Сувар

Çӗпрелӗнче халӗ çӗлен урине хуçмасть

Çӗпрел район центрӗн, Кивӗ Çӗпрел ялӗн, варринчи ӗмӗрхи тип çырма нумай çул çын куçӗ валли марччӗ. Хăнасен умӗнче самай пите хӗретнӗ вăл. Анма мар, ун енне пăхма та хăрушăччӗ. Чăваш калашле, çӗлен урине хуçатчӗ. Пӗлтӗр тӗлӗнмелли пулса иртрӗ. Ăна район тасатса тирпейлерӗ кăна мар, çырма тӗпне нихçан пулман амфитеатр туса...

Çӗпрел район центрӗн, Кивӗ Çӗпрел ялӗн, варринчи ӗмӗрхи тип çырма нумай çул çын куçӗ валли марччӗ. Хăнасен умӗнче самай пите хӗретнӗ вăл. Анма мар, ун енне пăхма та хăрушăччӗ. Чăваш калашле, çӗлен урине хуçатчӗ. Пӗлтӗр тӗлӗнмелли пулса иртрӗ. Ăна район тасатса тирпейлерӗ кăна мар, çырма тӗпне нихçан пулман амфитеатр туса лартрӗ. Район халăхӗ çăвӗпех кашни канмалли кун районти ялсен артисчӗсен концертне, кино курса савăнчӗ унта. Кунпа кăна вӗçленмест-ха тип çырма историйӗ. Ăна хăтлăх кӗртмелли ӗçсен программи пилӗк çулах (!) тăсăлать. Малашнехи планра: çуран çӳремелли аллея, вӗрен-çулсем, чечек лартмалли вырăнсем, кану зони тата ача-пăча площадки тăвасси, территорие çутăдиодлă светильниксемпе çутатасси.

Йӗркелӳçӗсем плана палăртнă пулин те, ку тӗлӗшпе халăхпа та канашласа пăхма шутланă. Çак кунсенче Çӗпрел Ӗçтăвком ертӳçи Марат Гафаров вырăнти халăхпа тӗл пулса вӗсен шухăшӗсене ыйтнă.

Район центрӗн халăхне, тип çырма шăпи питӗ интерслентерет иккен. Çамрăксене, тӗслӗхрен, унта велосипдепа, роликпа ярăнма ятарлă йăрăмсем, улăхмалли ту, спорт площадки, çулла туй туса пӗрлешекенсем çырăнмашкăн ятарлă вырăн, хӗлле каток, тир кирлӗ. Çулланнисене вара унта чăрмавсăр анса хăпарма меллӗ пулни те çителӗклӗ, территорин геологи даннăйӗсене кăна шутран ан кăларччăр. Район хаçачӗ пӗлтернӗ тăрăх, çӗпрелсен сӗнӗвӗсене пурне те тимлӗн итленӗ, проекта пурнăçа кӗртнӗ чух вӗсене архитекторсем шута илме шантарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: