Сувар

Раҫҫей команди "ылтӑн" медальсем илесшӗн

Мала тухнисене укҫа премийӗсем парса хавхалантарӗҫ

Професси ӑсталӑхӗпе Хусана тупӑшма килнӗ Раҫҫей командине Тутарстан представителӗсем те кенӗ. Пирӗн сборнӑй мӗн пур ӑмӑртура ылтӑн медальсем илме палӑртать. 

 "Ӑмӑртусене питӗ пикенсе тата вӑрах, хатӗрлентӗм. Пуҫа ҫӗклемесӗр тесен те юрать. Команда хӑватне ҫӗклес тесе эпир ушкӑн пухӑвӗсене йӗркелетпӗр, кӑшкӑрмалли девизсене вӗренетпӗр",– тесе каланӑ Хусан представителӗ Оскар Арсланов. 

Паллах, WorldSkills Хусанта иртни пирӗн ӑмӑртакансем ҫине хушма яваплӑх тиет. 

"Инженерный дизайн САТ" компетенцире хутшӑнакан Ҫырчалли каччи Станислав Джуманязов та чемпионата нумай вӑхӑт хушши хатӗрленнине палӑртнӑ: "Ҫавӑн пек нумай хатӗрленсе те "ылтӑн" медаль илеймесен намӑс пулмалла. Вӑл манӑн пуласса эпӗ 100 проценчӗпех ӗненетӗп".

Реклама

Професси ӑсталӑхӗпе чемпионата мӑшӑрлӑ командӑсем те хутшӑнаҫҫӗ. "Ландшафт дизайнӗ" компетенцире вӑй виҫекен Станислав Козыревпа Глеб Плохотнюк Хусанпа Мускав хулисенчен. Ҫамрӑксем Командӑра ӗҫленин пӗлтерӗшне палӑртнӑ тата пӗр-пӗрне ҫур сӑмахран ӑнланнине. 

"Пирӗн компетенци ӑшне темиҫе тепӗр компетенци кӗрет. Ку вӑл йывӑҫпа, чулпа, тимӗрпе ӗҫлесси, плитка сарасси, маляр ӗҫӗ тата ытти те. Тӑватӑ кун хушшинче эпир пысӑк сад туса хатӗрлемелле. Пире 4х7 метрлӑ лаптӑк парӑнать. Ку вӑл пушӑ курупка, ун ӑшӗнче эпир хитре ӳкерчӗк тумалла",– тесе ӑнлантарнӑ Станиславпа Глеб.

Раҫҫей наци сборнӑйне WorldSkills-2019 чемпионатра ҫӗнтерме РФ Премьер-министрӗ Дмитрий Медведев та суннӑ. Мала тухнисене укҫа премийӗсем параҫҫӗ.

И.Кузьмина тата "Татар-Информ" сайтри сӑнӳкерчӗксем

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: