Сувар

Константин ЯКОВЛЕВ: «МИНИСТР КАМ ПУЛСАН ТА ТЫТĂННĂ ӖÇЕ ВӖÇЛЕМЕЛЛЕХ, МӖНШӖН ТЕСЕН КУ ÇЫНСЕНЕ КИРЛӖ»

Эстрада артисчӗсен проблемисем тин çеç çуралман, унччен те пулнă. Вӗсем закона пăхăнмасăр ӗçлеме хăнăхнă. Хăйсене предприниматель пек те регистрацилемен тата ытти те. Ку енӗпе патшалăх требованийӗсем пур. Хуть мӗнле ӗçӗн те хăйӗн йӗрки-çке? Йӗрке тума тытăнсан нумайăшне ку килӗшмерӗ. Анчах кам професилле шайра юрланă, вӗсене ялан пулăшса пынă

Нумай пулмасть Константин Яковлев ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомне ертсе пыма пуçларӗ. Унччен вăл ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗнче пилӗк çула яхăн ӗçлерӗ. Константин Геннадиевичпа Тутарстан чăвашӗсене паллаштарма кирлӗ мар. Нумай çул Чăваш наципе культура автономине ертсе пынăскере республикăн кашни кӗтесӗнче аван пӗлеççӗ. Министрта ӗçленӗ чух унран интервью илме май пулмарӗ. Шупашкара пырсан тӗлпулусем вунă минутран ытла пулман, ялан ӗçлӗ. Тăван республикăна таврăнсан тин ларса  калаçма май пулчӗ.

  • Константин Геннадиевич, эсир пилӗк çула яхăн Чăваш Республикин культура министрӗ пулса ӗçлерӗр. Кун çинчен ыйтмасăр хăварма пултараймастпăр. Хăвăр пурнăçăрти çак тапхăра эсир мӗнлерех хаклатăр?
  • Маншăн пӗлтерӗшлӗ те хăйне евӗр интереслӗ тапхăр пулчӗ вăл. Тӗрӗссипе, эпӗ нихăçан та чиновник пулма шутламан, тăрăшман та. Пурнăçра урăхла пулса тухрӗ. Унччен обществăлла ӗçпе, ӗç укçисӗр ӗçлеме хăнăхнă. Çавăнпа оклад çинче ларакан çын пулман, ӗçне хам валли хам йӗркелесе пурнăçа тытса пынă. Паллах, министр должноçӗ маншăн пысăк опыт пулчӗ. Лайăх командăра ӗçлерӗм. Лартнă тӗллевсемпе ыйтусене çитӗнӗве çавăрни хавхалантаратчӗ. Питӗ нумай проект пурнăçларăмăр. Министерствăра ӗçленӗ тапхăрта культура сферинче Раççей шайӗнче питӗ нумай улшăну пулчӗ. Раççейӗн Культура министерствипе тачă çыхăнса, туслă ӗçлерӗмӗр. Владимир Мединскийпе хăйӗнпе те çывăх туслашрăмăр. Вăл та Чăваш Республикине нумай пулăшрӗ. Пӗтӗм енӗпе çав çулсенче культурăна тапратса ятăмăр. Культура кăна тесен тӗрӗс пулмасть, министерство наци, архив, туризм ӗçӗсене йӗркелесе пырать. Хăш-пӗр регионсенче ку ӗçсене виç-тăватă ведомство илсе пырать, чăвашсен пӗр министерство. Эпӗ кайнă хыççăн туризм ыйтăвӗсене экономика министерствине панă.

Культура ӗçӗсене илес пулсан, тăватă çул ытларах вăхăтра эпир республикăра 25 çӗнӗ Культура çурчӗ уçрăмăр. Никӗсрен пуçласа. Республикăри районсене тухса çӳренӗ хушăра çынсенчен юлашки вăхăтра хăçан çӗнӗ клуб тунине ыйтса пӗлеттӗм. Юлашки хут Андреев пасарӗ пулнă çӗрте 39 çул каялла тунă тесе хуравлатчӗç мана. Эпир вара кӗске вăхăтра 25 çӗнӗ Культура керменӗ туса лартрăмăр.

  • Федераллă центр пулăшрӗ пуль?
  • Паллах. Унсăр пуçне республика та хăй шутӗнчен нумай пулăшрӗ. ЧР унчченхи Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев культурăна тарăн ăнланса пăхатчӗ, ун кирлӗлӗхне хаклама пӗлетчӗ. Раççей Культура министерстви те пысăк тӗрев пачӗ. Анчах пысăк ӗçсене çавах та республика шутӗнчен пуçласа ятăмăр. Унтан чăваш театрӗсене комплекслă пулăшу пама тытăнтăмăр. Вырăс, чăваш драма театрӗсем питӗ те япăх лару-тăрураччӗ. Тӗрӗссипе каласан, чи малтан К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрне пырсан питӗ тӗлӗннӗччӗ. Унта вӗт икӗ СССР халăх артисчӗ ӗçлет:  Валерий Яковлевпа Вера Кузьмина! Уйрăм гримерка мар, Вера Кузьминан уйрăм лармалли тенкелӗ те çукчӗ. Мӗнпур çитменлӗхе палăртса театра юсаса сӗтел-пуканпа тивӗçтертӗмӗр. Вырăс театрне те тирпейлерӗмӗр. Чăваш Çамрăксен театрӗпе те ыйтăва татса паманччӗ. 85 çул никам та çав ӗçе туман. Çамрăксен театрӗн артисчӗсем: «Пирӗн хăçан та пулин хамăрăн вырăн пулӗ-и?» – тесе ыйтатчӗç. Вăл ыйтупа çивӗч тăма тиврӗ. Çеçпӗл театрӗ куç тӗлне пулчӗ. Ăна икӗ-виçӗ çул ӗçленӗ хыççăн хупнă. Салатса пӗтернӗччӗ ӗнтӗ çуртне. Çав театра хула бюджетӗнчен кăларттарса республика бюджетне кӗртме май пулчӗ. Мускав, республика пит нумай укçа-тенкӗ уйăрчӗç çав объекта йӗркене кӗртме. Тӗлӗнмелле чаплă театр уçрăмăр Шупашкарта. Унта халӗ икӗ сцена ӗçлет.
  • Пысăк ӗç тунă эсир. Çакна ăнланакансем, хаклакансем пулчӗç-и хуть?  
  • Макăрса тав тăвакансем те пулчӗç. Халӗ министр пулмасан та  ман пата социаллă сетьсем, ватсапра тав туса çыракансем нумай. Хăш-пӗри ӗç хакне тин çеç ăнланса илнине пӗлтерет. Анчах театра чапа тухас тесе туман эпир. Чи малтан ку объект халăх культурине, театр искусствине аталантарма, пултаруллă çамрăк артистсен потенциалне уçма кирлӗччӗ. 
  • Тӗрӗссипе, сирӗн ӗç пирӗн куç умӗнче иртрӗ, сăнасах тăраттăмăр ӗçӗре. Çитӗнӗвӗрсемшӗн кунта савăнса тăраттăмăр. Чăвашенсем сире ӗçре курма тытăнсан: «Константин Геннадиевич кабинет министрӗ мар, вăл ялан çын хушшинче», – тенине илтме уйрăмах кăмăллăччӗ. Шупашкарсем  сире «тутар» тенине те пӗрре мар илтнӗ. Хăвăр çапла каланине  илтнӗ-и?  
  • Илтнӗ çеç мар, куçран калакансем пурччӗ. Каласан мухтаннă пек те, тав тăвакансем, ăнланакансем нумайăнччӗ. Культурăра ӗçлекен çынсем питӗ ăшшăн йышăнатчӗç. Районсене Чăваш Ене ӗçлеме килсессӗнех пурне те çаврăнса тухрăм. Çаврăнса çеç мар, культура сферинче ӗçлекенсене пурне те пуçтарса çавра сӗтелсем йӗркелеттӗм. Вӗсен проблемисене, çитменлӗхӗсене, ыйтăвӗсене пурне те  шута илнӗ, сӳтсе явнă. Вӗсен шухăшӗсене хамăн ӗç программине кӗртсе пынă. Çавăнпа та халăх ăнланатчӗ. Архив ӗçне вăйлă çӗклесе ятăмăр. ЧР Тӗп патшалăх архивне 2008 çултах тума тытăннă пулнă. Çак хушăра ман умӗн икӗ министр ӗçлеме ӗлкӗрнӗ. Çав проекта тепӗр хут хускатса ярса çӗнӗ архив çуртне уçрăмăр, хăйне чылай комплекс вăл. Унта акт, конференци, курав залӗсем, библиотека, музей вырнаçрӗ. Йăлт компьютеризацилерӗмӗр. Ытти регионсенчен чылай маларах  архив ӗçне çӗнӗлле йӗркелесе ятăмăр.
  • Культура министерствин сайтӗнче час-час ялсенче библиотекăсем уçăлни пирки хыпар кураттăмăр.
  • Ку ыйтупа ЧР Министрсен Кабинечӗн коллегийӗнче Чăваш Ен Пуçлăхӗ умне уйрăм ыйту лартрăмăр. Районсенчи библиотекăсемпе архивсене тӗпрен юсаса çӗнетмелли вăхăт çитнӗ. Çапла 256 клуба тӗпрен юсарăмăр. Оборудованисене çӗнетрӗмӗр. 2019 çулта кăна Культура çурчӗсене 500 яхăн çӗнӗ компьютер илсе патăмăр. Çапла чи пӗчӗк ялсенчи библиотекăсем те компьютерлă пулчӗç. Интернет çыхăнăвӗпе культура объекчӗсене 99 процент таран тивӗçтертӗмӗр. Туризм ӗçӗ çинчен те каласа хăварас килет. Ку ыйтупа Мускава питӗ нумай чупма тиврӗ. Пӗтӗмпе республикăна тăватă çул ытларах вăхăтра 3 миллиард тенке яхăн илсе килтӗмӗр. Çак укçапа Амазони паркне уçрăмăр. Ку проекта эп киличченех пуçланă пулнă. Анчах проблемăллă проект пулнипе вӗçлеймен. Çӗнӗ проектсен шутӗнче Московски çыран хӗррине тирпейлесси пулчӗ. Ăна хула тунă теççӗ те, ку тӗрӗсех мар. Проектне хула тунă, финансласси министерствăран пулчӗ. 
  • Хӗрлӗ тӳреме çӗнетсе юсас ӗçсем те пуçланнăччӗ республикăра.
  • Ун пирки нумай калаçаççӗ. Вăл проекта Мускава кайсах хӳтӗлерӗмӗр. 85 регионтан 15 регион кăна кун йышши проектпа  çӗнтерме пултарчӗ, Чăваш Ен çавсен шутӗнче пулчӗ. Çапла республикăна Хӗрлӗ тӳреме çӗнетме хушма икӗ миллиард тенкӗ уйăрса пачӗç. Строительство ӗçӗсем паян кун та пыраççӗ. Мӗнле калас, паян та  Культура министерстви эпир пуçланă ӗçсене малалла тăсать. Уйрăммăн культура мероприятийӗсем çинчен асăнас килет. Раççей шайӗнче тӗрлӗ фестивальсем нумай ирттертӗмӗр.
  • Константин Геннадиевич, сирӗн наци ыйтăвӗсемпе опыт пысăк. Тутарстанри ЧНКАна вунă çул ытла ертсе пытăр, ТР Халăхсен ассамблейин Председателӗн çумӗ пулса ӗçлерӗр. Тен, çавăнпа  Шупашкара кайсанах унта чи малтан Туслăх Çуртне уçрăр? Хăнăхнă ӗç тунсăхлаттарчӗ пулӗ?
  • Шупашкарти Туслăх Çурчӗ пекки Раççейӗпе те сахал. 2017 çулта ЧР Халăхсен ассамблейине йӗркелесе ятăмăр. Туса пӗтермен ӗçсем унта пур-ха. Халăх промыслипе мастерскойсем, тӗрӗ енӗпе ӗçлекен цехсем уçма шухăш пурччӗ. Çӗнӗ ертӳçӗсен хăйсен шухăшӗ, паллах. Туслăх Çурчӗн комплексӗн хуçалăх енӗпе ыйту çук. Наци хутшăнăвӗсене аталантаракан идейăсене пурнăçламалли кăна юлнă. 
  • Пурнăçласа ӗлкӗреймен проектсем те юлчӗç-тӗр?
  • Тытăннисене вӗçлемеллех тесе шутлатăп, министр хуть кам пулсан та. Мӗншӗн тесен вăл халăха кирлӗ. Писательсем, художниксем енӗпе, обществăлла организацисемпе ӗçлеме пуçланăччӗ. Художниксемпе туслă эпӗ. Вӗсемпе Раççей тăрăх куравсене çӳреттӗм, администрацилле ыйтусене йăлт татса панă. Чăваш Республикине тивӗçлӗ те çӳллӗ шайра кăтартма тăрăшнă.

Унччен ытти регионсене культура ӗçӗпе пит нумай тухса çӳремен. Укçа çук тенӗ, ытти проблемăсем тупăннă. Артистсен уйрăм гастролӗсем çинчен мар сăмах. Çавăнпа хам ума регионсене чăваш культурипе анлăн паллаштарма тӗллев лартрăм. ЧАССР 100 çуллăхне анлă план турăмăр. Çав программăпа Крыма кайса Севастополе, Евпаторие, Симферополь хулисене çитрӗмӗр. 120 яхăн çынлă делегаципе кайрăмăр. Симфони оркестрӗ те пычӗ. Унччен вӗсем вуншар çул ниçта та тухса çӳремен. Çынсем йӗрсе кӗтсе илчӗç пире, тунсăхланă йăхташсене. Унтан Самарăра, Пушкăртстанра, ытти регионсенче пултăмăр. Пысăк ушкăнпа çӳреме тесе ятарласа министерство 55 вырăнлăх автобус парнелерӗ артистсене. Хамăр халăха питӗ илемлӗ курас килет. Çавăнпа театрсен, юрă-ташă ансамблӗсен, пӗр сăмахпа пуринне те, наци тумӗсене çӗнетрӗмӗр. Костюмсем çӗлеме 20 миллион тенкӗ уйăртăмăр. ЧР Пуçлăхӗн гранчӗпе музей уçрăмăр.

  • Мӗнле музей?
  • Чăваш тӗррин музейне. Вăл икӗ хутлă историлле çуртра вырнаçрӗ. Унта кӗмӗл пӳлӗмне, вырăсла «Серебряная кладовая» тетпӗр,  уçрăмăр. Çавăнта хӗрарăмсен ӗлӗк-авалхи  капăрлăхӗсем упранаççӗ, XVIII, XIX ӗмӗртисем. Санкт-Петербург хулипе туслашса кайнине каласа хăварас килет. Унта ӗçпе 3-4 хут та пултăм. Унти этнографи музейӗн директорӗ пирӗн пата килсе кайнă хыççăн Питӗрти музей экспоначӗсене Шупашкара илсе килтӗмӗр. Çынсем йышлă çӳрерӗç курава. Хамăр та куравпа кайрăмăр. Институтсемпе килӗшӳсем çирӗплетрӗмӗр, пирӗн студентсене культура енӗпе вӗрентес тӗллевпе. Чи ăнăçлă проектсен шутне Третьяков галерейипе ӗçлӗ хутшăну йӗркелеме май пулнине кӗртес килет. Юлашки çӗр çул хушшинче те чăваш художникӗсен ӗçӗсем çӗршывăмăрăн чи паллă галерейине пӗрре те лекмен. Унта кӗме питӗ йывăр. Мускава кайса çак проблемăна татса патăм. Чи малтан Третьяков галерейин пуçлăхӗсене Шупашкара чӗнсе илсе чăваш халăхӗн пуянлăхӗпе паллаштартăм. Хамăрăн художниксен картинисене реставрацилеме 12 миллион тенкӗ кайрӗ. Кăçал çуркунне Мускаври чи паллă галерейăра чăваш художникӗсен куравӗ уçăлчӗ.
  • Апла тӗп хулара чăваш ӳнерçисене пӗлеççӗ халӗ?
  • Вӗсенчен пӗри те халӗ чӗрӗ мар ӗнтӗ. Картинисем хранилищӗсенче пит япăхса çитнӗччӗ. Çавсене реставрацилерӗмӗр те ӗнтӗ, пӗтӗмпе 60 картинăна яхăн. Константин Геннадиевич, илтнӗ тăрăх, эсир тăрăшнипе культура инстиутне те упраса хăварнă?
  • Ăна хупас шухăш пулнă. Лару-тăру япăхчӗ. Аккредитацийӗ те çукчӗ институтăн. Çурчӗ те кивелсе çитнӗ. Юрать ректорӗ Н.И.Баскакова пултаруллă çын, вăйӗ çитнӗ таран института тытса тăнă. Лицензи илсе, аккредитаци иртсе культура институтне çăлса хăвартăмăр та юсав ӗçне пуçăнтăмăр. Кантăксене кăна 700 штук улăштартăмăр. 500 вырăнлăх концерт залне юсаса, аппаратура таран, çӗнетрӗмӗр.
  • Чăвашенсемпе ӗçлеме йывăр марччӗ-и?
  • Çук, ун пек калас килмест. Май тупсан, кăмăл пулсан пур çӗрте те ӗçлеме пулать.
  • Чăрмантаракансем пулчӗç-и?
  • Пулман мар. Килнӗ çул çăхав çыракансем пурччӗ, Мускава та çитернӗ, Пуçлăх патне те çырнă. Вӗсем камне, хушамачӗсене  пӗлеп, çырăвӗсене те вуланă. Анчах пӗлсе тăрсан та пӗрне те ӗçрен кăларман, тавăрман. Ун пекки çук ман. Контракчӗсене çулран-çул тăснă, вӗсем паян кун та ӗçлеççӗ. Начар тăвакана усалпа тавăрасси ман нихăçан та пулман. Иван Яковлевич та пире: «Начар тăвакана лайăхпа тавăр», – тесе каласа хăварнă. Пурнăç вăл хăйех вырăна лартать. Команда туслă ӗçлерӗ.
  • Пӗр вăхăт эстрада артисчӗсем кăмăлсăрланса шавласа илчӗç. Мӗн пирки?
  • Эстрада артисчӗсен проблемисем тин çеç çуралман, унччен те пулнă. Вӗсем закона пăхăнмасăр ӗçлеме хăнăхнă. Хăйсене предприниматель пек те регистрацилемен тата ытти те. Ку енӗпе патшалăх требованийӗсем пур. Хуть мӗнле ӗçӗн те хăйӗн йӗрки-çке? Йӗрке тума тытăнсан нумайăшне ку килӗшмерӗ. Анчах кам професилле шайра юрланă, вӗсене ялан пулăшса пынă.
  • Михаил Игнатьев командинче ӗçлени çинчен ыйтмасăр хăвараймастпăр. Мӗнле çынччӗ вăл?
  • Михаил Васильевич çинчен ыррине кăна асăнатăп. Министр пулса ӗçленӗ чухнехи пек хаклас килмест ăна, ахаль çын пек. Вăл питӗ ырă кăмăллă, çемçе чунлă çынччӗ. Хăйне ахаль тытатчӗ. Пуринпе те сăмах тупатчӗ вăл. Ахаль çынпа уйрăмах хăйне ăшшăн тытатчӗ. Çакăн пек характерлă пулниех ура хучӗ пуль ăна. Çав вăхăтрах Михаил Васильевич пысăк вăй-халлă, энергиллӗ, çирӗп ыйтакан çынччӗ. Унăн пӗтӗм пурнăçӗ, шухăшӗ республикăпа çыхăннăччӗ, ăна çӳле хăпартасшăн тăрăшрӗ. Маларах асăннă проектсене вăл пулăшмасан тума пулмастчӗ. Михаил Васильевичпа ӗçлеме питӗ çăмăлччӗ. Пӗр ыйтăва та  тимлӗхсӗр хăвармастчӗ. Чăваш Республики пуян регион пулмасан та нумай ӗç тума пултарчӗ. Раççей шайӗнчи пысăк фестивальсем ирттертӗмӗр. Ачасен пин çынлă хорне йӗркелесси те унăн идейи пулчӗ. Ун чухне пирӗн пата тӗрлӗ регионран  ачасем пуçтарăнса Атăл хӗрринче хор юрларӗ. Ăнланса ӗçлерӗмӗр. Кун сиктерсе тенӗ пек шăнкăравласа министерство ӗçӗсемпе интересленетчӗ. Пӗр-пӗр мероприяти умӗн ялан: «Халăха мӗнпе савăнтаратпăр?» – тесе ыйтатчӗ. Çын уншăн ялан пӗрремӗш вырăнтаччӗ. Хăш-пӗри критиклеме те пултарӗ, анчах Раççей регионӗсене çӳресе вăл чăваш халăхӗн ятне çӳле çӗклеме тăрăшрӗ. Тен астăватăр? 2011 çулта суйлав хыççăн чи малтан вăл Тутарстана килчӗ. Кунти чăвашсемпе тӗлпулу Хусанти патшалăх университетӗнче иртрӗ. Çавăнтан пуçласа туслă çыхăну татăлман. Çынсем аса илӗç-ха кайран ун ӗçӗсене.  
  • Константин Геннадиевич, шăпа сире тăван республикăна тавăрчӗ. Мӗнле шухăш-кăмăлпа ӗçе пуçăнтăр?
  • Чи малтан республика ертӳçине Рустам Нургалиевича, Тутарстан  Халăхсен ассамблейин Председательне Фарид Хайрулловича тав тăвас килет, мана çак ӗçе шанса панăшăн. Яваплăх пысăк. Тӗрлӗ нацисен идеологийӗ чăмăртаннă кунта. Тепӗр енчен ку ӗç маншăн çӗнӗ мар, нумай ӗçленӗ, ăна шалтан пӗлетӗп. Фарид Хайрулловичăн çумӗнче 7 çул ӗçлерӗм. Хама халӗ ниçта та кайман пек, ялан кунта пулнă пек, министр пулман та пек шухăш çинче тытатăп. Калăн командировкăра кăна пулнă. Чун вырăнта, чӗре лăпкă, мӗншӗн тесен хамăн юратнă ӗçпе ӗçлетӗп. Ӗçлеме хавхалану та, вăй-хал та туятăп. Идейăсем нумай-ха манăн.

Нумай çул чăвашсемпе ӗçлесен те ытти нацисене нихăçан та уйăрман. Эпӗ интернационалист. Чăваш наципе культура председателӗ пулнă чухнех «Цветик семицветик» фестиваль йӗркелерӗмӗр. Вăл Атăл тăрăхӗнче пурăнакан 7 халăха пӗлтерет. Пӗр халăх та пӗччен пурăнаймасть. Алă çинчи кашни пӳрне хăй вырăнӗнче.

  • Çемье те эсир киле таврăннипе савăнчӗ пулӗ?
  • Чăваш Енре ӗçленӗ чух çул çинче пурăннă тесен те юрать. Канмаллисенче киле таврăнаттăм. Паллах, çемьепе пӗрле пулас килет. Çавăнпа ăçта çуралнă, çавăнта кирлӗ пулнă тенинчен пахараххи çук. Тутарстан – тăван кил, кунта асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем çуралнă. Ачасем те, мăнуксем те çумра. Телей вăл чи малтан çемьере пулмалла.
  • Эсир лайăх пахчаçă та?
  • Ку чун йăпатмăш. Пахча 15 сотка. Унта тем тӗрлӗ йывăç, тӗм ӳстеретпӗр. Пахчана рекламăлама Михаил Игнатьевран вӗрентӗм. Астăватăр пулӗ вăл хăйӗн Инстаграмӗнче ӳстернӗ пахча çимӗçе, улма-çырлана лартма юрататчӗ. Куртăм та, ман мӗншӗн лартас мар терӗм. Садра абрикос та, шӗшкӗ те, груша та, тӗрлӗ улма-çырла йывăçӗ ӳсет.
  • Мăшăрăр валли ӗç хушăнать апла çулла?
  • Эпир пӗрле ӗçлетпӗр. Ӗçе санăн, манăн тесе нихçан та уйăрман. Пахчара ӗçлени вăл кантарать. Çынсем бассейн хӗрринче, пулла кайса канаççӗ, мунчана çӳреççӗ, эпӗ садра канатăп. Карта хыçӗнче те уçă сад туса ятăм. Хурăнсем, хырсем лартрăм. Касмарăм вӗсене, халӗ пӗр пилӗк метр çӳллӗш те пур пулӗ. Темиçе рет хăмла çырли, хурлăхан тӗмӗсем лартрăм. Çӗр çырли йăранӗсем те пур. Уçăлса, канса çӳрекенсем ирӗклӗнех татса çиме пултараççӗ. Ача кӳмиллӗ амăшӗсем юратаççӗ уçăлма килме.
  • Константин Геннадиевич, пысăк тав сире калаçушăн, ӗçӗрсем ăнса пыччăр.

Ирина ТРИФОНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: