Сувар

Врачсем кил умнех çитсе тăрӗç

Тутарстан Республикинче 100 çынран сахалрах 1359 ялта медицина организацийӗсем те, фельдшерпа акушер пункчӗсем те çук. Вӗсенче пурăнакансен сывлăхӗсене тухса çӳрекен графикпа районти тӗп пульницасен врачӗсемпе фельдшерӗсем пăхса-тӗрӗслесе тăраççӗ.

Республика Кунӗ умӗн Хусанта Тутарстан тухтăрӗсене васкавлă медицина пулăшăвӗн автомобилӗсене тата «Мобильлӗ поликлиникăсене» пачӗç. 
Августăн 29-мӗшӗнче республика ГИБДД парковкинче «Камаз» никӗсӗнче тунă виçӗ «Мобильлӗ поликлиника», вӗсенче ӗçлекен врачсен бригадисене турттарма виçӗ «Форд-Транзит» микроавтобус тата «Форд-Транзит» никӗсӗнче тунă 75 васкавлă пулăшу автомобилӗ ретпе килсе тăнă. 
2017 çулта Тутарстан Республики 97 васкавлă пулăшу автомобилӗ туяннă, 2019 çулта республика бюджетӗнчен 187 васкавлă пулăшу машини туянма 860 млн тенкӗ уйăрнă.  Вӗсем икӗ тӗрлӗ: васкавлă медицина пулăшăвӗ («В» класлă) тата реанимаци пулăшăвӗ («С» класлă) кӳрекеннисем. Мӗн пур автомобиле хальхи медицина оборудованийӗпе тивӗçтернӗ, вӗсенче пациента госпитализацине илсе çитериччен интенсивлă терапия ирттерме пулать. 

Реклама

Машинасен уççисене врачсене панă çӗре ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тата ытти пуçлăхсем хутшăнчӗç. Хальхи йышши диагностика, лаборатори оборудованийӗллӗ виçӗ мобильлӗ поликлиникăна Çырчаллинчи тата Элметри медицина учрежденийӗсене пачӗç. Çакăн пек пӗрремӗш медицина комплексӗ Теччӗ районӗнче халăха тӗрӗсленӗ, халӗ Пăва районӗнче ӗçлет. 
 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: