Сувар

Ятарлă санитари режимӗ апрелӗн 15-мӗшӗччен тăсăлӗ

Гигиенăна пăхăнни питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ пулни çинчен те аса илтерни ытлашши пулмӗ:

Тутарстан Республикин Президенчӗн Рустам Миннихановăн хушăвӗпе Коронавирус сарăлассипе кӗрешекен республика штабӗ уйрăм санитарипе эпидемиологи режимӗ кӗртме йышăннă. Вăл Тутарстанра апрелӗн 15-мӗшӗччен тăсăлӗ.

Санитари режимӗ вăхăтӗнче нумай çын хутшăнакан мероприятисем ирттернӗ чухне чарусемпе çыхăннă.

Халăхсем хушшинчи спорт ăмăртăвӗсене лайăхрах санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗ пуличчен куçарнă.  
Спорт матчӗсем куракансемсӗр иртӗç

Культура мероприятийӗсене тепӗр вăхăта куçарнă.
Палăртса хунă гастроль концерчӗсем пулма пултараççӗ, анчах йӗркелекенсен çынсен сывлăхӗн хăрушсăрлăхӗшӗн яваплă пулаççӗ.

Тутарстан Республикин Президенчӗн йышăнăвӗ тăрăх, патшалăх влаç органӗсенче ӗçлекенсен ют çӗршывсене командировкăсене вăхăтлăха тухса çӳреме чарнă. Енчен те ӗçлекен ют çӗршыва командировкăна çав çавах кайма тивнӗ пулсан, таврăнсан унăн 14 кунлăх карантин иртме тивет. Германирен ӗçлӗ командировкăран таврăннă ТР Экологи министрӗ Александр Шадриков килти карантинра халӗ те ларать-ха.
Республикăри мӗн пур çынна çӗршыв чиккинчен тухма сӗнмеççӗ штабра. Уйрăмах çывхаракан çуркуннехи каникулсен вăхăтӗнче ют çӗршывсене ачасемпе тухса çӳреме асăрханмалла.

Коронавируса тупса палăртнă территорисенчен таврăннă мӗн пур çыннăн Роспотребнадзор ӗçченӗсене ăçта тата хăçан пулни çинчен пӗлтермелле. Çакăншăн республикăра талăкӗпех ӗçлекен хӗрӳ лини йӗркеленӗ: +7(843)296-02-24.

Хăвăра япăх туйма пуçласан (температура, кăкăр хӗсни, пуç ыратни) тăхтамасăрах тухтăрсемпе çыхăнммалла.

Гигиенăна пăхăнни питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ пулни çинчен те аса илтерни ытлашши пулмӗ: кун тăршшӗпе алăсене тăтăшах çумалла, куллен çăвăнмалла, ӗçре пӳлӗмсене уçăлтармалла, ӗç вырăнне нӳрлӗ уборка туса тасатмалла, çынсем çинче, транспортра маска тăхăнмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: