Сувар

КУРОВРАН ПЕТУХОВ ПУЛСА ТĂНИ

Кăнтăрларан хайхи мана сельпона чуптарчӗ. 4 тенкӗ те 10 пус парса янă пек астăватăп. Кайран «çуттине» сейфа хумасăрах сыпкалама пуçларӗ Куров капитан

Эпӗ 1982 çулта Çӗрпӳ хулинчи совхоз-техникума пӗтернӗ хыççăн Кивӗ Çӗпрелпе Чăваш Çӗпрел ялӗсене пӗрлештерекен колхозра ӗçлерӗм. Астăвакан пур пулсан ӗлӗк вăл «Россия» ятлăччӗ. Питӗ аванччӗ çав колхоз. Эпӗ ачаранах унта ӗçленӗ. Кӗркунне салтака каймалла пирки ӗçе 4 уйăха çеç кӗме тиврӗ. Хăрушсăрлăх техникин инженерӗнче ӗçлерӗм.

Ачаран пӗрле ӳснӗ юлташпа Валерикпе (Кайăк тесе чӗнеттӗмӗр ăна хамăр хушăра, паян çук ӗнтӗ вăл çакă çутă тӗнчере) района пӗр вăхăталла килтӗмӗр. Вăл «Сельхозтехникăна» художнике ӗçе вырнаçрӗ. Валерăн хăйӗн мастерской та пурччӗ. Ман пекех вăл та 4 çул вӗренсе диплом илнӗ – Шупашкарти ӳнер училищине пӗтерчӗ. Вăл ачаранах ӳкерес енӗпе питӗ ăстаччӗ. Шкулти стена хаçатне кăларассинчен пуçласа пӗтӗм пултарулăх ӗçне хутшăнатчӗ.

Талантлă юлташăм

Унпа çыхăннă тата тепӗр самант яланлăхах асра юлнă ман пуçăмра. Эпир çарта учебкăра пӗр батарейăра пултăмăр. Салтакра та унăн ăсталăхне тӳрех асăрхарӗç. Унпа пӗрле пӗр редколлегие çаклантăмăр, çар листокӗсене пӗрле кăлараттăмăр.

Батарея командирӗ питӗ усалччӗ – кашни çеккунта Уставпа пурăнтаракан çынччӗ. Вăл калаçнă чухне шăна вӗçни пӗр çухрăмранах илтӗнсе тăмаллаччӗ. Унтан пурте хăраса тăратчӗç: курсантсем те, сержантсем те. Çемьесӗр (арăмӗ пăрахса кайнă тетчӗç). Командир «хӗсмет çине авланнă» çар çынни пулнă ӗнтӗ. Валери çавăн хăрах куçне кăна ӳкернӗччӗ. Çак пӗчӗк хут татăкӗ çинчи хăрах куçа пăхнă-пăхман «пусмăрçа» тӳрех палласа илетчӗç. Çапла пит талантлăччӗ манăн тус-юлташ, ентеш. 

1982 çулхи çулла вара – çара кайиччен – эпир унпа хамăр пултарнă таран «шабашкăсем» тукаларăмăр. Вăл вăхăтра мӗнпур курăмлă агитаци (плакатсем, лозунгсем) хатӗрлессине художниксене шанатчӗç. Эпӗ плакат перовӗпе, киçтӗкпе аван çыраттăм, вăл вара профессилле художник ăсталăхне ыйтакан ӗçсемпе аппаланатчӗ. Ленин пуçне самантрах ӳкерсе хуратчӗ.

Ăçтан пӗлнӗ-тӗр пирӗн пултарулăх пирки районти çар комиссариатӗнче вăй хуракансем. Çара кайиччен пӗр уйăх маларах иксӗмӗре те военкомата чӗнтерчӗç. Пирӗн ку кӗркунне Тăван çӗршыва хӳтӗлеме вăхăт тухнине эпир пӗлсех тăраттăмăр. Вăл вăхăтра тарса юлас текен ăнлав пулман пирӗн çамрăк пуçсенче. Салтакра пулман яш çине айккăн-майккăн пăхатчӗç. Хӗрсем те айккинерех пăрăнма тăрăшатчӗç унашкаллисенчен. Вăл вăхăтра повестка килсе пани тӗрӗслев витӗр тухма вăхăт çитнипе пӗр танах пулнă. Сывлăхне çирӗплетме, хăюллă, çирӗп кăмăллă арçын пулма вӗрентме йыхăрнă.

 

Капитанпа паллашни

Вӗренсе пӗтернӗ, диплом илнӗ, хӗсмете кайма хатӗрленсе тăнă. Мăйран алшăлли çакиччен пӗр уйăх кирза атă тăхăнса çӳренӗ, пуртенкке çыхма вӗрентӗм (çак пӗлӳ кайран хӗсметре питӗ вырăнлă пулчӗ). Ман умӗнхи тетесем виççӗшӗ те çарта пулнă. Вӗсем каласа панисене пăхмасăр пӗлеттӗм. Салтак тивӗçне пурнăçлама тытăнасси пуртенккерен (тăларан) тытăнать тени ман пуçра питӗ аван тăрса юлнă. Халӗ ӗнтӗ çакна çирӗплетсех калама пултаратăп... 

...Каларăм ӗнтӗ, пире çара иличчен ӗçлеттерес шутпа районти çар комиссариатне чӗнтерчӗç. Çитсен кашни кабинетăн алăкӗ çине çырса çакнă хăмасене – вывескăсене – улăштарассине пире шаннине пӗлтӗмӗр. Унталла-кунталла тинкерекен хастар çамрăксем патне çар çынни утса пычӗ. «Куров, – паллаштарчӗ вăл хăйӗнпе. – Куров капитан».

Сăмах хыççăн сăмах. Капитан вырăс çынни, ăçтан-тăр аякран килнӗ çын пулни, хăна çуртӗнче пурăнни паллă пулчӗ. Вăл Афган вăрçинче пулнă. Контузи хыççăн ăна çар службине юрăхлине палăртса тăнăçрах ӗçе – çар комиссариатне куçарнă.  Çӗпрелӗнче Курова ятне призывниксемпе ӗçлеме лартнă иккен.

 

Хăйне евӗр туртăм

Капитанра çар ӗçӗпе килӗшсе тăман хăйне евӗр туртăм пуррине пӗрремӗш кунранах асăрхарăмăр: вăл тăрсан-тăрсан пӗр хăйӗн сейфӗ патне пыркалать. Айккинчен пăхсан вăл тимӗр шкап патӗнче мӗн туни курăнмасть. Чăн ӳкерчӗке çурăмӗ хуплать. Анчах та сейфра тытакан «çӗлен шывӗ» хăйӗннех тăвать пулас – капитан сăмахӗсене тăсарах калама, пуçне ялт кăна хыçалалла яма пуçларӗ. Çак паллăсем унра урăх нимӗн те мар, симӗс шӗвек çеç пулма пултарасси пирки пӗр иккӗленӳ те хăвармарӗç. Сейфа хупса çаврăннă хыççăн хăй патне пырса   шăршламасан та вăл çутă эрехе ăша яни савăнăçлă питӗнчен паллăччӗ...   

Кăнтăрларан хайхи мана сельпона чуптарчӗ. 4 тенкӗ те 10 пус парса янă пек астăватăп. Кайран «çуттине» сейфа хумасăрах сыпкалама пуçларӗ Куров капитан.

Çар комиссариатне эпир Валерипе иксӗмӗр кашни кунах ӗçе çӳренӗ пек çӳреме пуçларăмăр. Пирӗншӗн, чăн-чăн художниксемшӗн, кунти çирӗп йӗрке кăшт çемçелчӗ. Куровпа туслашрăмăр. Хăш чухне уйрăм задани паркалатчӗ мана – сельпона чупса кайса килмеллеччӗ.

Çар комиссариачӗн картишӗ пысăк. Пысăк çăлтăрлă икӗ алăк кашни кунах яри уçăлса тăратчӗ. Çара кайнă кунсенче кăна хапхана хупса хуратчӗç. Призывниксем тухса тарасран е вӗсен тăван-юлташӗ кӗресрен.  Картише автобус, бортлă автомашина кӗртетчӗç те вӗсене вара салтак ячӗ тухнă çамрăксене тиетчӗç. Малтан Канаш хулине ăсататчӗç вӗсене, унтан чукун çулпа Хусана. Кунтан вара – мӗнпур совет çӗршывӗнчи, унта çеç те мар, никӗсленнӗ çар чаçӗсене.

 

Тытаймарăмăр...

Пӗррехинче кун каç еннелле сулăнсан Куров, хăйӗн «чун кӗртекен» шӗвекне яркаласах тăраканскер, пире картише чӗнсе тухрӗ. Хапха алăкӗсене хăвăртрах хупма приказ пачӗ. Эпир Валерипе туххăмрах мӗн хушнине пурнăçларăмăр. «Тытăр!» – терӗ Куров. Халь тин картишӗнче пӗр кӗтӳ чăхпа автан чупкаласа çӳренине куртăмăр. Ăçтан çакланнă вӗсем кунта? Çар комиссариачӗн чăххисем çук-çке! Кам-тăр илӗртнипе кӳршӗ кил картисенчен килнӗ ӗнтӗ.                                                                                                                                              Инкек пуласса сиссе чи малтан автан чупкалама тытăнчӗ. Чăхсене сасă парса сыхă пулмаллине систерчӗ. Вӗсем пӗрин хыççăн тепри хапха урлă вӗçсе каçма тытăнчӗç. Картишре автан хăй кăна тăрса юлчӗ. «Чӗрӗлле парăнмастăп!» – терӗ пулас.

Тӗрӗссипе каласан, пирӗншӗн ку лару-тăру питӗ кулăшла та вырăнлă мар пек туйăнчӗ. Валерипе иксӗмӗр те ачаран шӳт-кулăшпа туслă пулнă. Шав темӗн те пӗр шухăшласа кăлараттăмăр. Эпир кула-кула хăваланипе хӗрлӗ автана тытаймарăмăр. Капитан хăйех хитре кайăка çуртпа карта хушшине хăваласа кӗртрӗ, ярса тытрӗ те хул хушшине хӗстерсе картиш вӗçӗнче тăракан сараялла утрӗ. Эпир ним тума аптраса пăхса тăрса юлтăмăр. Малалла мӗн пулса иртнине курма май пулмарӗ. Нимӗнле сасă та тухмарӗ-ха. Куров та таçта çӗтрӗ. Кăшт уçăлсарах тăракан алăка çӗçӗ тăрăнсан тин мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех ăнлантăмăр. Юнланнă çӗçӗ. Ун çине кăпăшка шурă-хӗрлӗ тӗксем çыпăçнă.

 

Тӗк татасси тукмак çиесси мар

Кăшт тăрсан капитан хăй те курăнчӗ. Аллисем юнлă, пичӗ савăнăçлă. Пирусне тивертсе ячӗ те пире тӗк татма хушрӗ. Сарайра буржуйка пур терӗ. Çавăнта тӗкӗсене çунтарма хушрӗ. Валерипе пӗр-пӗрин çине пăхса илтӗмӗр – çар комиссариачӗн картишӗнче çакăн пек лару-тăру сиксе тухасса шухăшламан та.

Буржуйкăна хутса яма кивӗ «делосем» меллӗ пулма тивӗç терӗ. Чăнах та кунта пӗр пӳлӗмре тӗрлӗрен «ӗçсем» тиенсе тусанланса выртатчӗç. Унта призывниксен хучӗсем те пурч­чӗ пуль. Срокӗ тухнисем, киввисем. Çавăнтах патронсен пушă ещӗкӗсем (цинк тесе калатчӗç вӗсене) выртатчӗç.                                                                                                                                         Эпир буржуйкăна хутса ятăмăр. Тӗксене татса пынă май унта пăрахса пыратпăр. Сасартăк буржуйка уласа ӗçлеме тытăнчӗ – те нумай хут хунипе, те труби вăрăммипе. Питӗ хăрушă улама тытăнчӗ. Урама тухкаласа пăхрăмăр. Аякран пăхсан ăстрăм-ăстрăм хура тӗтӗм палкаса тухни курăнать. Тӗк çуннă шăршă таврана сарăлчӗ. Хальхи пуçпа пулсан чăх тӗкне татасси вăл нимӗн те мар, вӗресе тăракан шывпа пӗçер те çăмăллăнах тат – ӗçӗ те пӗтет.

Кула-кула татнă вăхăтра çӗр кисренчӗ – взрыв пулчӗ. Эпир Валерипе çӗре ӳкрӗмӗр. Пӗтӗм сарая тусан тулчӗ. Татах шартлатма тытăнчӗ. Чи пирвайхи шухăш – «Делăсемпе» пӗрле буржуйкăна ăнсăртран автомат патронӗсем лекрӗç пулӗ терӗм. Эпӗ окопа аннă пек смотровой шăтăка шуса антăм. Валери хăш хушăра ман çума килсе выртнине те сисмерӗм. Шартлатма чарăнмарӗ. Эпир хăраса ӳкрӗмӗр – кулма пăрахрăмăр. Çурăлма чарăннă хушăра эпӗ крокодил евӗр хăвăрт-хăвăрт сарайран тухса вӗçрӗм, тăрса Куров патне чупрăм.

«Буржуйкăна ахăртнех патронсем çак­ланнă», – терӗм. Капитан манпа пӗрле сарая пычӗ. Кӗнӗ-кӗмен каçса кайса кулма тытăнчӗ. Валери окопран тухрӗ – мӗн пулнине ăнлансах çитереймесен те эпир те кулма тытăнтăмăр. Куров пире кула-кулах мӗн шартлатса сирпӗннине ăнлантарса пачӗ. Асбестран тунă труба ытлашши хӗрсе кайнипе çурăлса сирпӗнме пуçланă иккен. Çакăн пекех пӳрт çуннă вăхăтра пушарсенче шифер шартлатса çурăлать имӗш... 

 

Пулăшаймарӗ

Эпир ку «хура ӗçе» тӗппипе вӗçлерӗмӗр те çакăн пирки шефа пӗлтертӗмӗр. Вăхăт нумая кайрӗ пулмалла, чăхă ашӗ çисе пулмарӗ кунта. Капитан пире хăй пурăнакан хăна çуртне чӗнчӗ. Татнă автана плащ-палаткăпа чӗркерӗмӗр те «хуçине» патăмăр. Кайăк урисем унтан сутăнчăкла тухса тăраççӗ. Валерипе курăмлă сăлтав тупса капитанран хăтăлтăмăр. Яла çитиччен çуран утрăмăр. Кула-кула хырăм хытрӗ. Хамăр хушăра Курова Петухов хушамат патăмăр.  

Кайран вăл пире хăйне республика çар комиссариатне куçараççӗ терӗ, унта пырсан лайăх командăна çакланма пулăшатăп тесе шантарчӗ. Эпир чăнах та салтак ячӗ тухсан Хусанта шырарăмăр Куров-Петухова. Анчах та шаннă йăвара кайăк пулмарӗ – тӗл пулаймарăмăр «командира»: эпир пыриччен ăна СИЗОна хупса хунă терӗç. Вăл призывниксенчен укçа пуçтарнă имӗш. Çав плащ-палаткăран тухса тăракан автан ури яка та кукăр çул çине илсе çитернех пулмалла...

 

МИТЯАДИ.

Ульяновск хули

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: