Сувар

Румыние ирӗке кăларнă танкиста Аксура пурте пӗлеççӗ

Вăл хăйӗн вӗрентекенӗ чăвашсен паллă прозаикӗ Ефрем Еллиев пулнишӗн халӗ те питӗ хӗпӗртет.

Сывă вăрçă ветеранӗ пур тенине илтсен, тӗлӗнетӗн, паллах. Вӗсем вӗт юлманнипе пӗрех. Пуррине пур-тăр та, утаймасть пуль ӗнтӗ, сывлăхӗсем хавшанă-тăр тесе шутлатăп Аксу районӗнчи культура управленийӗн пуçлăхӗпе пӗрле ветеран килне утнă май. Райцентрти ешӗл сайдингпа витнӗ икӗ хутлă çурт стени çинчен пире çирӗмри тата тăхăрвуннăри пӗр çын пăхса тăрать – унăн вăрçă тата пурнăç çулӗ Аксу тăрăхӗнчи нумай вӗренекен ăрăвӗшӗн легендăна çаврăннă ӗнтӗ – Елисей Мурзич Тимирясов.  


– Тӗн кӗменнисем эпир, çирӗклӗсем. Йӗрке çирӗпчӗ. Тӗне кӗменнисем тӗне кӗнисемпе хутшăнмастчӗç. Хӗреслӗ ялсенчен хӗр илмен, хӗр паман. Хăш-пӗр ялсенче халӗ те масарсе уйрăм. Ял пуçӗсене итлесе пыратчӗç. Пирӗн ялта çирӗп тăракан çынсем пурăнатчӗç. Телее, никама та раскулачить туса мăшкăлламарӗç. Пӗр пирӗн тăван пурччӗ, ăна та вилнӗ хыççăн кулака кăларчӗç, кирлӗ тесе. Хурчӗсене илчӗç, лашисене. Çавăнпа пӗтрӗ. Пӗр-пӗриншӗн çирӗп тăратчӗ ял халăхӗ.
Саврăшпуçӗнченччӗ ман асанне. Вӗсене тӗне кӗртсен, вӗсем тепӗр куннех 5-6 çемье пуçтарăнса вăрмана тарнă. Çӗнӗ Аксу ялӗ те йышăнман, – каласа памалли нумай 1923 çулхи çыннăн.

Фронта каиччен вăл Чăваш педагогика училищинче вӗреннӗ. Питӗ интереслӗ каласа пачӗ çав тапхăр çинчен. 1932 çулта уçăлнă Аксури педтехникумра (1937 çултан училище) ТАССР тата Самар облаçӗнчи чăваш ялӗсем валли пуçламăш клас учителӗсене хатӗрленӗ. 1500 ытла вӗрентекен специальность илсе тухнă унтан. 1956 çулта наци шкулӗсенче вырăс чӗлхипе вӗрентесси çине куçсан училищӗне хупнă.  

– Чăваш чӗлхипе литературине чăвашла вӗрентетчӗç. Малтан унта чăвашсем кăна вӗренетчӗç. Унтан, юлашки çулсенче вырăс класӗсем те хушăнчӗç. Преподавательсем питӗ вăйлăччӗ.
Ефрем Еллиев маншăн чи юратнă вӗрентекенччӗ. Унăн урокӗсем пӗринчен тепри интереслӗрех иртетчӗç. Вăл пире литература теорине вӗрентрӗ. Пысăк, хăватлă, мухтамалли çынччӗ. 1941 çулта августра вăрçа кайрӗ те таврăнмарӗ. Анчах та мана Кивӗ Илтрекьелӗнчи шкула мана вăл вырнаçтарса хăварчӗ. Çапларах манăн педагог карьери пуçланчӗ. Математикра тăрăшрăм, – тет ӗç тапхăрӗ пуçланнине аса илсе пенсионер.

1942 çулта Елисей Тимирясов Хусанти танк училищшине пӗтернӗ хыççăн вăрçа хутшăнать. 6-мӗш танк çарӗн, 46-мӗш танк полкӗн 9-мӗш механика бригадинче хӗсмет иртет. Лейтенант, танк командирӗ Корсунь-Шевченко
операцине, Кишенев операцине хутшăннă, Румыние ирӗке кăларнă çӗре.  

 

– Румынсем начар çапăçатчӗç. Вӗсем 44-мӗш çулта ӗнтӗ парăнас тесе кăна тăратчӗç. Хăйсен çӗрне те хӳтӗлесшӗн марри пире тӗлӗнтеретчӗ. Пӗрре кайрăмăр тыткăна лекнисен лагерьне атă улăштарма. Вăрçăра чи хăвăрт ӗçлӗхрен тухаканни – урана тăхăнмалли. Пирӗн, тапăнакансен, атă тӗпӗсем юрăхсăра тухрӗç, подвоз хăçан çитесси паллă мар-ха. Пухăнса кайрăмăр шырама. Çитрӗмӗр лагерь патне, пăхатпăр – тыткăнрисен хăйсен те ура тăхăнмалли çук. Вӗсен те çук, пирӗн те çук. Ларса калаçрăмăр. Пирӗн комсорг молдаван, румынла пӗлет. Пăхатпăр та, вӗсем те пирӗн пекех хресченсем. Шанчăклă çапăçакансем мар, – аса илет ветеран.


1944 çулта кӗркунне çывхараспа танк командирӗ Тимирясов ăна лейтенант званине пани çинчен пӗлет. Анчах та çăлтăрне çӗлесе ӗлкӗреймест, тепӗр кунне Елисей Тимирясова йывăр амантаççӗ. Госпитальте нумай вăхăт хушши сипленнӗ хыççăн вăл урăх вăрçа таврăнаймасть.
Вăрçă хыççăн Аксури вăтам шкулта военрук пулса ӗçлет, ытти çӗрте те педагогра тăрăшать.
– Ун чухне кунта халăх çăпатапа çӳретчӗ-ха. Аксура 1945 çулта пӗр çурта кăна тутарсем пурăнатчӗç. Ыттисем йăлт чăвашсемпе вырăссемччӗ. Чăвашсен авалхи масарӗн вырăнӗнче халӗ профтехучилище тăрать, – аса илет Елисей Мурзич.

Çамрăк чухнехи хастарлăх, уçă кăмăллăх, чӗрӗлӗх унтра çулсем иртсен те пӗтмен. Çакă калаçăвӗнче, хусканăвӗсенче сисӗнет. Уçă кăмăллă, ырă çын пулниех ăна пурăнма хăват парса тăрать-тӗр. Тата вăл нумай вулать. Тен çакă та нумай пурăннин вăрттăнлăхӗ-тӗр?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: