Сувар

 ТУТАРСТАН РЕСПУБЛИКИН КУНӖ ЯЧӖПЕ!

ТР Президенчӗн Р.Н.Миннихановăн саламӗ


Хисеплӗ тутарстансем! Сире тӗп патшалăх праçникӗпе – Республика кунӗпе чӗререн саламлатăп!
Тутар АССРӗ йӗркеленнин 100 çуллăхне хатӗрленни обществăлла пурнăçа хăйне евӗр улшăнусем илсе кӗрет. Тутарстан çулӗ çынсем çутă тӗллевсемшӗн чăмăртаннине, вӗсен тăрăшуллă ӗçӗ экономика ӳсӗмӗшӗн, пурнăç шайне лайăхлатассишӗн, культурăн пуян еткерне упраса хăварассишӗн условисем туса панине кăтартать.
Нумай нациллӗ Тутарстан обществăлла политика тăнăçлăхӗнче аталанать... Раççей Федерацийӗн ертӳçӗ субъекчӗсенчен пӗри пулнă май, Тутарстан çӗршыв ертӳçисен енчен пысăк тӗрев туять. Ытти регионсемпе пӗрле эпир Раççей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинăн 2018 çулхи Май Хушăвӗсен стратегилле задачисене пурнăçлассипе шанчăклă ӗçлетпӗр. Темиçе кун каялла Хусанта Ӗç профессийӗсемпе WorldSkills тӗнче чемпионачӗ пысăк шайра иртсе кайни республикăн инфраструктура тата кадрсен пысăк потенциалне кăтартса пачӗ. Республика программисем граждансен хăтлă кил-çуртпа меллӗ тавралăх, лайăх медицинăпа паха вӗрентӳ, ватлăхра хисеп те ытлă-çитлӗ пурнăç пултăр тесе пурнăçланаççӗ.​ ​ ​
Хисеплӗ тутарстансем! Тутарстан Республики уява ыранхи куна çирӗп шанса кӗтсе илет...
Сывлăх, телей, тăнăç пурнăç сунатăп сире. Уяв ячӗпе! Республика кунӗпе!

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: