Сувар

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 20 ача чӳречерен тухса ӳкнӗ

Ҫакӑн ҫинчен Тутарстанра ачасен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Гузель Удачина Instagram каналти хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ

Кантӑкран тухса ӳкнӗ ҫирӗм ачаран иккӗшӗ вилнӗ, ыттисем хытӑ аманнӑ. Ачасене пӑхасси, вӗсен хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси - ашшӗ-амӑшӗсен тивӗҫӗ тата яваплӑхӗ. 

Реклама

Удачина нумай пулмасть Ҫырчаллинче пулса иртнӗ инкеке аса илнӗ. Июлӗн 3-мӗшӗнче 6 ҫулти арҫын ача 16-мӗш этажри хваттертен тухса ӳкнӗ.

Ҫавӑн пекех ачасен уполномоченнӑйӗ ҫакнашкал лару-тӑрусене лекес мар тесен ансат йӗркесене пӑхӑнмалли ҫинчен аса илтернӗ. Ачасене хӑйсене кӑна хӑвармалла мар, кантӑксем сине ятарлӑ крепленисем вырнаҫтармалла, москит сеткине шанмалла мар. Пепке вӗсем тӑрӑх чӳрече патне хӑпарса ан кайтӑр тесен  чӳречесем патӗнчен сӗтел-пукана илсе хумалла.

Теги: Ачасем
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: