Сувар

Юбилейлă кубока районтан кăлармарӗç

Малти вырăнсене йышăнакан спортсменсене парăнакан парнесем – конвертраччӗ.

Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ юрисчӗн Александр Огоневăн парнисемшӗн Регионсем хушшинчи чăваш кӗрешӗвӗн Х турнирӗ кăçал Нурлатра иртрӗ. Унта 2003-2005 çулсенче çуралнă каччăсемпе хӗрсем хутшăнчӗç. Ăмăртăва Чăваш Республикин тата Тутарстанри Нурлат, Аксу, Элкел, Çӗпрел районӗсен командисем хутшăнчӗç.

Чăвашла кӗрешӗвӗн ăмăртăвӗ Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче иртрӗ. Пухăннă спортсменсене район пуçлăхӗ Алмаз Ахметшин саламларӗ. ТР Верховнăй судăн председателӗн Ильгиз Гилазовăн саламлă çырăвне те вуласа панă ăмăртăва хутшăнакансене. ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗн Людмила Рыбаковăн саламне те вуласа панă ачасене.

«Енчен те эсир хăвăра çӗнтерме вăй тупатăр-тăк, сире кирек мӗнле соперника та çӗнтерме хăват çитет», – тесе хавхалантарнă Александр Огонев çамрăк кӗрешекенсене.

Нурлат тăрăхӗнче Кӗрешӳ турнирӗ пӗрремӗш хут иртмест. Кунта вăйлă ачасем хутшăнаççӗ. Çавăнпа  Чăваш Республикин команди те лайăх хатӗрленсе килнӗ. Анчах командăсем хушшинчи пӗрремӗш вырăн кубокӗ кăçал та районтан тухмарӗ. Нурлатсем малта!

Иккӗмӗш вырăн кубокӗ аксусенче, виççӗмӗш вырăна Элкел районӗн спортсменӗсем тивӗçрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: