Сувар

ЭЛЕКТРОНЛĂ ĂС-ХАКĂЛ ÇӖР ЧĂМĂРӖПЕ УТАТЬ

Чăваш Çӗршывӗ çийӗн кăра çилсем вӗрнӗ чухне, пуçлăхне çӗршыв ертӳçи ӗçрен кăларса янă вăхăтра, лайăх хыпар тупма хӗнтерех пулнă хушăра – эпир «Яндекса» чăваш чӗлхине кӗртни çинчен пӗлетпӗр. Апла пӗтмест иккен! Тӗлӗнмелли тата савăналли сăлтав нумай. Пултартăмăр, апла-тăк, пурăнатпăр-ха! Çакнашкал çӗкленӳллӗ кăмăл-туйăмпа эпир нарăсăн 27-мӗшӗнче Шупашкара «Чăвашла Яндекса» хăтлама çул тытрăмăр.

Кăштах ăнлантарни те пăсмӗ. Раççейре пурăнакан пысăк халăхсен чӗлхисем, тӗрӗсрех каласан вӗсен вырăсла куçарнă предложенийӗсен, сăмах майлашăвӗсен, сăмахӗсен мăшăрӗсем интернета тахçанах кӗнӗ. «Яндекс-куçаруçă» ресурс вӗсене танлаштарма, шайлаштарма, тата семантика пӗлтерӗшӗ тăрăх йӗркипе вырнаçтарма пултарать. Çапла вырăсла çырнине чăвашла, чăвашла çырнине вара – «Янедкснăн» арчинче пур кирек хăш чӗлхе çине те куçарма пултарать. Енчен те вăл чӗлхери предложени мăшăрӗсем унта çителӗклӗ пулсан. Калăпăр, Шолоховăн  «Тихий Донне» тата унăн чăвашла куçарăвне илеççӗ. Çак икӗ романран пӗр пек предложенисен чăвашла тата вырăсла варианчӗсене тупса, вӗсене мăшăрласа системăна кӗртеççӗ. «Яндекс Куçаруçă» вӗсене хăйӗн «полкине» вырнаçтарать. Мӗн чухлӗ нумайтарах мăшăр предложенисем – куçару çавăн чухлӗ тӗрӗсрех пулать.

«Терминатор» фильма курнисем «искусственный разум» мӗн иккенне ăналанаççӗ, ку чухне компьютера е интернет-системăна «ăслăлатас» тесе темиçе çын тарланă. Тăрăшни сая кайман. Хальлӗхе «Яндексри» пирӗн сăмах пуххинче чăвашла-вырăсла предложенисен 300 пин мăшăрӗ пухăннă. Ăна энтузиастсенчен тăракан «Чӗлхе лабораторийӗ» çулталăк ытла шӗкӗлченӗ. Çапла хăш-пӗр, ку енӗпе маларах ӗçлеме пуçланă халăхсен, чӗлхе пуххисем 6-шар миллион предложение çитнӗ. Предложени, паллă, сăмах майлашăвӗсенчен тăрать, вӗсем – уйрăм сăмахсенчен. Эпир çак çулăн пуçламăшӗнче кăна-ха, апла-тăк йăлтах малта.

Камсем-ха вӗсем çак вышкайсăр пысăк ӗçе патшалăх пулăшăвӗсӗр тăвакансем? Тӗрӗссине каласан Чăваш Çӗршывӗнчен  ун пек пулăшăва кӗтсе илесси пирки питӗ иккӗленетӗп эпӗ. Влаçрисен ытти, куллен татса памалли ыйтусем те çителӗклӗ, кунта эсир хăвăр «чӗлхӗрпе» пăлханса çӳретӗр. Эпӗ ăнланатăп чиновниксене. Планра çук-тăк, бюджета кӗртмен-тӗк, авари мар-тăк, вӗсем сирӗн ыйтăвăр çине хăçан çаврăнса пăхасси паллă мар.

Пирӗн Пӳркел ялӗнче Белалттин ятлă предколхоз пурччӗ, ырă вырăнта вырттăр. Тӗрӗссипе каласан, вăл «Гигантăн» юлашки предколхозӗ пулчӗ, ун хыççăн агрофирмăсем кайрӗç. Миллионер-колхоз сӗт-çу, аш-какай туса илессине лайăх тытса пыратчӗ, тырри-чӗкӗнтӗрӗ те начар пулман. 98-мӗш çулти кризисран та ытлашши тăкаксемпе тухман эпир. Вăл вăхăтра комбайнсемпе тракторсем туянмалăх укçи пурччӗ хуçалăхăн, анчах Билалттин шкулпа клуба ытлашши пулăшсах каймастчӗ. Лешсем вăл пурлă-çуклă вăхăтра юхăнман мар ӗнтӗ. Ак пӗр вăхăтра Мингазовăн «Ваминӗ» районти мӗн пур вăйлă колхозсене «хăй айне» тума тытăнчӗ. Реорганизаци. Пирӗн предколхоза та улăштарчӗç. Ытла ан шавлатăр тесе-и, ăна предсельсовета лартрӗç. Ун чухнехи ял канашӗн председателӗн влаçӗ пур та, укçи çук, халӗ вӗсем пурте «Шевролепе» çӳреççӗ. Хайхи «çӗр çине» антарнă Белалттин ларать тет пӗр канашлура ӳкӗнсе: «Колхозра чухне мӗншӗн шкулпа клуба пулăшмарăм-ши?..» – тесе. Этем нумай чухне кайран кăна ăнланса илет çав ун пек, тепӗр тесен куç умӗнче выртаканах япаласене.

Наци библиотекинчи хăтлавра 2011-2016 çулсенче ЧР вӗрентӳ министрӗ пулнă Владимир Иванова, 2016-2018 çулсенче вӗрентӳ министрӗнче ӗçленӗ Юрий Исаева курсан каштах тӗлӗнтӗм. Халӗ вӗсем урăх вырăнсенче ӗçлеççӗ, Николай Плотников йӗркеленӗ ӗçлӗ ушкăна укçа-тенкӗпе вӗсем пулăшса пыраççӗ иккен. Мана тӳрех Белалттин аса килчӗ. Паллах, вӗсем те министрта чухне нумай кирлӗ ӗç турӗç, анчах хăйсем пысăк пуçлăхра чухне çăмллăнах хутласа яма пултарнă вӗт çак ӗçе те. Юрать-ха халӗ ку авторителă ертӳçӗсем пирӗнпе пӗр шухăшлисен ретӗнче. Апла-тăк çӗнтеретпӗр! Çӗнтеретпӗр интернетри пушăлăха, пуласлăхри паллăмарлăха, килес ăру валли ӗмӗт хăваратпăр. Мӗншӗн тесен хальхи ачасем, каçарăр, тухса ӳксенех смартфон ярса тытаççӗ. Телефонпа интернетра ӗçлесе укçа туса илме пулать-тӗк, вăл тупăш инструментне çаврăнать. Виртуаллă уçлăхра чăваш чӗлхи ыттисемпе тан пулаймасан – унăн ӗмӗрӗ кӗскелесси паллă. Çавăнпа та васкамалла. Библиотекăрьсен те, шкул учителӗсен те, институтра вӗренекенсен те волонтер пулса хутшăнсан пăсмӗччӗ çак ӗçе. Тӗрӗссипе вăл тахçанах патшалăх рельсисем çине тăратмалли япала.   

Çитӗнӗвӗн хăтлавне «Чăваш чӗлхи – тӗнче уççи» ят панă. Унта нумай ăслă та пултаруллă çын тухса тӗрс те кирлӗ сăмахсем каларӗ. Пулăшу сахал-ха, калаçакансем ытларах. Мускавсемпе хусансен делегацийӗсемсӗр пуçне укçан пулăшу кӳрекенсем тупăнсах каймарӗç çак кун, тата паллах, Чăваш Наци Конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр пулăшать Плотников командине. Айккинче юлас марччӗ, ку пурне те пырса тивет. Чи малтан пирӗн пуласлăха. Пӗлетӗп, «Чăлхе лабораторине» пулăшни харама каймасть. Ытти халăхсемпе тан пулни (çав шутра чӗлхе аталанăвӗпе те) çынсене хăйсен чӗлхиппе, культурипе мăнаçланма сăлтав парать.
Çак тӗлпулу пирӗн вăйсене пӗрлештерессе шанатăп. Унсăрăн Глобализаци пире каллех кӗтессе хӗстерсе хурас хăрушлăх пысăк. Чăваш чӗлхи унăн тимӗр сăнчăрӗсене татмаллах. Пирӗн ăру тумасан çакна урăххисем мехел çитереймӗç тетӗп.   

Николай Плотников мана хушăран Чемен паттăра аса илтерет. Кирлӗ мар çӗре хӗсӗнсе çӳремест, кирлӗ чухне ӗçе унран лайăхрах тăваканни çук. Нумай çул вăхăтне шеллемесӗр «Чăваш халăх сайтне» тытса пырать. Пирӗн хаçатăн пӗрремӗш сайтне те вăлах хутласа яма пулăшрӗ. Мухтав ăна. Манран килнӗ пулсан, çак çитӗнӳшӗн ăна Чăваш Республикин Патшалăх премине панă пулăттăм. Николайăн «Сбербанкпа» çыхăннă телефонӗн номерӗ 89050276137.

Константин МАЛЫШЕВ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: