Сувар

Çемье фестивалӗнче пирӗннисем нумайччӗ

«Нечкэбил» конкурсăн финалӗ Хусан хулинче ноябрӗн 22-мӗшӗнче иртет. Унта хутшăнма камсем тивӗçни хальлӗхе паллă мар-ха

Тутарстанра пурăнакан чăвашсем юлашки çулсенче республика шайӗнчи тӗрлӗ мероприятисене хастар хутшăнни çав тери савăнтарать. Йăхташăмăрсем нумай çӗре хутшăнаççӗ кăна мар, çӗнтереççӗ те, хамăр халăхăн чысне тивӗçлипе хӳтӗлеççӗ.
Республикăра 2004 çултанпа иртекен «Нечкэбил» амăшлăх илемӗпе çемье конкурсне те чăвашсем хастартарах хутшăнма тытăнчӗç. Виçӗмçул унта Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Упире пурăнакан Наталья Куракина, пӗлтӗр Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнче пурăнакан Раиса Квакова хутшăннăччӗ, кăçал вара тӳрех виçӗ маттур чăваш хӗрарăмӗ хăйсен çемйисемпе ăмăртма кăмăл тунă.
Вӗсем: Тамара Петрова (Пăва районӗ), Татьяна Максимова (Аксу районӗ) тата Мария Кузнецова (Алексеевски районӗ). Конкурса хутшăнас текенсенчен заявкăсемпе кирлӗ документсене çуркуннех пуçтарнă. Тӗрлӗ тӗрӗслевсем витӗр тухма тивнӗ «Нечкэбила» хутшăнакансен. Ку уйăхра вара конкурсăн çурма финалӗ иртрӗ. Йăлана кӗнӗ тăрăх, çурма финала çемьесен фестивалӗ пек ирттереççӗ. Кăçал унăн теми – «Пирӗн картиш – ырă кӳршӗсен территорийӗ». Ахальтен мар çакăн пек ят панă фестивале: ара, ялта-тăк – тăван урампа, хулара-тăк – пӗр картишпе çыхăннă савăнăçлă самантсем пирӗн кашнийӗнех пур. Ачалăхри туссемпе пӗр картишре вылянă эпир, пӗрремӗш юратупа çыхăннă ырă асаилӳсем те унпах çыхăннă. Тăван картиш вăл – хăйне пӗчӗк тӗнче, эпир кӳршӗсемпе килӗштерсе пурăнма, кирлӗ чух пӗр-пӗрне пулăшма ăнтăлатпăр...


Конкурса хутшăнакансен йышӗ пысăк пулнипе фестиваль икӗ çӗрте иртрӗ: сентябрӗн 14-мӗшӗнче – Менделеевски районӗнче, сентябрӗн 21-мӗшӗнче – Хусанта.  Палăртса хăвармалла: кăçал конкурса Тутарстанăн 33 районӗпе Хусан хулинчен обществăра авторитет çӗнсе илнӗ, пуриншӗн ырă тӗслӗх пулса тăнă 50 яхăн çемье хутшăнать. Чăваш çемйисем пурте Хусанти фестивале килнӗрен В.Ленин ячӗллӗ Культурăпа кану комплексне «Сувар» хаçат ӗçченӗсем те çитсе курчӗç. Хусана республикăн 20 районӗнчен 32 çемье килнӗччӗ.
Фестивале хутшăнакансене ТР Премьер-министрӗн çумӗ, Тутарстанри Çемьесен фестивалӗн йӗркелӳ комитечӗн председателӗ Лейла Фазлеева, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Татьяна Ларионова, ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи ЗАГС Управленийӗн ертӳçи Гульшат Нигматуллина, «Под крылом семьи» регионти обществăлла организацин ертӳçи Изольда Жуйкова тата ыттисем саламларӗç. Унтан сцена çине пӗрин хыççăн тепри «Нечкэбил» амăшлăх илемӗпе çемье конкурсне хутшăнакан хӗрарăм-аннесем тухрӗç. Мӗнле наци çынни кăна çук иккен вӗсен хушшинче: вырăс, тутар, чăваш, мăкшă, удмурт... Куракансене кашни хутшăнаканăн çемйипе паллаштарнă хыççăн мероприяти малалла хăнăхнă пек сцена çинче мар, фойере малалла тăсăлчӗ.  


Конкурсантсем тулăх сӗтел, ятарлă программа хатӗрленӗ. Куракансемпе жюри пайташӗсем кашнинех тимлӗн пăхса хакларӗç. Чăваш çемйисем валли уйăрнă площадкăсем юнашарччӗ. Пӗрин хыççăн тепри Кузнецовсем «Сăра уявӗ», Петровсем «Акатуй», Максимовсем çемьери йăла-йӗркене ăнăçлăн кăтартрӗç, жюри пайташӗсене те ташлаттарчӗç.
Конкурса хутшăнакан чăваш хӗрарăмӗсемпе вулакансене кӗскен  паллаштарас килет.
Мария Кузнецова – Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнать, ялти Культура çуртӗнче хормейстер пулса ӗçлет. Мăшăрӗпе Олег Николаевичпа 1985 çулта çемье çавăрнă та пӗрле виçӗ ывăлпа пӗр хӗр ӳстереççӗ. Аслисен хăйсен çемйисем пур ӗнтӗ, чи кӗçӗнни Данила 15 çулта. Тăватă мăнук вӗсен. Кузнецовсен çемье девизӗ: «Пирӗн çемье – пирӗн пуянлăх». Мария каланă тăрăх, çемье вăл – нумай ӗç, пӗр-пӗрне тӗрев пани, йăлт йӗркеллӗ пултăр тесе ырми-канми тăрăшни. Анчах та пӗччен телейлӗ пурăнма май çук, çавăнпа та çемье вăл – пысăк телей.
Марийăна фестивальте пулăшма пӗтӗм ялӗ пуçтарăнса килнӗ тейӗн – илемлӗ чăваш тумӗллӗ чăвашмайнисем питӗ йышлăнччӗ.
Тамара Петрова – Пăва районӗнчи Чăваш Киштек ялӗнче пурăнать.  Культура çуртӗнче илемлӗх ертӳçинче тăрăшать. «Сувар» вулаканӗсем Тамарăпа унăн мăшăрӗ Федор пирки пӗрре мар хаçатра вуланă ӗнтӗ, эпир ирттерекен конкурссене те хастар хутшăнаççӗ вӗсем. Килте кăна мар, ӗçре те яланах юнашар Петровсем – Федор ялти Культура çурчӗн заведующийӗ. Тамарăпа Федор икӗ ывăл çуратса ӳстернӗ, паянхи кун тăватă мăнукпа савăнаççӗ.


Малтан Тамара чăвашах пуль тесе шутланăччӗ, тап-таса калаçать-çке. Анчах апла мар иккен. Балтаси районӗнче çуралса ӳснӗ удмурт хӗрӗпе Пăва тăрăхӗнчи чăваш каччи Елабугăри культурăпа çутӗç училищинче вӗреннӗ чух паллашнă та вӗсен пурнăç çулӗсем яланлăхах пӗрлешнӗ. Петровсем икӗ халăхăн – чăвашсен тата удмуртсен – йăли-йӗркине пăхăнса, хисеплесе пурăнаççӗ. Ачисемпе мăнукӗсем те хăйсем пекех пултаруллă. «Ачасем, мăнуксем, юратнă мăшăр, юратнă ӗç пур – телейлӗ пулма тата мӗн кирлӗ?» – тет Тамара. Çемьесен фестивальне Петровсене тӗрев пама Чăваш Киштекӗнчи ачасен «Туслăх» коллективӗ килнӗччӗ.
Татьяна Максимова – Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче пурăнать. Ун пирки те пирӗн хаçата тимлӗ вулакансем аван пӗлеççӗ. Мăшăрӗпе Михаилпа пӗрле Татьяна пилӗк ачана усрава илнӗ. Ахаль аттепе анне кăна та мар вӗсем – усрав ачасене ӳстерекен профессиллӗ аннепе атте. Ун пеккисем республикăра та сайра.
Татьяна Саврăшпуçӗнчи библиотекăра тăрăшать. Максимовсен хăйсен те тăватă ача – виçӗ ывăлпа пӗр хӗр, аслă ывăлӗсем халӗ хăйсем те çемьеллӗ ӗнтӗ. Çапах та тăлăх ачасемшӗн те вӗсен чӗрисенче атте-анне юратăвӗ çителӗклӗ, вӗсене те тăван ачисем пекех юратаççӗ. Çемьене ют ачана йышăннă-тăк, урăхла пулма та пултараймасть Максимовсемшӗн – вăл хамăрăн! Инвалид, шанчăксăр ачасенчен йӗркеллӗ çынсем ӳстерме пултарнă Татьянăпа мăшăрӗ умӗнче пуç таяс килет. Мӗн чухлӗ тăрăшулăх, чăтăмлăх кирлӗ вӗт нумай ача ӳстерме.
Максимовсем пирки нумай çырма пулать. Еплерех пултаруллă, хуть мӗнле ӗçе те тӗплӗ тума хăнăхнă, йăла-йӗркене тӗпе хурса пурăнакан çемьен черетлӗ çитӗнӗвӗсемшӗн савăнсах тăратпăр ялан. Вӗсем фестивале хăйсен йышлă çемйипе килнӗччӗ, кун пек мероприятисене çӳреме Максимовсене ютсем кирлӗ те мар – хăйсемех нумайăн, юрлама-ташлама та пултараççӗ.
Çемьесен пултарулăхне жюри тӗрлӗ номинацисемпе хакларӗ. Кузнецовсемпе Максимовсем «Халăх йăли-йӗрки», Петровсем «Халăх уявӗ» номинацисен дипломӗсене тивӗçрӗç. Тамара Петрова фестиваль шайӗнче ирттернӗ «Аван çемьесен пурнăçӗ» сочиненисен конкурсӗн, Татьяна Максимова «Тавах, Анне!» фотопроектăн çӗнтерӳçисен йышне лекрӗç. Михаил Максимов фестивалӗн ятарлă «Ашшӗ капиталӗ» номинацийӗн çӗнтерӳçи пулнине палăртма та кăмăллă.
«Нечкэбил» конкурсăн финалӗ Хусан хулинче ноябрӗн 22-мӗшӗнче иртет.  Унта хутшăнма камсем тивӗçни хальлӗхе паллă мар-ха. Йӗркелӳ комитечӗпе жюри çак кунсенче лару ирттерсе финала камсем тухнине палăртӗ. Конкурсăн пӗтӗмлетӳллӗ тапхăрне чăвашсем те лекессе шанса тăратпăр. 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: