Сувар

Çитес çул республикăмăр ӗмӗрхи юбилейне уявлӗ

Пӗлтӗр Раççей Президенчӗ Владимир Путин пирӗн республикăн 100 çуллăхне федераллă шайра уявласси çинчен калакан Указ çине алă пуснă.

Рустам Миннихаов 2020 çула ТАССР 100 çул тултарнине халаллани çинчен пӗлтерчӗ. Çакăн çинчен Президент паян ТР Паташалăх Канашӗ умӗнче çулсерен тăвакан Посланийӗнче каларӗ.  

«Тутар АССР-ӗн çывхаракан 100 çулхи юбилейӗ пире республика пуçланса кайни, унăн паттăрла кун-çулӗ патне тавăрать тата пирӗн хальхи патшалăхлăх патне», – тенӗ Рустам Минниханов.  

ТАССР 2020 çулхи май уйăхӗнче никӗсленнӗ. Пӗлтӗр Раççей Президенчӗ Владимир Путин пирӗн республикăн 100 çуллăхне федераллă шайра уявласси çинчен калакан Указ çине алă пуснă.

Минниханов ăна çакăншăн тав турӗ. Çывăх вăхăтра юбилей мероприятийӗсен программи тапранмалла, унта халăхсем хушшинчи, федераллă соцаллă тата культурăллă проектсем, наука форумӗсем кӗреççӗ.  

 

«Çак ӗçе  пирӗн муниципаллă йӗркеленӳсем, предприятисем, организацисем, общество пӗрлешӗвӗсем, хыпар хатӗрӗсем, Тутарстанăн пултарулăх вăйӗсем явăçӗç. Эпир культура ӗçченӗсенчен паллă произведенисемпе ӗçсем кӗтетпӗр», – терӗ Рустам Нургалиевич.  

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: