Сувар

Атӑл тасалма тытӑннӑ

ТР Строительство министерствипе пӗрле экологсем 8 тасату сооруженийӗнче юсав ирттереҫҫӗ

 

Тутарстанӑн Экологипе Вӑрман хуҫалӑхӗн министерствисем ҫулталӑка пӗтӗмлетекен коллегийӗсене пӗрле ТР наукӑсен академийӗнче ирттернӗ. Малтан ТР экологи министрӗ Александр Шадриков доклад тунӑ.
Ун сӑмахӗсемпе ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен ведомствона 2019 ҫулта граждансем 14 пине яхӑн ҫӑхав ҫырнӑ, вӗсем тӑрӑх ирттернӗ 6000 тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗпе ҫутҫанталӑк законодательствине пӑснӑ 5600 тӗслӗхе палӑртнӑ, 1,5 млрд тенкӗлӗх сиенрен сыхласа хӑварнӑ. Правона сыхлакан органсемпе пӗрле 29 уголовнӑй ӗҫ пуҫарса 80 млн тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ. Ҫак кӑтарту пӗлтӗрхинчен 44 процент ытларах. Муниципаллӑ йӗркеленӳсемпе пӗрле 1600 саккунсӑр свалкӑна хупласа тирпейленӗ.
Министр сӑмахӗпе, шыв илекен скважинӑсемпе лицензисӗр усӑ курас ыйту ҫивӗч пулнине палӑртнӑ. Ҫак ыйту татӑлсан республикӑри халӑха таса шывпа тивӗҫтересси ҫӑмӑлланать. Паянхи кун 1306 водозаборӑн лицензи пур, пӗлтӗр 66-шне ял хутлӑхӗсем валли, 97-шне сад-пахча юлташлӑхӗсем валли тутарнӑ.
Александр Шадриков "Экологи" нацпроекта пурнӑҫласа "Атӑла сыватасси" федераллӑ проекта хутшӑнни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Регионри программа тӑрӑх 2024 ҫулччен 22 шыв тасатакан сооружение юсаса ҫӗнетмелле. ТР Строительство министерствипе пӗрле экологсем 8 тасату сооруженийӗнче юсав ирттереҫҫӗ.
ТР Вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗ Равиль Кузюров пӗлтӗр 2,5 пин гектар ҫинче Вӑрман лартни ҫинчен пӗлтернӗ.
Тутарстанра экологи вӗрентӗвӗ аталанса пынине те палӑртнӑ ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, РФ экологи министрӗн ҫумӗ, ҫӗршыври Вӑрман хуҫалӑхӗн агентствин ертӳҫи Сергей Аноприенко хутшӑннӑ коллегире. Паянхи кун республикӑра 103 эковӗрентӗвӗн центрӗ ӗҫлет, 1 тата 5 классем валли вӗрентӳпе методика пособийӗсем кӑларнӑ. Малалла 2 тата 6 классем валли кӑларма палӑртаҫҫӗ. Юннатсен юхӑмӗсене чӗртеҫҫӗ.
Экологи ыйтӑвӗсене вӑхӑтлӑх татса памалла. 2024 ҫул тӗлне Хусан таврашӗнчи полигонсем тулса ҫитеҫҫӗ. Малалла мӗн тумалла?
Ҫӳпӗ-ҫапӑ ҫунтаракан завод ҫинчен Президент хӑй каланӑ. Рустам Минниханов сӑмахӗсемпе, хальлӗхе унран сиенсӗртерех меслет тӗнчере ҫук. Ҫапах экологсем проекта  никама пӑхӑнман тепӗр экспертиза витӗр кӑларма тытӑннӑ.
"ТР Тава тивӗҫлӗ экологӗ" хисеплӗ ята коллегире Фатих Сибагатуллина тата Оксана Колесовӑна пани ҫинчен те пӗлтерет республикӑри экологи министерствин пресс-служби.

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: