Сувар

Типӗ курӑка ҫунтарма юрамасть

ТР Министрсен Кабинечӗн 242 номерлӗ постановленийӗ тӑрӑх апрелӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 17-мӗшӗччен Тутарстанра ятарлӑ пушара хирӗҫ режим кӗртӗнет

Реклама

Апрелӗн 7-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче республикӑра пушара хирӗҫ кӗрешмелли ятарлӑ режим кӗртни пирки брифинг иртрӗ. 

Унта Раҫҫей МЧС-ӗн Тутарстанри управленийӗн начальникӗ ҫумӗ - Надзор ӗҫӗпе профилактика управленийӗн начальникӗ Сергей Сергеев хутшӑнчӗ. Журналистсем халӗ Министрсен Кабинетне ҫӳремеҫҫӗ, ыйтусене "Ватсап" урлӑ параҫҫӗ.
Ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк ҫывхарнипе пушарпа кӗрешекен подразделенисен "хӗрӳ" тапхӑр пуҫланать. Вӗсен тревогӑпа ытларах тухса ҫӳреме тивет.
Юр ирӗлсе пӗтсен вӑрман хӗррисенчи типӗ курӑк ҫунма пуҫласан, вут вӑрмана, ҫывӑхри ялсене куҫас хӑрушлӑх пур.
Пушарсен чылай пайӗ пӗлтӗрхи курӑка, улӑма, ҫӳпӗ-ҫапӑна чӗртсе янипе пулать. Ытларах чухне сад-пахчасене тирпейлекенсем, вӑрмансенче кӑвайт чӗртекенсем ҫапла тӑваҫҫӗ. Туртнӑ чухне асӑрханманнипе те ҫапла пулса иртет.
Апрелӗн 5-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра 1118 пушара регистрациленӗ. Ку кӑтарту пӗлтӗрхинчен 14,3 процент ытларах.
2020 ҫулта типӗ курӑк, ҫӳпӗ-ҫапӑ ҫунтарнипе ҫыхӑннӑ пушарсенчен ытларахӑшӗ Хусанта (41), Чистай районӗнче (11), Элмет (9), Анат Кама (8), Ешӗлвар (7), Ҫӳльту (5) пулса иртнӗ. 
Пушар хуралҫисем республикӑри 96 яла, 48 дача пӗрлешӗвне, 80 ача-пӑча лагерьне, вӑрман ҫумӗнчи 10 экономика обьектне, 19 санаторие тимлӗхе илнӗ. 
ТР Министрсен Кабинечӗн 242 номерлӗ постановленийӗ тӑрӑх апрелӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 17-мӗшӗччен Тутарстанра ятарлӑ пушара хирӗҫ режим кӗртӗнет. Ҫак вӑхӑтра ниҫта та типӗ курӑка, ҫӳпӗ-ҫапӑна ҫунтарма юрамасть, вӑрманта кӑвайт чӗртме те, пахчара костёр тума та чарнӑ.
Пирӗн хаҫат журналисчӗсем панӑ ыйту ҫине те хуравларӗ Сергей Сергеев.

"Хуҫалӑхра типӗ курӑк, ҫӳпӗ-ҫапӑ нумай пуҫтарӑнсан, ӑнсӑртран пушар тухас хӑрушлӑх пур. Пушар сӳнтерекенсене чӗнтерсе, пӑхтарса тӑратса ӑна ҫунтарма юрать-и?" – вуласа пачӗ пирӗн ыйтӑва брифингра ертсе пыракан Лаззат Хайдаров. 
"Ҫук. Апрелӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 17-мӗшӗччен типӗ курӑка Тутарстанра ниепле те ҫунтарма юрамасть",– пулчӗ хурав. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: