Сувар

Пурăннă пулсан 85 тултармаллаччӗ

Хальхи чăваш литературинче вăл тимӗрçӗ-поэт пек палăрчӗ

ЧĂН-ЧĂН ПОЭТ
Григорий Тяманов-Акташ поэта тата журналиста «Сувара» тăтăш вулакансем астăваççех ӗнтӗ. Темиçе çул каялла çеç-ха унăн сăввисемпе поэмисем, статйисем хаçатăмăрта тăтăш пичетленсе пыратчӗç. Шел те, этем ӗмӗрӗ епле иртни сисӗнмест те – паян пур вăл, ыран – çук... Григорий Игнатьевич, 79 çул тултарса 80 çине пуснăскер, пиртен пилӗк çул каялла – 2014 çулхи августăн 2-мӗшӗнче – ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ. Пысăк талантлă калем ăстисенчен пӗрне яланлăхах çухатрăмăр...
Аксу районӗнчи Кивӗ Киремет ялӗнче çуралса унтах ӗмӗрне ӗмӗрленӗскер, Хусанта «Сувар» хаçат тухма пуçласанах пирӗн редакципе туслашрӗ. Хăй çырнисене почта урлă та яратчӗ, Хусанта пурăнакан кӗрӳшӗ Рамиль Хасанов та час-часах шурсухал хайлавӗсене редакцие кӗртсе паратчӗ. Григорий Игнатьевич кашни çырăвӗнчех «Сувар» хаçат уншăн чун уççи, çывăх юлташ пулнине палăртатчӗ, ун урлă Тутарстанри ытти поэт-писательсен хайлавӗсемпе паллашма май пулнишӗн савăннине пӗлтеретчӗ. Хăй çырнисене пичетленӗшӗн тав тăватчӗ.
Январӗн 7-мӗшӗнче Г.Тяманов çуралнăранпа 85 çул çитрӗ. Григорий Игнатьевич Тяманов-Акташ 1935 çулта Аксу районне кӗрекен Кивӗ Киремет ялӗнче çуралнă. Ялти шкулта тăватă класс вӗренсен Аксури шкула çӳресе çичӗ класс пӗтернӗ пулас поэт. Унтан икӗ çул ремесла училищинче, каçхи шкулта вăтам пӗлӳ илнӗ. Шăп çав ремесла училищинче вӗреннӗ чух çырма пуçланă та Кивӗ Киремет каччи: хăйӗн хайлавӗсене Хусанта тухса тăракан «Хӗрлӗ ялав» хаçата ярса панă. Самай сăвви пичетленнӗ унăн асăннă пичет кăларăмӗнче. Районти «Колхозная газета», Нурлатри «Туслăх» хаçатсенче тăрăшнă вăл. Аксу районӗнчи «Ял пурнăçӗ» хаçата кăларма пуçлакансенчен пӗри те вăлах. Анчах та юратнă ӗçӗпе сывпуллашма тивнӗ калем ăстине. Кун хыççăн мӗнле кăна йывăр ӗçре ӗçлемен-ши вăл: лесник те пулнă, тракторпа та чылай вăхăт ӗçленӗ, кирпӗч заводӗнче те нумай çул хушши тар тăкнă, тивӗçлӗ канăва тухсан тимӗрçӗре те тăрăшнă…
Çапах та калемне нихçан та аллинчен пăрахман – йӗрке хыççăн йӗрке çырнă шурă хут çине, ăна чăваш вулаканӗ патне çитерме тăрăшнă. Ӗмӗрӗпех тăван ялӗнче пурăннă сăвăç 2013 çулччен нимӗнле творчествăлла союзра та тăман. «Хам çырма вӗрентнӗ çамрăксем темле сумлă ятсем те илчӗç, тӗрлӗ союзсенче тăраççӗ, хам вара халӗ те ниçта та тăмастăп», – тенӗччӗ пӗррехинче Григорий Игнатьевич. Чаплă ят илес тесе нихçан та пуçлăхсене пуç çапман çав вăл, йăпăлтатса хыççăн та çӳремен. Телее, 2013 çулта Тутарстанра Чăваш наципе культура автономийӗ çумӗнче Чăваш çыравçисен союзӗ йӗркеленчӗ. Унта пухăннă çыравçăсем пӗр саслăн пулса çав союзăн пайташӗ пулнине ӗнентерекен 1-мӗш номерлӗ удостоверение Григорий Тяманов-Акташа парас терӗç. Ара, чăннипех тивӗçлӗччӗ вӗт вăл! Пирвайхи съезда, шел те, хăй пырайманччӗ. Çавăнпа та союз йӗркеленӗ çӗре хутшăннă ентешӗсем пуху хыççăн тӳрех çитерсе панă хаклă удостоверение Тяманов-Акташа. Акă мӗн çырса янăччӗ вăл çавăн хыççăн редакцие: «Майăн 31-мӗшӗнче манăн çуртра халиччен пулман савăнăç пулчӗ (ку маншăн çапла-тăр ӗнтӗ). Хапха умне темиçе çăмăл машина килсе чарăнчӗ. Кантăкран куртăм та урама чупса тухрăм. Кусем иккен чăваш çыравçисен пӗрремӗш съездне хутшăннă делегатсем. Çак делегаци района таврăнсан Кивӗ Киремете, ман пата килсе çитнӗ. Эпӗ чире пула съезда хутшăнаймарăм. Вӗсем паян тин йӗркеленӗ Тутарстанри Чăваш писательсен союзӗн 1-мӗш номерлӗ билетне мана пама килнӗ иккен. Урамра, мӗнпур çын умӗнче ыталаса, ăшă сăмахсем каласа çак хӗрлӗ билета мана ТР ЧНКА председателӗ Константин Геннадиевич Яковлев алăран тыттарчӗ. Çак вăхăтра эпӗ çак союз пуласса кӗтсе илеймесӗрех пиртен уйрăлса кайнă сăвăçа Николай Хайбуллович Паймуратова аса илтӗм. Эпир унпа питӗ туслăччӗ, мӗн чухлӗ тарăхса калаçса ларман-ши çак союза тăвас ӗмӗтпе? Санăн ӗмӗтӳ пурнăçланчӗ, Паймуратов тусăм! Акă вӗсем, ӗмӗте пурнăçа кӗртекенсем, паян мана та ыталаççӗ: мана та чăн-чăн поэт ятне çирӗплетекен, ӗмӗр кӗтнӗ документа параççӗ. Вӗсем: ТР ЧНКА председателӗ Константин Геннадиевич Яковлев, çак çӗнӗ союзăн пайташӗсем Виталий Николаевич Козлов, Валерий Александрович Мартынов (Туктар), Михаил Михайлович Краснов (Таркăн) поэтсем тата ыттисем те. Вӗсем маншăн та савăннă пек туйăнаççӗ...»
Григорий Тяманов-Акташ пек чӗлхе илемлӗхне туйса, сăвă виçине пӗлсе, çирӗп пăхăнса çыракан поэтсем çав тери нумай мар. Ун хайлавӗсене вулама тытăнсан вӗçне çитмесӗр те чарăнас килмест. Статйисемпе очеркӗсем пирки те çакнах каламалла. Çыннăн кăмăлне, пурнăçне ахаль сăмахсемпех витӗмлӗн усă курса ăнăçлăн уçса пама пӗлетчӗ вăл. Г.И.Тяманов-Акташăн пултарулăхне ятлă-сумлă çыравçăсем те пысăк хак панă, вулакан вара унăн кашни хайлавне ăшшăн йышăннă.
Григорий Тяманов-Акташ – çичӗ кӗнеке авторӗ. Çырма палăртса хунисем тата та нумайччӗ пултаруллă сăвăçăн, анчах… Ун хайлавӗсене халăх нихçан та манмӗ, çулсем иртсен те тыта-тыта вулӗ.
Вера АЛЕКСАНДРОВА.
Тямановсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
 
Г.Тяманов (сулахайра) В.Юдин çыравçăпа. 1961 çул, Хусан.
Г.Тяманов  мăшăрӗпе, Нина Петровнăпа, 2009 çул.
 
 
Григорий ТЯМАНОВ-АКТАШ
 
 АН ВĂРÇ-ХА МАНА…
 
Мăшăрăм, эс ан вăрç-ха мана
Тус-йышсем килсе çӳренӗрен:
Ирттересчӗ пурнăçа ăна
Тус-юлташ илемлӗх кӳнӗрен.
Вӗсемпе кӗрлетӗр ман кил-çурт,
Тавлашу та пулӗ, тен, хăш чух.
Эс хăшне-пӗрне ан илт, ан кур,
Ăссăр харкашу пирте вăл çук.
Туртăшни вăл – тӗрӗс ăс тупни.
Тӗрткелешни те – чăн юратни.
Хăш чух пулкалать те тав туни,
Вăл – хаваслăха çеç хăпартни.
Вӗренес килет ман пурăнма
Хамăртан та çамрăкрах йăхран.
Тавлашусăр çук чăнне тупма,
Мул та тупаймастăн çывăхран.
Çаксене шута илсен куллен
Кантăкран пăхатăп тӗмсӗлсе.
Чун-чӗре тапа пуçлать çемçен
Пӗр-пӗр тус ума тăрсан кӗрсе.
Килччӗрех ман тусăм-юлташсем,
Пурăнас килет вӗсем пулсан.
Ан тив чăнкăртатчăр черккесем
Ăслă калаçу хуçалансан.
Мăшăрăм, эс ан вăрç, пул хавас,
Пултăр саншăн та вӗсен ырри.
Ватăлсан кампа ман пурăнас?
Ман пуянлăхăм – вӗсем пурри!
 
ЛĂПЛАНТАР ЭС МАНА
Мăшăрăма
 
Ӗç ăнман кунсене
Çӗнтерме сăлăм çук;
Эп ялан вăйпиттиллӗ çын мар.
Чӗре çуннă чухне,
Чунăм тăвăннă чух
Эс мана сăмахпа лăплантар.
Астăватăн пуль-ха
Пӗр санпа тӗл пулма
Вун-вун çухрăм чупаттăм куллен.
Чечекри улăха
Эс тухаттăн курма
Çынсене курăнмасăр хуллен.
Сар чечек пуххи пек
Эп йăтаттăм сана,
Çавăраттăм çавра çил пулса.
Симӗс курăк – тӳшек,
Тӗшӗреттӗм ăна,
Хӗвел пек пит-куçна чуп туса.
Иртрӗ вăхăт – ан çун,
Телей кӳчӗ пире,
Ватăлма та паян çылăх мар.
Çав кунсем асра чух
Пăлханать çав чӗре,
Йăл кулса та пулин лăплантар.
Куштăрканă аллу
Шуçтăр питӗм çинче,
Шур çӳçе якатса тирпейле.
Шуçăм кӳнӗ куллу
Лăпкă мар кунсенче
Каллех йăттăр мана çӳлелле.
Эс пурришӗн хавас
Кӗлеткем те чӗрем,
Эс пуртан юн канмасть-ха, çӳрет.
Эс хуть те мӗн калаç,
Сассуна çеç илтем,
Вăл мана ырлăх-канлӗх кӳрет.
Халь чечек пуххи пек
Çӗклеме вăй çитмест –
Çавра çил вăхăтне манар мар.
Тӳшек мар ӗнтӗ тек
Симӗс курăк, кӗтмест.
Вăл кӗтмест, эс кăна лăплантар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (1)
Осталось символов:
  • 13 января 2020 - 16:28
    Без имени
    Лайах статья , юратсах вуласа тухрам. Пирен ялта сурална Георгий Тал-марса поэт тата драматург . артист синчен сырса калараймар-ши ? Унан пултарулахе Хусан хулипе тача сыханна. Сире хисеплесе--Иван Михайлович.