Сувар

Чăвашла гороскоп

Пуш кӗсьепе юлас мар тесен палламан çынсене çывăха ан ярăр.

ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере эсир вăйлă та пархатарлă рыцаре аса илтеретӗр. Çапах хăвăрăн та камăн-тăр хӳттине лекес килӗ. Çитӗнӳ тăвас тесен наянлăха çӗнтерсе ӗçлеме тивет. Эрне вӗçнелле ӗç енӗпе йывăр суйлав тăватăр.  Илӗртӳллӗ проектсем нумай пулӗç, вӗсенчен пӗрне, шел те, финанс енчен тупăшлах маррине суйлатăр. Хăш-пӗри васкаса çула тухӗ.       

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Эрне пӗр кун пек хăвăрт иртсе кайӗ. Куншăн кулянмалла мар, часах романтикăлла тапхăр пуçланӗ. Таврари çынсене лайăхрах сăнăр, савни çумрах çӳреме пултарать. Эрне вӗçӗнче çула тухни ăнать, çав шутра – командировкăна кайни те. Укçăра шанчăклă вырăнта тытăр.    

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Шăпаллă эрне: хăш-пӗрин кивӗ ӗçрен кайса çӗннине хăвăрт вырнаçма май пулӗ. Харпăр пурнăç та лайăх енне улшăнать. Çемьеллисен те савăнма сăлтав пур – мăшăрпа хутшăнусем лайăхланаççӗ. Укçа-тенкӗ енчен кӗтмен çӗртен пуйса каятăр.

РАК 22.VI – 22.VII
Мăнастире каяс патне çитес мар тесен пӗлсе калаçăр, укçашăн ан хапсăнăр. Массăлла мероприятисене ан çӳрӗр. Ӗçсене шăппăн пурнăçлăр, вара усси те пысăк пулӗ. Канмаллисенче шăпана улталаса инкекрен хăтăлатăр. Шутламасăр сăмах ан парăр. Çемьери çынсене тимлӗх уйăрма ан манăр.  

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Укçа-тенкӗ куçарнă чухне питӗ тимлӗ пулăр, харăс икӗ ӗç ан тăвăр. Ӗçре сире хирӗç пӗрлешекенсем пулӗç, анчах кӗрешме ан васкăр. Вӗсем хăйсене хăйсемех сутӗç, пуçлăх вара эсир тăрăшнине асăрхамасăр хăвармӗ. Юратура туйăмсене тытма пӗлӗр, ытлашши хӗрӳлӗхпе савнийӗре ан хăратăр. Çулçӳревсене эрне вӗçне хăварăр.  

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Хӗрсем ӗçе çын шучӗпе тăвакансем мар, анчах ку эрнере çапла пулас килӗ. Пурин çинчен те шутлама, пӗччен лава туртма йăлăхтарса çитернӗ. Канма вăхăт çитнӗ, кану санаторире иртсен тата аван. Çемьеллисен кил-тӗрӗшри проблемăсене татса пама тивет, юхăннă япаласене пӗр шелсӗр кăларса ывăтăр.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Эрне пуçламăшӗнче кирлӗ маррипе вăхăтăра ан та ирттерӗр. Юлташăрсемпе ӗçтешӗрсем мӗн каланине лайăх итлӗр, хаклă информаци укçа ӗçлесе илме пулăшӗ. Хальччен шанса пурăннă çын улталама пултарать. Юнкун е кӗçнерникун ӗçпе çула тухма тивӗ. Апат-çимӗçе суйласа çийӗр, вар-хырăм пăсăлма пултарать.   

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Ку эрнере лаша пек ӗçлес килмӗ, канас тетӗр. Хуть мӗнле çулçӳреве те ăнăçлă йӗркелетӗр. Харпăр пурнăçра та йăлт лайăх сыпăнса пырать, анчах пӗтӗмлетӳсем тума ир, уйрăмах мăшăрланасси çинчен шутлама. Финанс сферинче те васкамалла мар, пуяс çул çăмăл пулмӗ. Эрне вӗçӗнче хаклă хăнана йышăнма хатӗрленӗр.  

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнере пурне те ырă кăмăлăрпа тӗлӗнтеретӗр. Çумра ăмсанакансем те пулӗç, ун пеккисемпе асăрхануллă пулăр. Суту-илӳпе çыхăннă ӗçсене çăмăллăн татса паратăр: лайăх хваттер е çурт, е пысăк скидкăпа автомобиль тупатăр. Сывлăх хумхантарать пулсан тухтăр патне кайса килӗр, тăтăш пуç ыратни е юн пусăмӗ выляни кулăш мар.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрнере инçе çула тухма пултаратăр, ахăртнех командировкăна кайма тивӗ. Унтан пысăк укçапа тата кирлӗ информаципе таврăнма май пур. Пуш кӗсьепе юлас мар тесен палламан çынсене çывăха ан ярăр. Эрне вӗçӗнче юратнă çын парне тума пултарать.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Çак тапхăрта сюрпризсемпе интереслӗ пулăмсем йышланаççӗ. Çӗнӗ ӗçре сирӗн идейăсене хапăл тусах йышăнӗç. Ӗçӗ техникăпа çыхăннисене уйрăмах ăнать. Тăрăшса ӗçлесен укçи те пулӗ. Сывлăх çанталăк мӗнле пулнинчен килет: е пуç, е çурăм аптратать. Ирсерен зарядка тума тăрăшăр. Хăш-пӗри юратса пăрахӗ, ку нумайлăха пулӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ку эрнере сире пурте шеллеме хатӗр. Пӗччен пулса чунпа канма тăрăшăр. Çемьеллисене укçа-тенкӗ енчен ăнать. Хăвăр та манса кайнă парăма тавăрса парӗç. Хăш-пӗрин лотерейăпа выляса илес е çӗнӗ ӗçе вырнаçас шанăç пур. Контрактсене тӗплӗ вуламасăр алă ан пусăр. Сиплев процедурисем усăллă пулӗç.  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: