Сувар

Хӑтаруҫӑсем Минниханова Тутарстан Президенчӗн суйлавӗсене хутшӑнма ыйтнӑ

Политикӑпа экономика лару-тӑрӑвӗ, республика чечекленӗвӗ – пурте килӗшеҫҫӗ пуль тесе шутлатӑп –Тутарстан ертӳҫисен тивӗҫӗ

Правительство Ҫуртӗнче республикӑри пушар-прикладной спортӑн сборнӑйне чысланӑ.

Командӑна кӗрекенсем Рустам Минниханова хӑйӗн кандидатурине 2020 ҫулхи кӗркунне иртекен Тутарстан Президенчӗн суйлавӗсене тӑратма ыйтнӑ.
Команда шухӑшне Раҫҫей МЧС-не кӗрекен 35 номерлӗ ФПС ятарлӑ управленин пушарпа хӑтару чаҫӗн ҫар тата физподготовка инспекторӗ Игорь Сысоев пӗлтернӗ.
"Команда сирӗн Тутарстан Республикин Президенчӗн должноҫӗнчи ӗҫӗре ырлать. Политикӑпа экономика лару-тӑрӑвӗ, республика чечекленӗвӗ – пурте килӗшеҫҫӗ пуль тесе шутлатӑп –Тутарстан ертӳҫисен тивӗҫӗ. Ҫавӑнпа ҫывхаракан суйлавсенче Сире кандидат пек курас тетпӗр" , – пӗлтернӗ Сысоев.
Рустам Минниханов паян 2020 ҫулхи хӗллехи  Раҫҫей чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ республикӑн пушарпа хӑтару спорчӗн командине чысланӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Тутарстан хӑтаруҫисем спортӑн ҫак тӗсӗпе 2018 ҫулта та чемпионсен ятне ҫӗнсе илнӗ, 2019 ҫулта чемпионатӑн кӗмӗл призерӗсем пулса таврӑннӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: