Сувар

Чистай тата Анат Кама Епархийӗн епископӗ Игнатий ыйтусем çине хуравлать

Ырă кун пултăр, Игнатий владыка! Ман сирӗн пата икӗ ыйту пур. Ача пăрахни питӗ пысăк çылăх, шел, нумай хӗрарăм аборт тăвать. Калăр-ха, тархасшăн, мӗн тумалла çак çылăха каçарттарма? Тата ача пăрахнăшăн çылăхӗ амăшне кăна тивет-и е ашшӗн те явап тытмалла? Иккӗмӗш ыйту: çын вилсен асăнмалли кунсем пур. Çак йăлана тытса пыратпăр-ха, анчах 3, 9, 20, 40-мӗш кунӗсене мӗншӗн асăннине ăнлансах пӗтерейместӗп. Мӗн пулса иртет çын чунӗпе çак кунсенче? Наталья.Аксу районӗ.

Владыка сăмахӗ
АЧА  ПĂРАХНИ – АШШӖПЕ  АМĂШӖН  ÇЫЛĂХӖ
– Наталья, эсир тӗрӗсех çыратăр: ача пăрахни – питӗ пысăк çылăх. Нумай чухне хӗрарăм çак утăма пӗлмесӗр, шутламасăр тăвать. Намăсран хăраса хӗр пуççăн çылăха кӗрекенсем нумай. Çемьере те кун пекки пулать. Нумай чухне арçын хистенипе хӗрарăм аборт тăвать. Хăш чухне арçыннăн çылăхӗ пысăкрах та, мӗншӗн тесен вăйпа мăшăрне е савнине çак утăма тутарать. Ача пăрахни – чи пысăк çылăхсенчен пӗри. Пепке хырăмра тӗвӗленнӗ  чухнех Турăшăн çын. Çавăнпа аборт туни çын вӗлернипе тан. Хӗрарăм ача пăрахнăшăн кулянать-тӗк, апла унăн совеçӗ пур, çылăх тунине ăнланни çăлăнас шанăçа ӳстерет. Ӗлӗкрех чиркӳ авалхи канонсене пăхăнса хырăм пăрахнă хӗр-хӗрарăмсене çветтуй причасти илме 10 çул хушши ирӗк паман. Халӗ ун пек йăлана пăрахăçланă. Пачăшкă ача пăрахнă хӗрарăма çылăх каçарттарса (исповедь) епитимья тытма хушать. Аборт тунине туххăмрах каçарттаракан кӗлӗ çук, тăтăш кӗл тумалла. Чире е тӗрлӗ ăнсăртлăха пула хырăм ӳкнишӗн вулакан кӗлӗ пулăшаймасть. Ача пăрахнăшăн кулянаканăн малашне ача çуратмаллах, «жена ... спасается через чадородие, если пребудет в вере, и любви, и в святости с целомудрием» тенӗ (1Тим.2:14-15). Ача çурални Турă пил панине пӗлтерет. Енчен те хӗрарăм урăх ача çуратаймасан, çапах унăн аслă ачисем пулсан, унăн чунтан-вартан хăйӗн ачисене çак çылăха тума чарма, çылăх сăнчăрӗ татăлтăр тесе тархасламалла. Пурнăçра чăтса ирттерни, чунтан хурланни, тепӗр çынна çак çылăха тума чарни, чиркӗве çӳресе кӗл туни урлă çăлăнăç çитет. Ача пăрахрăр пулсан чиркӳре хӗрес туянăр та ăна унтах хăварăр. Чиркӳ ăна кайран пӗр-пӗр ачана шыва кӗртнӗ чух парать. Çук пурнăçа пула ачине пăрахма шутланисене пулăшăр. Çапла çын пурнăçне çăлса хăварни сирӗн çылăха каçарма пулăшӗ. Турă вăл чунтан-вартан куляннине, çылăха шутламасăр тунине тата эсир тӳрӗ çул çине тăрса çынна йăнăш утăм тăвасран сыхланине курать.  
Тепӗр хут калатăп, ача пăрахнăшăн ашшӗ те, амăшӗ те çылăхлă. Сăмах кунта ача пăрахни çын вӗлерни тата вӗлерме хистени çинчен пырать.  
Виçӗ хутчен Турăпа тӗл пулать
Çын вилсен ăна асăнмалли йăлана пурте пăхăнса тытса пыраççӗ. Анчах сахалăшӗ чăн пӗлтерӗшне пӗлет. Çын вилсенех виçӗ кун хăйӗн Ангелӗпе пӗрле çӗр çинче çӳрет, пурăннă чух çитсе курма ӗмӗтленнӗ вырăнсене курса çӳрет. Америкăна кайма ӗмӗтленсе пурăннă-тăк, унта кайса килет, тинӗс хӗррине каяс тенӗ – унта çитет. Вилнӗ хыççăнах чуна, çӗр çинче мӗнле пурăннине кура, асап е савăнăç кӗтет. Икӗ кун чун ирӗклӗхпе савăнса çӳрет. Виççӗмӗш кун чун урăх облаçсене лекет, пӗрремӗш хут Турă умне тăрса пуç çапать. Енчен те унăн тăванӗсем чиркӗве асăнма апат-çимӗç кайса пачӗç, килӗнче тăванӗсене асăнма пуçтарчӗç пулсан унăн Турă хăйне каçарас шанчăк çуралать, çăмăллăх туять мăнтарăн. Мӗншӗн тесен уншăн кӗл тăваççӗ. Ангел ăна чун ӳтрен уйрăлнă чухнехи пек  çăмăллăх тепӗр хут парать. Чӗрӗ çын чуншăн хурланса ӳкӗнме пултарать, вилни хăйшӗн ыйтаймасть. Акă мӗншӗн виççӗмӗш кун вилнӗ çынна асăнса уншăн кӗл тумалла. Виççӗмӗш кун пытарнипе çеç çыхăнман çак йăла. Паллах, чи малтан Иисус Христос чӗрӗлсе тăнипе пӗлтерӗшлӗ виççӗмӗш кун.   
Кайран ултă кун чун тӳпере çветтуйсем пурăнакан вырăнсене, çăтмах илемне курса тӗлӗнсе çӳрет. Çӗр çинче пурăннă чух Турра манса кулленхи кун ырлăхӗсемшӗн ытларах тăрăшнишӗн кулянать тет. Тăххăрмӗш кунӗнче чун тепӗр хутчен Ангелсем пулăшнипе Турра пуç çапма хăпарать. Тăххăрмӗш кун чиркӳре кӗл туса асăнсан çылăхлă чуна пулăшу пулать. Çапла асăнса, кӗл туса эпир Турăран мӗскӗне каçарма ыйтатпăр.
Çакăн хыççăн Турă Ангелсене чуна тамăка, çӗр çинче хăрушă çылăхсем, çын вӗлерекенсем асапланакан вырăна леçме хушать. Темтӗр хăрушă тет унта, чун хăрать тет. Тӗрлӗ асаппа нушаланакансем хушшинче чун вăтăр кун тамăкра çӳрет. Чăвашсен 20 кунне те асăнас йăла пур. Ку 40 кунăн çурри, каллех ӗнтӗ чуна пулăшу кӳрес тӗллевпе ирттерекен асăну.  
40-мӗш кун чун каллех Турă умне пуç çапма тата унăн судне илтме килет. Шăп çак кун унăн леш тӗнчери шăпи палăрать. Акă мӗншӗн 40-мӗш кун вилнӗ çынна асăнса уншăн çылăхӗсене каçарма  тархасласа Турăран ыйтмалла, чиркӗве асăнма кайса памалла.   
Çулталăкне асăнни – литурги циклӗн чи пысăк çаврăмне пӗлтерет. Православипе вилнӗ хыççăн çулталăк иртни – чуншăн ӗмӗрлӗх пурнăçшăн çуралнă кун пулса тăрать.
Кашни асăнмассерен чун Турă патне çывхарса пырать. Вилнӗ тăванăра пулăшас тетӗр пулсан кӗл тăвăр, чиркӗве çӳрӗр.
Турă пилӗ сирӗнпе пултăр!
 
Чистай тата Анат Кама епископӗ Игнатий.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: