Сувар

Асамлă чăрăш çинчи ачасен ӗмӗчӗсем пурнăçланаççӗ

Хӗл Мучи вырăнӗнче ТР Президенчӗ тата ыркăмăллăхçăсем

Пӗлтӗр декабрьте Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов «Ӗмӗтсен чăрăшӗ» ыркăмăллăх акцийӗнче хутшăннă. Вăл чăрăш çинчен илсе вуланă открыткăсен хушшинче Чистайри Айгуль çырăвӗ те пулнă. Хӗрача тахçанах «Ак Барс» хоккей клубӗн вăййинче пулса курасшăн пулнă. Унăн ӗмӗчӗ январӗн 7-мӗшӗнче тулчӗ, вăл «Ак Барс» - «Металлург» вăййине курчӗ.
Данис Зариповпа пӗрле Айгуль шайбăна символла пăр çине пăрахнă (вбрасывани тунă). Вăйă хыççăн инвалид коляски çинче ларакан хӗрача Хусанти хоккеристсемпе тӗлпулнă.

Рустам Минниханов Тутарстанри темиçе ачан ӗмӗтне тултарнă ӗнтӗ. Çапла 11 çулти Амирхан Садыков вертолетпа вӗçсе курнă, Елабугăри 65 çулти Данис пушар хуралӗн чаçӗнче пулса курнă, Нурлатри 7 çулхи Кирилл Президентран планшет илчӗ. 2020 çулта Çырчаллинче пурăнакан пӗчӗк Радмира тата унăн йăмăкне «Бегишево» аэропортӗнче экскурси кăтартнă.

«Ӗмӗтсен чăрăшӗ» акци 2019 çулхи декабрӗн 3-мӗшӗнчен пуçласа 2020 çулхи февралӗн 29-мӗшӗччен иртет. Çак вăхăт хушшинче пӗтӗм Раççейпе ашшӗ-амăш тимлӗхӗсӗр е сахал тупăшлă çемьесенче пурăнакан ачасен, çавăн пекех сусăр ачасемпе 60-тан иртнӗ пенсионерсен 2000 ӗмӗтне пурнăçлама палăртнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: