Сувар

«Пирӗн Çӗнтерӳ кунӗн» эстафетине паян Тутарстан илчӗ

Историре пӗрремӗш хут «День Победы» юрă Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсен чӗлхипе янăрать. Марафона кашни кун пӗрер регион хушăнать. Самарăран эстафетăна паян Тутарстан илчӗ.

РФ Президенчӗн Атăлçи тăрăхӗнчи Полномочилле представителӗ пуçарнипе пурте лайăх пӗлекен, 45 çул каялла пӗрремӗш хут янăранă  легендарлă «День Победы» юрра (авторӗсем Давид Тухмановпа  Владимир Харитонов) Атăлçи тăрăхӗнчи халăсем хушшинче «Пирӗн Çӗнтерӳ кунӗ» юрă марафонне пуçарчӗ. Историре пӗрремӗш хут çак юрă Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсен чӗлхипе янăрать. Марафона кашни кун пӗрер регион хушăнать. Самарăран эстафетăна паян Тутарстан илчӗ. Тутарстанăн паллă юрăçисем Венера Ганеева, Альфиспа Эльвира Галиуллинсем,  «Голос. Дети» проекта хутшăннă Айгуль Валиуллина культура институчӗн преподавателӗсемпе, магистрӗсемпе тата доценчӗсемпе пӗрле Культурăпа искусствăсен институтӗнче тата Хусан Кремлӗ патӗнчи Мусса Джалиль палăкӗ умӗнче юрлаççӗ.

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче пирӗн 100 çул тултаракан республика тылри базăсенчен пӗри пулнă. Вăрçă вăхăтӗнче кунта 70 фабрикăпа завод куçса килнӗ, эвакуацие лекнӗ 226 пин çынна хӳтлӗх панă, 50 ытла çар госпиталӗ йӗркеленӗ,  унта 334 пин салтака  сипленӗ, 100 пин ытла Тутарстан çынни орденсемпе медале тивӗçнӗ, 180-шӗ Совет Союзӗн Геройӗ ятне илнӗ, ку йышра чăвашсем те сахал мар. Фронта кайнă 700 пин ытла çынран кашни иккӗмӗш таврăнман. Аудио-видеороликсене республикăри массăллă хыпар хатӗрӗсемпе тата социаллă сетьсенче #песнипобедыПФО #нашденьпобеды  хештегпа кăтартаççӗ.

Реклама

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: