Сувар

Любовь Моргунова: «Ман рекордран никам та иртеймен-ха»

Чупма эпӗ кукамай патне Çӗньяла (Аксу районӗ) каникула килсен пуçланă темелле. Кашни çулла пире – аккана, мана тата йăмăка – аттепе анне кукамай патне леçсе яратчӗç. Пӗр çулхине эпир Пӳлер çумӗнчи ача-пăча ӗçпе кану лагерьне лекрӗмӗр. Питӗ интереслӗччӗ унта. Тӗрлӗ спорт ăмăртăвӗсем нумай ирттеретчӗç. Эпӗ яланах чупакансен хушшинче çӗнтереттӗм. Кукамай патне таврăнсан Çӗньял тавра кашни кун чупма пуçларăмăр – 3 километр таран чупаттăмăр. Вăрмана çити е фермăна та чупаттăмăр, унта хӗр-тусăн Света Самсонован амăшне сӗт витрисене йăтма пулăшаттăмăр. Çак ӗç пӗрре те йывăр мар пек туйăнатчӗ пирӗншӗн. Ăмăртас хăнăху çакăнта пуçланчӗ.

Спортпа туслă çынсенчен нумайăшӗ марафонсем чупса чапа тухнă Раççей спортсменки Любовь Моргунова пирки илтнех ӗнтӗ. Раççейӗн халăхсен хушшинчи класлă спорт мастерӗ нумай çитӗнӳ тунă пысăк спортра. Вăл 19 çул каялла çурма марафонра тунă рекордран Раççейре халӗ те никам та иртеймен-ха. Любовь Васильевна Сиднейре 2000 çулта иртнӗ Олимп вăййисене, тӗнче чемпионачӗсене, халăхсен хушшинчи марафонсене, ытти тӗрлӗ ăмăртусене хутшăнса нумай хутчен наградăсене тивӗçнӗ.

Хамăр ял

Çапах та чапа тухнă спортсменка чăваш пулнине пиртен сахалăшӗ пӗлет-тӗр. Тӗрӗссипе, хам та пӗлмен. Çитменнине, манпа пӗр ялтанах иккен! Темиçе çул каялла пӗр ялта çуралса ӳснӗ ентешсем соцсетьре: «Любовь Моргунова паллă спортсменка Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнчен», – тесе пост çырнăччӗ. Ун чух çак информацисӗр пуçне урăх нимӗн те пӗлме май килмерӗ, çав шутра Любовь Моргунова камсен йăхӗнчен тухнине те. Хăй те социаллă сетьсенче регистрациленменччӗ-тӗр, тен, шырама пӗлмен... Нумаях пулмасть Унтакшăра çуралса ӳснӗ, халӗ Латвин тӗп хулинче Ригăра пурăнакан ентешӗм Анатолий Александров ман пата çапла çырса ячӗ: «Любовь Моргунова Емелькинăра çуралнă теççӗ. Википедире те çырнă. Кам вăл? Шкулта ун пек хушаматлисем вӗреннине астумастăп»... Вăрах та вăхăт иртмерӗ, Анатолий: «Пӗлтӗм Любовь Моргунова кам иккенне! Соцсеть урлă хăйӗнпе те çыхăнтăм. Халӗ ун çинчен «Суварта» статья çырасса кӗтетпӗр», – тесе çырса ячӗ, мана та паллă ентешӗмпе çыхăнма сӗнчӗ.

Хӗр чухнехи хушамачӗ Романова пулнă иккен Любовь Васильевнăн. Тăван яла кайсан аннерен: «Пирӗн ялтан паллă спортсменка тухнă теççӗ,  Романовсем пурăннă-и кунта хăçан-тăр?» – тесе ыйтрăм. «Ара, хамăр касăрах Альбинăпа Василий Романовсем пурăнатчӗç, виçӗ хӗрччӗ вӗсен. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш çулӗсен варринелле куçса кайрӗç», – терӗ анне.

Любовь Моргунова чăн та хамăр ялтан, Аксу районӗнчи Емелькинăран, пулнине пӗлсен, унпа социаллă сеть урлă туслашрăм. Хам хаçатра ӗçленине, ун çинчен хаçатра çырас шухăш пуррине пӗлтертӗм. Уçă кăмăллă спортсменка хаваспах килӗшрӗ. Унпа сире те, хаклă вулаканăмăрсем, тӗплӗнрех паллаштарас килет.

Йӗлтӗрпе туслашни

– Çапла, эпӗ 1971 çулта Аксу районӗнчи Емелькинăра çуралнă. Аттепе аннен – Василий Семеновичпа Альбина Дмитриевна Романовсен – виçӗ хӗр эпир: Светлана, эпӗ тата Рита, – пуçларӗ хăйӗнпе паллаштарма ентешӗм. – 4 çулта чухне, 1975 çулта, эпир Чистай хулине куçса кайрăмăр. Çул çитсен 16-мӗш номерлӗ шкулта вӗренме пуçларăм. Спорт çулӗ çине тăрасси шăп Чистайра пуçланчӗ темелле: эпӗ гимнастикăпа аппаланма пуçларăм. Çăмăллăн парăнатчӗ мана веçех, нимрен те хăрамастăмччӗ, тренерсем мухтатчӗç. Кăштахран урăх вырăна пурăнма куçрăмăр та мана секцие леçекен-пырса илекен çуккипе пăрахрăм.

1981 çулта Чистайран Çырчаллине пурăнма куçрăмăр. Унта 27-мӗш номерлӗ шкулта вӗренме тытăнтăм. 4-мӗш класа кайсан пӗррехинче пирӗн урока пӗр тренер килчӗ. Вăл питӗ хуллен сасăпа тем каларӗ, таçта çырăнма сӗнчӗ. Эпӗ, строй вӗçӗнче тăнипе, вăл мӗн каланине ăнланаймарăм. Вăл калаçса пӗтерсенех пӗрле вӗренекенсем ăçта-тăр çырăнма пуçларӗç. Эп те çынсенчен юлмарăм, çырăнтăм, ахăртнех пурте гимнастика секцине çырăнаççӗ пуль терӗм. Ача-пăча вӗт-ха ун чух эпӗ, ыйту парса тӗплӗнрех ыйтса пӗлме вăтаннă... Çӳреме пуçларăм хайхи занятисене: кашнинчех пире вăрмана чуптараççӗ, сиктереççӗ... Нимӗн те ăнланмастăп – гимнастикăра капла пулмалла мар-çке! Пӗр эрнерен тин ăнланса илтӗм: эпӗ нимӗнле гимнастикăна та мар, Ача-пăча спорт шкулӗнчи йӗлтӗрçӗсен секцине çырăннă-мӗн! Геннадий Михайлович Шеблов тренер мана ăмăртусенче пуринчен те лайăхрах чупнине тӳрех асăрхарӗ. Спорт шкулӗ ирттерекен ăмăртусенче кулленех çӗнтерӳçӗсен йышне лекме пуçларăм. Унтан хула, республика, çӗршыв шайӗнчи ăмăртусене хутшăнма тытăнтăм, нумай чухне çӗнтерӳпе таврăнаттăм.

Çӗньял тавра

Чупма вара эпӗ кукамай патне Çӗньяла (Аксу районӗ) каникула килсен пуçланă темелле. Кашни çулла пире – аккана, мана тата йăмăка – аттепе анне кукамай патне леçсе яратчӗç. Пӗр çулхине эпир Пӳлер çумӗнчи ача-пăча ӗçпе кану лагерьне лекрӗмӗр. Питӗ интереслӗччӗ унта. Тӗрлӗ спорт ăмăртăвӗсем нумай ирттеретчӗç. Эпӗ яланах чупакансен хушшинче çӗнтереттӗм. Кукамай патне таврăнсан Çӗньял тавра кашни кун чупма пуçларăмăр – 3 километр таран чупаттăмăр. Вăрмана çити е фермăна та чупаттăмăр, унта хӗр-тусăн Света Самсонован амăшне сӗт витрисене йăтма пулăшаттăмăр. Çак ӗç пӗрре те йывăр мар пек туйăнатчӗ пирӗншӗн. Ăмăртас хăнăху çакăнта пуçланчӗ.

Люба – электрик

Шкул хыççăн эпӗ тренер сӗннипе тӳрех института мар, училищӗне электрика вӗренме кӗтӗм. Ку утăма шухăшласах турăм: вӗреннӗ хушăрах тренировкăсене те çӳреме вăхăт çителӗклӗ пултăр терӗм. Чăн та, мана  унта вӗренекенсем те, вӗрентекенсем те ăнланатчӗç, ура хумастчӗç, пулăшса пыратчӗç. Чӗререн тав тăватăп пурне те! Училище хыççăн эпӗ Волгоградри физкультура институчӗн Çырчаллинчи филиалне вӗренме кӗтӗм. Пӗр курс пӗтерсен Мускава куçас терӗм.

Сывă пул, йӗлтӗр...

Мана профсоюзсен сборнăйне чӗнчӗç. Вӗренме те Мускаври физкультура институтне куçрăм. Кунта та йӗлтӗрпе чупас енӗпе тренировкăсене малалла тăсрăм. Мускав хулин сборнăйӗнче тăраттăм. Анчах та 1990-мӗш çулсен пуçламăшӗнче мана кăна мар, пӗтӗм çынна йывăр пулнă. Самани çаплаччӗ. Йӗлтӗр вăл спортăн хака ларакан тӗсӗ. Лайăх йӗлтӗрӗн хакӗ самай пысăк. Спортсменăн вара пӗр мăшăр çеç пулмалла мар вăл, темиçе. Пушмакӗсем, патаккисем, тӗрлӗ маçсем, порошоксем, тумӗ тата... Студентка мӗнле туянайтăр вӗсене? Çитменнине манăн тренер «Динамо» клубран кайрӗ. Нимӗнле тӗрев те çукчӗ. Пурăнма укçа-тенкӗ çитменнипе хамăн йӗлтӗр спортӗнче кирлӗ пӗтӗм инвентаре сутса яма тиврӗ. Студентсене уйрăмах йывăрччӗ вăл вăхăтра: эпир çăкăрпа шыв çинче анчах пурăннă тесен те тӗрӗс пулать пуль... Аннепе атте пулăшатчӗç-ха мана, çав тери йывăр пулсан киле таврăн тетчӗç. Эп яланах: «Тата кăштах чăтам-ха, йывăр пулсан киле таврăнăп», – теттӗм. Майӗпен йӗлтӗрпе чупасси пăрахăçа тухрӗ, – аса илет Емелькино хӗрӗ.

Чупма çурални утса çеç çӳреймест

Йӗлтӗре пăрахсан чăваш хӗрӗ çăмăл атлетикăпа тӳрех туслашман-ха. Чупасси пирки шухăшламан та вăл. Çав вăхăталла пулас мăшăрӗпе Александр Моргуновпа паллашнă та ăна качча тухнă, полицие ӗçе вырнаçнă, спортпа сывпуллашрăм тесе шутланă. Ара, çемьеленнӗ-тӗк, мӗн спорчӗ пирки шутламалла? Анчах та çӗр çинче шуса çӳреме çуралнă чун тӳпере вӗçеймест тенешкел, спортсмен пулма çуралнă çын спортсăр пурăнаймасть куран.

12 çул йӗлтӗрпе чупнăскер, ăна пăрахсан та тӗк ларайман Люба. Хăйшӗн çуран чупкалама пуçланă. Çăмăл атлетикăна килесси вара акă мӗнрен пуçланнă.

1993 çулхи август уйăхӗ пулнă ун чух. Мускавра кӗç-вӗç Халăхсен хушшинчи тӗнче марафонӗ (ММММ) иртмелле. Институтри юлташӗ Стас Величко Любăна, хăйӗнчен ыйтмасăрах, унта чупмашкăн регистрациленӗ-мӗн. Марафон умӗн вара Останкино телебашни тăрăх  чупса хăпарма калаçтарнă. Люба, мӗн пулать те мӗн килет тенӗ пек, килӗшнӗ чупма. Мӗн тетӗр? Телебашня тăрăх чупса хăпарса пӗрремӗш вырăна тухнă Моргунова! «Санăн профессиллӗ спорта таврăнмаллах!» – тенӗ ăна Стас. 22 çулта кăна пулнă-ха ун чух Люба.

Пӗрремӗш марафон

Акă Халăхсен хушшинчи тӗнче марафонӗ чупмалли кун та çитнӗ. Хумханнă Люба. «Ан кулян, пӗтӗм дистанцие чупмасан та юрӗ, пӗр 20-25 километрне чупайсан та лайăх», – лăплантарнă ăна Стас.

– Старта мӗн чухлӗ çын пуçтарăннине курсан çухалса кайрăм чи малтанах, – аса илет халӗ спортсменка. – Чи хыçала кайса тăтăм. Пурте манран вăйлăрах, опытлăрах марафонецсем ӗнтӗ кусем тесе шутларăм. Эпӗ кам? Спортăн ку тӗсӗнчи вăйсăр çӗнӗ çын. Анчах та чупнă майăн хама шанманлăх таçта кайса сирӗлчӗ: çăмăллăнах километр хыççăн километр хыçа хăвартăм. Трасса çинче болельщиксен хушшинче пӗрре пӗр çӗрте, тепре тепӗр çӗрте упăшка Саша сиксе туха-туха мана пӗрре хурлăхан варенийӗпе чей ӗçтерчӗ, тепре банан çитерчӗ. «Атя чуп, маттур, эс пултаратăн!» – тесе хавхалантарсах тăчӗ. Хам 20 километртан та иртнине сиссе те юлаймарăм. Çапла 30 километр та хыçа юлчӗ. Шухăшларăм та – финишчен нумаях та юлман вӗт, дистанцие чупса тухма вăйăм çителӗклине сисрӗм. Чăн та, 42 километр та 190 метра 3 сехет те 4 минут та 12 çеккунтра йӗркеллех чупса тухрăм.

Марафон çӗнтерӳçин результачӗ вара ун чух 2 сехет те 44 минутпа танлашнă. Люба хăйӗн пурнăçӗнчи пирвайхи марафона ăнăçлă, йывăрлăхсемсӗр чупса тухнă пулин те, çакă ăна профессиллӗ спортра малалла ӗçлеме вуççех те хавхалантарман. Пачах тепӗр майлă, мӗнех, чупнă – чупнă, çитӗ çакăнпа тесе шутланă вăл. Çӗнтерӳçӗн кăтартăвӗ патне хăй нихăçан та çитеймессӗн туйăннă ăна.

Кукановпа паллашни

Мăшăрӗ, юлташӗсем пурпӗр хăпман унран. Мускаври паллă тренерпа Ю.С.Кукановпа паллаштарнă ăна марафон хыççăнах. Юрий Семенович тӗрлӗ диапазонлă спортсменсемпе ӗçленӗ – 800 метртан пуçласа 100 километр чупаканнисем таранах. Любăна курсан вăл тӳрех: «Сан марафон чупмалла», – тенӗ. Çапла вара Л.Моргунова çăмăл атлетикăна килнӗ.

Куллен тренировкăсем пуçланнă.

– Мускав чемпионачӗсенче эпӗ яланах малти вырăнсенчеччӗ. Кайран, марафонсем чупма пуçласан, çакăнта илнӗ хăнăхусем питӗ кирлӗ пулчӗç. Паллах, чупма пуçласанах хăвăртлăх пысăк марччӗ, тӳсӗмлӗх вара – çителӗклӗччӗ. Майӗпен, утăм хыççăн утăм, çапла пысăк çитӗнӳсем тума пуçларăм, – аса илет халӗ Любовь Васильевна.

Тăрăшни сая кайман, çулталăкранах çӗршыв, тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ ăмăртусенчен те çӗнтерӳпе таврăнма пуçланă Любовь Моргунова. Калининград марафонне 2:49.13 результатпа чупса тухнă. Тепӗр çул çӗршыв чемпионатӗнче 2:41.32 кăтартупа савăнтарнă. 1996 çулта Рим тата Мускав марафонӗсене 2 сехет те 40 минутра чупса тухнă, каярах Миланра тата аванрах результат (2:37) кăтартнă.

Америка таран

Ют çӗршыври пирвайхи çӗнтерӳ Америкăра пулнă Любăн: Твин ситиз марафонӗнче 2.30.47 результат кăтартнă. Нагойăра та, Пекинра та та çакăнтан чакман. Китайăн тӗп хулинче иккӗмӗш (2 сехет те 28 минут), Японире пӗрремӗш (2 сехет те 27 минут) чупса тухса пӗрремӗш вырăн йышăннă. 2000 çулхи апрельте Лондон марафонне 2 сехет те 26 минутра хыçа хăварнă. Çав çул Сиднейре иртнӗ Олимп вăййисенче кăна ăнман Моргуновăна: хытă хумханнипе-ши хăйне япăхрах туйнă вăл Австралире чупнă чух, 2 сехет те 32 минутра чупса тухса финиша 23-мӗш çитнӗ.

Çитӗнӳсем

Ун хыççăн вара нумай çитӗнӳ тунă вăл: тӗнчери ятлă Бостон марафонӗнче 3-мӗш, Гавайра виçӗ хутчен 1-мӗш вырăнсем илнӗ. Виçӗ хутчен çӗршыв чысне тӗнче чемпионачӗсенче хӳтӗлесе лайăх кăтартусем тунă Л.Моргунова.

Вăл çурма марафонра 2000 çулта кăтартнă рекорда вара, маларах каларăмăр ӗнтӗ, никам та çитеймен-ха хальлӗхе. 2008 çулта ентешӗмӗр Пекинра иртнӗ Олимпиадăна чутах хутшăнайман. Роттердам марафонӗнче 2:25 кăтартупа çӗнтернӗ пулин те, Раççей спортсменкисен Олимпиада умӗнхи стартӗнче унăн результачӗ 4-мӗш кăна пулнă. Çавăнпа та Китая Раççей чысне хӳтӗлеме урăх спортсменкăсем кайнă.

2011 çулта Любовь Моргунова Раççей чемпионатӗнче çӗнтернӗ. 40 çул тултарнă ӗнтӗ вăл ун чух. Спортри карьерăна вӗçлесси пирки шухăшлама пуçланă. Тепӗр çултан, чăн та, карьерăна вӗçленӗ.

Полицейскисемшӗн

Анчах та нумай çул спорт тӗп вырăнта пулнă çыншăн карьерăна вӗçлесен те интерес пӗтмен. Люба мӗн чупма пуçланăранпах «Динамо» спорт обществинче тăрать, ун ячӗпе тӗрлӗ ăмăртусене хутшăнать. Çакна тума ӗçӗ те май панă ăна: пӗр талăк дежурствăра ӗçре, виçӗ талăк канатăн. Вăхăт çителӗклӗ темелле. Тӗрӗссипе, хăй каланă тăрăх, полицие (ун чух милици пулнă-ха) ăна спортсменка пулнăранах ӗçлеме илнӗ. Полицейскисен хушшинче те тӗрлӗ спорт ăмăртăвӗсем час-час иртеççӗ вӗт, унта хутшăнакансем сывлăш пек кирлӗ.

– Полицейскисен тӗрлӗ ăмăртăвӗсене тăтăшах хутшăннă. Пӗр ăмăртуран тӗрлӗ дисциплинăсенче чупса 10-12 медальпе таврăнни те пулнă. Халӗ те чупатăп. Кăçал пуçласа ветерансен хушшинчи чемпионата хутшăнтăм. Вăл Мускавра иртрӗ. 10 километр чупса пӗрремӗш вырăн йышăнтăм. Малашне ветерансен хушшинчи Европăри чемпионата та хутшăнас кăмăл пур-ха. Анчах та, унчченхипе танлаштарсан, хальхи шая пысăк тесе каламăттăм. Яланах малтанхи вырăнсене йышăнатăп. Ак, тӗслӗхрен, иртнӗ эрнере кăна-ха, чукун çул ӗçченӗсен кунне халалланă ăмăртура чупрăм. Пӗтӗмӗшле зачетра 2-мӗш вырăн йышăнтăм. Анчах та çакă эп питӗ вăйлă чупатăп тенине пӗлтермест, ăмăртусене вăйсăртарах спортсменсем килеççӗ, çавă çеç.

Чупсан пурнăç интереслӗрех

Чупма пăрахасшăн мар-ха эпӗ. Пӗрремӗшӗнчен, чупсан пурнăç та интереслӗрех. Иккӗмӗшӗнчен, хамăн спортсменсене тӗслӗх кăтартас килет. Ман патăма тренировкăна 50 ачана яхăн çӳрет. Хăш чух вăхăт та çитмест пуринпе те уйрăммăн ӗçлеме. Юрать хальхи саманара интернет, Ватсапп пур. Хăшне-пӗрне метропа киле таврăннă чух çырса канаш паратăп, тепринпе телефонпа калаçса сӳтсе яватпăр... Кам патне-тӗр хам каятăп, кам-тăр ман пата хăй килет... Халӗ эпӗ пӗртăван Знаменскисен ячӗллӗ Олимп резервӗн шкулӗнче тренер пулса ӗçлетӗп. Виçӗ ушкăн ертсе пыратăп. Разрядлă ачасем те пур. Вăт вӗсене чупни интереслӗ, сывлăхшăн усăллă пулнине ӗнентерес, сывă пурнăç йӗркипе пурăнма хăнăхтарас килет. Ачасемпе тӗрлӗ ăмăртусене хутшăнатпăр, урăх хуласене те çӳретпӗр, – каласа парать Любовь Васильевна.

Тӗслӗхлӗ тренер

Чăн та, ентешӗмӗр аван тренер пулни куçкӗрет. Профессионалсене хаклакан сайтра ун пирки лайăххине çеç вуларăм. Пурте Любовь Васильевнăна мухтаççӗ. «Пысăк профессионал вăл Л.В.Моргунова. Хатӗрлев методикине аван пӗлет. Спортсмена кăтарту тăвас тесен пур вăйне те хумашкăн хистеме тӗрӗс сăмахсем тупать яланах. Мана питӗ ăнчӗ унпа. Калама çук лайăх тренер вăл, харпăр тӗслӗхӗпе пире те çитӗнӳсем тума илӗртет. Аван педагог, психолог. Питӗ кăмăллă эпир унпа!» – çапларах хак параççӗ ентешӗмӗре унăн воспитанникӗсем.

Пӗлтӗрхи ноябрь уйăхӗнче вăл полицирен тивӗçлӗ канăва тухнă, ку ӗçе пăрахнă. Йӗрке хуралӗнче тăрăшнă вăхăтра Раççей ШӖМӗн унчченхи министрӗн Р.Нургалиевăн аллинчен те, хальхи министрăн В.Колокольцевăн аллинчен те пӗрре мар наградăсем илме тивӗçнӗ.

Çемье – тӗрек

Мăшăрӗпе Александрпа хӗрӗ Аня – Любовь Васильевнăн чăн-чăн тӗрекӗ. Çывăх çыннисем ăна хуть ăçта та ялан тӗрев парса, пулăшса пыраççӗ. Сăмах май, мăшăрӗ унăн иккӗмӗш тренерӗ те пулнă.

– Вăл пулмасан, тен, эпӗ çăмăл атлетикăна килмен те пулăттăм-и? Качча тухсан спортпа сывпуллашрăм пуль тенӗччӗ ӗнтӗ. Мăшăрăм чупма хавхалантарчӗ мана пӗрмаях, пулăшса пычӗ. Вăл та физкультура институчӗ пӗтернӗ. Нумай спортсменпа ӗçлет вăл. Унăн воспитанникӗсен хушшинче пысăк çитӗнӳ тунисем питӗ нумайăн, – тет Любовь Васильевна.

Хӗрӗ Аня 11-мӗш класа куçнă. Вăл та ача-пăча спорт шкулне çӳрет, чупать. Хальлӗхе çав тери пысăк çитӗнӳсемех туман-ха вăл, малашне, тен, амăшӗ пекех пьедесталăн чи çӳллӗ картлашкисем çине тăма та тивӗçӗ.

Социаллă сетьсем пулăшнипе

«Тăван ялта пурăннă вăхăт мӗнпе асра юлнă?» – тесе ыйтсан Л.Моргунова акă мӗнле хуравларӗ:

– Емелькинăра тахçантанпах пулман ӗнтӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш çулӗсен вӗçӗнче пулнăччӗ юлашки хут. Кӳршӗлле Çӗньяла та, кукамайăн ялне, вăхăт çитменнипе чылайранпа кайман. Кукамай хăй те, ватăлса çитнипе, ялта пурăнаймасть пӗччен, анне патӗнче Çырчаллинче вăл. Ялтан куçса кайнă чух эпӗ тăватă çулта кăна пулнă, çавăнпа нумай япалана астумастăп та. Кӳршӗре пурăннă Николаевсен Света тата Галя хӗрӗсемпе вылянине астăватăп. Телее, халӗ интернет пур. Манăçнине те аса илме пулăшать вăл. Социаллă сетьсем урлă хамăн тăван ял, район  çыннисемпе те хутшăнма май пур. Палламаннисемпе те паллашатăн çапла... Паллах, тăван яла килсе курас килет. Емелькинăпа Çӗньялта пурăнакан ентешсене хаçат урлă пысăк салам яратăп, – терӗ Любовь Васильевна калаçăва вӗçленӗ май.

Л.Моргунован харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

 

 

Реклама
Теги: Спорт
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: