр ума тӗллев лартнă: çулталăкра икӗ хутран кая мар пӗр-пӗр çӗре кайса курмалла. Список пысăк-ха пирӗн, палăртнă çӗршывсене тата та çитсе курасшăн. Кашни çӗршыв хăйне майлă интереслӗ, мӗнпе-тӗр асра юлать. Грецире, тӗслӗхрен, кабриолетпа ярăнса çӳрени асра юлчӗ, кинори пекех туйрăмăр хамăра. Унта машинăсене йӳнӗпех проката параççӗ. Грецире хӗвел тухни тата анни питӗ илемлӗ. Китайра çӳлте-çӳлте кантăк кӗперпе утни асран тухмасть, пирӗн айра тӗпсӗр çырма, пӗлӗтсем те самай аялта. Аватар ӳкернӗ тусем хушшинче çӳрени те кăсăк. Испание кайсан пӗр кун хушшинче тăватă çӗршыва çитсе курма май килчӗ: Франци витӗр Монакăна çитрӗмӗр, унтан Италири Сан-Ремăра çӗр каçса килтӗмӗр. Европа çӗршывӗсем пысăк мар вӗсем, Çӗрпӳрен Патăрьелне кайнă пек çеç. Доминиканăна Таньăпа иксӗмӗр çемье çавăрнăранпа 10 çул çитнине паллă тума кайрăмăр. Тинӗс епле илемлӗ унта! Турци сервиспа асра юлать ӗнтӗ: унта отельсенче ӗçлекенсем канакана мӗн кирлине куçран пăхсах ăнланаççӗ. Египетра ăшă, ачасемпе канма аван. Шыв айӗнче çав тери илемлӗ, санпа юнашарах сысна çури пек пулăсем ишсе çӳреççӗ. Тайландра апат-çимӗç тутлă. Тата унтан концерт костюмӗсем çӗлеттерсе килтӗм эпӗ. Çӗвӗ индустрийӗ çав тери вăйлă аталаннă ку çӗршывра. Вьетнам вара тайфунпа асра юлчӗ. Икӗ эрне каннă хыççăн ыран киле каймалла тенӗ чух сасартăк ирхине 4 сехетре тайфун килесси пирки пӗлтерчӗç. Çынсем хăраççӗ, таçта пытанса ларчӗç. Ман вара курман япалана курас килет-çке! Будильнике 3 сехет тӗлне лартрăм. Эпир пурăнакан çӳлти хутра питӗ пысăк чӳречеччӗ, вăт çавăнтан куç илмесӗр 3 сехет хушши сăнарăм çутçанталăк епле алхаснине. Эп пурăнакан отель тавра машинăсем , ӗнесем, тинӗсри акулăсем... вӗçе-вӗçе иртмерӗç, паллах, анчах та хăма, тимӗр таткисем, пакетсем вӗçрӗç кăна.

– Ăнăçуллă кӗрекеçӗн (тамада) вăрттăнлăхӗ мӗнре-ши? Уява пуçтарăннă халăх сиртен мӗн кӗтет? Тамада пулса ăçта чи инçе çӗре кайма тивнӗ сире?

– Мускав, Санкт-Петербург хулисенче пурăнакан чăвашсем патне те час-час кайкалама тивет. Тутарстанра та сахал мар пулатăп. Ытларах, паллах, Чăваш Ен тăрăх çӳретӗп ӗнтӗ. Мӗн кӗтет-ха манран халăх? Унăн пӗтӗм ӗç-пуç çинчен манса, кредитсем çинчен аса илмесӗр чунтан канас килет. Хаваслă кану йӗркелесси – пирӗн тивӗç пулса тăрать те. Сăнанă тăрăх, уяври çынсене виçӗ ушкăна пайлама пулать: пӗрисем çынна курма килеççӗ, теприсем – хăйсене кăтартма, виççӗмӗшӗсем – савăнма. Уявран кашни хăй мӗн илес тенине илчӗ, килне тулли кăмăлпа таврăнчӗ-тӗк – эпир хамăр задачăна пурнăçланă эппин.

– «Сувар» хаçат вулаканӗсене мӗн суннă пулăттăр?

– Çак вӗр-çӗнӗ çул эсир мӗн ӗмӗтленни, туссем, пурнăçа кӗтӗрччӗ. Ӗмӗтӗрсем черетленсех тăччăр. Аха вӗт?Çавăн пекех черетӗн-черетӗн шăрçаланса пӗрин хыççăн тепри ăмăртмалла пурнăçланса пыччăр! Салам, чăваш, ыр кун, «Сувар», пӗр-пӗрне сума сăвар, яланах пӗрле пулар!

– Сире, Евгений, кулленхи пурнăçра та, творчествăра та ăнăçу сунатпăр!

Сăнӳкерчӗксем Е.Григорьевăн харпăр архивӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: