Сувар

Рустам Минниханов Çӗнӗ çулпа саламлать

Патшалăхпа обществăн тухăçлă çыхăнăвӗ, граждан институчӗн аталанăвӗ, наци политики, тӗн пӗрлешӗвӗсемпе çыхăну – пирӗн çитӗнӗвӗн никӗсӗ

Çывхарса килекен Çӗнӗ çулпа чӗререн саламлатăп! Çывăх çынсемпе сӗтел хушшинче ларса курант сассине кӗтнӗ май эпир чи асра юлнă пулăмсене аса илетпӗр, малашлăха шанса плансем тăватпăр. Пӗтӗмӗшле илсен, 2019 çул республикăшăн лайăх пулчӗ. Çӗнӗ инвестицисемпе производство, пурăнмалли хăтлă çуртсем, вӗрентӳпе наукăн, сывлăх сыхлавӗн, культурăпа спортăн хальхи йышши учрежденийӗсем, меллӗ тавралăх – çакă пирӗн, кашнин тăрăшуллă ӗçӗ. Ӗç профессийӗсем енӗпе наци чемпионатӗнчи Тутарстанăн çӗнтерӗвӗ, Хусанта 45-мӗш «WorldSkills Kazan 2019» тӗнче чемпионачӗ ăнăçлă иртни, унран юлнă еткер пире экономика валли пысăк квалификациллӗ кадрсем хатӗрлеме майсем туса пачӗ.
Патшалăхпа обществăн тухăçлă çыхăнăвӗ, граждан институчӗн аталанăвӗ, наци политики, тӗн пӗрлешӗвӗсемпе çыхăну – пирӗн çитӗнӗвӗн никӗсӗ. Патшалăх влаçне халăх мӗнле хак панине ТР Патшалăх Канашӗн суйлавӗ çирӗплетрӗ. Парламентăн халăх сасăлавӗн пӗтӗмлетӗвӗ тăрăх йӗркеленнӗ çӗнӗ йышӗ граждансене тивӗçлӗ пурăнма, ирӗккӗн аталанма условисем туса парас тӗллевпе закон кăларас ӗçе хастар пуçăнчӗ. Тутарстансене меллӗ тавралăхпа тивӗçтерме республикăра «Пирӗн картиш» çӗнӗ проект пуçланчӗ. Унпа килӗшӳллӗн, çитес 3 çулта нумай хваттерлӗ çуртсен картишӗсене хăтлăх кӗртӗç.
Кашни çыншăн хаклă Аслă Çӗнтерӗвӗн 75 çулхи юбилейне хатӗрленсе уявлас ӗçе тутарстансем хастар хутшăнасса шанатăп. Тутар АССРӗн 100 çулхи юбилейӗ те тӗп тимлӗхре пулӗ. Çитес çул пире обществăпа политикăн пӗлтерӗшлӗ пулăмӗ – муниципаллă йӗркеленӳсене депутатсен тата Тутарстан Республикин Президенчӗн суйлавӗ кӗтет.
 Иртсе пыракан çул пире пысăк çитӗнӳсемпе савăнтарсан та татса паман ыйтусем те юлчӗç-ха. Анчах шанатăп, эпир пӗрле татса парайман йывăрлăх çук. Пӗрлӗх, оптимизм, хамăр вăя шанни – акă мӗн хистет Тутарстана малалла ăнтăлма, аталанăвăн çӗнӗ майӗсене уçма.
Хисеплӗ туссем, малалла та çак çулпа утар. Çӗнӗ çулта пире пурне те ăнтăр. Сире, çемйӗрсене, тăванăрсемпе çывăх çыннăрсене телей, тăнăçлăх, ăнăçу сунатăп! Çӗнӗ çул ячӗпе!
Тутарстан Республикин Президенчӗ Р.Н. Минниханов.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: